Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аптекӑпа (тĕпĕ: аптека) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аякран, майӗпен, вӑл темле тивӗҫсӗр, киревсӗр япала ҫинчен каланӑ пекрех каларӗ: пирӗн станцире ӑна варалакан усал сӑмахсем ҫӳреҫҫӗ имӗш, вӑл мана, юн юхтарса выртаканскере, пӗччен пӑрахса хӑварнӑ пулать, пӳртре пулнӑ аптекӑпа, кайран Миронова шыраса тупнӑ эмелсемпе те усӑ курман имӗш.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Аптекӑпа сыхӑнтаракан чӳрече умӗнче вара — Тройцкий фельдшерӑн ӗҫ вырӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Потребитель кооперацийӗн тытӑмӗнче 48 аптекӑпа аптека пункчӗ ӗҫлет.

В системе потребительской кооперации действуют 48 аптек и аптечных пунктов.

Чӑвашпотребсоюз // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/wiki/%D0%A7%D3%91%D0 ... 1%8E%D0%B7

Аялта, ҫӗр айӗнчи крепоҫӗн, аптекӑпа больница шӑрши ҫапнӑ, стенисене шурӑ простыньсемпе карнӑ медицина пунктӗнче, кровать ҫине ирӗксӗр вырттарнӑ Толя Ковалева унӑн аппӑшӗ Нина Ковалева хураллать.

А глубоко внизу, в медицинском пункте подземной крепости, где все уже пропиталось аптечными и больничными запахами, а стены были завешаны белыми простынями, у койки, куда насильно уложили Толю Ковалева, дежурила сестра его, Нина Ковалева.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ачисене вӑл хӑех таканара шыва кӗртетчӗ, Хӑех вӗсене килти аптекӑпа сиплетчӗ, хӑех вӗсем валли ҫӗвӗ машинипе лифчиксем, панталонсемпе кӗпесем ҫӗлетчӗ.

Детей своих он сам купал в корытцах, сам лечил их домашней аптечкой и сам шил им на швейной машине лифчики, панталончики и рубашечки.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех