Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арап (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кнессет (е Кнесет, ивр. הכנסת, арап. الكنيست; ивритран тӳррӗн куҫарсан — «Пуху») — Израиль Патшалӑхӗн пӗр палатӑллӑ уйӑрнӑ ҫынсенчен тӑракан тата саккун хатӗрлекен органӗ, унӑн парламенчӗ шутланать.

Кнессет (или Кнесет, ивр. הכנסת, араб. الكنيست; в буквальном переводе с иврита — «Собрание») — однопалатный представительный и законодательный орган Государства Израиль, являющийся его парламентом.

Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82

Шӑп ҫак ӗмӗрте ӗнтӗ пӗтӗм Нуби ислам пуҫлӑхӗсен аллине куҫнӑ, ҫапла вара авалхи патшалӑх тӑрӑхӗ тӗппипех арап тата ислам тӗнчин уйрӑлми пайӗ пулса тӑнӑ.

Именно в этом веке вся Нубия перешла под контроль исламских правителей, и древнее царство стало неотъемлемой частью арабского и исламского мира.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ытти арап йӑхӗсем Анат Нубие пурӑнма куҫнӑ, 1174 ҫулта ӑна Египетпа пӗрлештернӗ.

Другие арабские племена заселили Нижнюю Нубию, она была присоединена к Египту в 1174 году.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

960 ҫул тӗлнелле тухӑҫ Нубире рабиа арап йӑхӗ пуҫ пулса тӑракан олигарх патшалӑхӗ йӗркеленнӗ.

Около 960 года в восточной Нубии образовалось олигархическое государство во главе с верхушкой арабского племени рабиа.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Кайран Нуби исламланнӑ, кунта арап йӑхӗсем куҫса килнӗ.

Затем Нубия была исламизирована и частично заселена арабскими племенами.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Нуби (арап. النوبة, Эн-Нуба) — Нил айлӑмӗнче, пӗрремӗшпе улттӑмӗш шарлаксем хушшинче, урӑхла каласан, Судан тӗп хули шутланакан Хартумран ҫурҫӗререх, Египетри Асуанран кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ историллӗ область.

Нубия (араб. النوبة, Эн-Нуба) — историческая область в долине Нила, между первым и шестым порогами, то есть севернее суданской столицы Хартума и южнее Асуана в Египте.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Дарфур султанлӑхӗ (арап. سلطنة دارفور) — XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчен 1916 ҫулччен пулнӑ султанлӑх.

Дарфурский султанат (араб. سلطنة دارفور) — султанат, существовавший с начала XVI века до 1916 года.

Дарфур султанлӑхӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%94%D0% ... 1%85%D3%97

Ҫав вӑхӑтрах, тахҫан авал пирӗн чӗлхене арап чӗлхинчен, ҫавӑн пекех мари, иран, тутар чӗлхисенчен лекнисем пӗрре те канӑҫсӑрлантармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Мана та пӗр айӑпсӑр Мӑшкӑлларӗҫ те, кайран Тӑна кӗтӗм эп арап Пӑч тӗттӗм сив сарайра.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

«Аль-Амаль» тӗнче уҫлӑхӗн агентствӑн арап планета станцийӗ Марс ҫинче поляр ялтӑравӗн ҫӗнӗ йышши тӗсне асӑрханӑ.

На Марсе зафиксирован новый тип полярного сияния Арабская межпланетная станция Космического агентства «Аль-Амаль» зафиксировала новый тип полярных сияний на Марсе.

Марс ҫинче поляр ялтӑравӗн ҫӗнӗ тӗсне тупса палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31728.html

Пӑхать те ҫыран хӗрринче Зара ятлӑ арап ларнине курах каять.

Видит — на берегу сидит араб по имени Зара.

Пӗр ҫын шыва кӗме кайни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Хома, ырӑ ӗҫ тунипе мӑнкӑмӑлланса, хӑйӗн юлташӗсене лагерь ҫинчен, пӗр енчи хӗрсем ҫинчен, француз тата таҫта тарса ӳкнӗ «арап» ҫинчен нумайччен каласа пачӗ.

Гордый своим поступком, долго рассказывал товарищам о лагере, о землячках, о французах и «арапе», кинувшемся куда-то наобум, вслепую, так что не могли его дозваться.

XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

«Арап» ҫинчен илтсен, Хома ӑна питӗ курасшӑн пулчӗ.

Услыхав про «арапа», Хома захотел непременно на него посмотреть.

XVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӗрлешнӗ нацисен организацийӗн 6 официаллӑ чӗлхен (акӑлчан, арап, испан, китай, вырӑс тата хрантсус) кашнин хӑйӗн кунӗ пур.

У каждого из 6 официальных языков Организации объединённых наций (английский, арабский, испанский, китайский, русский и французский) есть свой день.

Паян — китай чӗлхи кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28414.html

Унӑн пичӗ-куҫӗ арап пичӗ-куҫӗ пекчӗ.

Он был похож на арапа.

Булька // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ак, эсремет, арап, тавлашать Державинпала…

Вот арап! а состязается — с Державиным…

Юбилей сӑвви // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 36–47 с.

— Тӗрӗс мар, — терӗҫ Беловзоровпа тепӗр господин, отставкӑри капитан тенӗскер, вӑл хӗрӗхелле ҫывхарнӑ, нӗрсӗр шатра питлӗ, арап пек кӑтра, курпунтарах, кукӑр ураллӑ, эполетсӑр тӑхӑннӑ ҫар сюртукне тӳмелемен.

— Несправедливо, — повторили Беловзоров и господин, названный отставным капитаном, человек лет сорока, рябой до безобразия, курчавый как арап, сутуловатый, кривоногий и одетый в военный сюртук без эполет, нараспашку.

VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Генерал Гришаткӑна Пӗрремӗш Петр хӑй ҫумӗнчи арап ачине Ганнибал тесе чӗннӗ евӗр чӗнме тытӑнать.

Стал генерал величать Ганнибалом Гришатку, так же как и Петр Первый своего арапчонка звал.

Ганнибал // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Пӗрремӗш Петр патша арап ачи тытса тӑнине аса илнӗ генерал, — унӑн мӗншӗн тытас мар.

Вспомнил генерал про царя Петра Первого, что у того арапчонок был — себе захотелось.

Ганнибал // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Рейнсдорп пуҫне килте арап ачи тытас шухӑш килсе кӗрет.

Вздумалось Рейнсдорпу иметь при себе арапчонка.

Ганнибал // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех