Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арчаран (тĕпĕ: арча) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сантӑркка ҫинчен калаҫма ҫакӑнпа пӗтерӗпӗр, — терӗ кил хуҫи, арчаран пӗр кӗленче эрех кӑларса.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Саншӑн пур, — пӗчӗк арчаран эрех кӗленчипе стакан тупса, кӑмакаран темле апат туртса кӑларчӗ Ҫимун, сӗтел ҫине ҫӑкӑр татӑкӗ хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Арчаран аннен укҫине илетӗпех», — тесе кӗчӗ вӑл урам хапхинчен.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

(Ҫийӗнчи лайӑх кӗпипе тутӑрне тӗкӗр умне ҫакать, арчаран кивӗрех кӗпе кӑларса тӑхӑнать, тутӑр ҫыхать.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Тӗкӗр ҫине пӑхса илчӗ, арчаран чечеклӗ тутӑр кӑларса ҫыхрӗ те васкамасӑр чӗннӗ ҫӗрелле уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халь ҫав арчаран кӑлармалла, жюрисене тӗлӗнтермелле.

Куҫарса пулӑш

«Ҫулталӑк вӗрентекенӗ 2023» конкурс пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60571

Маюк инке арчаран сӑн-ӳкерчӗксем туртса кӑларчӗ, Маринене тӗкӗр тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Амӑшӗ арчаран ҫуталса тӑракан (ахӑртнех унпа нихҫан та усӑ курман пулмалла) сарлака сӑмавар кӑларчӗ.

Мать вытащила из сундука блестящий, видно давно не бывший в деле, пузатый самоварчик.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫав арчаран капкӑн турӑмӑр та сарай ҫине лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Тин ашшӗ халалне вӑл уҫрӗ: Кӑларчӗ ылтӑн арчаран, Ун аллине саккунлӑ куҫрӗ Леш Атӑл варринчи ҫаран.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Акӑ кур, мӗн чухлӗ ҫырнӑ, куҫарнӑ, архив материалӗсем хатӗрленӗ, — терӗ те арчаран алҫыру ҫыххисем кӑлара-кӑлара хучӗ Тал-Мӑрса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫул ҫинче мӑя витме пит меллӗ япала, — терӗ те арчаран сӑсар тирӗнчен тунӑ горжета кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗчӗхӳллӗн сывласа япаласене арчаран кӑларма, урайне хума пикенчӗ, ӑна чару тӗнчине вӗҫне ҫитичченех тӗпчесе пӗлес хӗрӳ туйӑм ҫавӑрса кӑтӑклать.

Нервно дыша, начала она вынимать и складывать на полу вещи, одержимая страстью узнать до конца запрещенный мир.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Ҫӳп-ҫаппа тата хаклӑ япаласемпе тулсах ларнӑ арчаран кӑларнӑн — эсир унра хӑвӑра кирлине суйласа илеетӗр: каллех ута-ута ӗшенесси, сӑмах-юмаха тӳссе ирттересси сире теветкеллентермест; ҫав тӳссе ирттерӳре чир-чӗрпе выҫлӑх т. ыт. те сирӗнпе текех хуҫаланаймаҫҫӗ.

— Вы можете выбирать из него, как из шкатулки, полной мусора и драгоценностей, не рискуя снова испытать усталость ходьбы, разговоров; болезнь, голод и т. д. не властны над вами в этих переживаниях.

III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Икӗ чӗрӗк ҫӳллӗшскер, тӑватӑ алӑллӑ шурӑ тискер чӗр чун Том ҫине арчаран хӑрушӑ чапрас куҫӗсемпе пӑхать.

Высотой четверти в две, белое четырехрукое чудовище озлило на него из сундука страшные, косые глаза.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

Арчаран йӑлтӑркка юпи тапса тухрӗ — уйӑх пайӑркисен кӗлти евӗр, анчах виҫсе хаклайми ҫутӑрах тата ҫулӑмлӑрах.

Из сундука хлынул столб блеска, подобного снопу лунных лучей, но ярче и пламеннее неизмеримо.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Хваттерне ҫитсен, вӑл кил хуҫи карчӑкне эрех илме лавккана ячӗ, лешӗ тухса кайсан, алӑка ҫаклатрӗ, унтан кравать айӗнчи пӗчӗк арчаран сӗтел ҫине ҫыхӑ кӑларса хучӗ, ӑна салтса, сехетсене илчӗ те ытти япаласене каллех хӑйсен вырӑнне чиксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Арчаран табак тата тикӗт шӑрши тухрӗ.

На нас пахнуло крепким запахом табака и дегтя.

IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Дасаоцзапа Лю Гуй-лань хресченсен союзӗнче тӑракан арчаран хӗрлӗ пурҫӑн ялав туртса кӑларчӗҫ.

Дасаоцза и Лю Гуй-лань вытащили из сундука, стоящего в комнате крестьянского союза, красное шелковое знамя.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Арчаран кӑларчӗ, чи илемлине.

Они у нее в сундуке самые красивые были.

27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех