Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аппӑшӗпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Роза урамра Хӗветӗрӗн аппӑшӗпе тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пиччӗшӗпе инкӗшӗн йӗкӗреш ачисем Татьяна аппӑшӗпе ялан пӗрле пулма, унпа выляма, тӗрлӗ кӗнеке вулама юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Татьяна аппӑшӗпе тата вӑл пурӑнакан хулапа яланлӑхах сывпуллашса ҫӳлерех асӑннӑ хулана тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӑшӑ салампа – Вера аппӑшӗпе Володя Фоминсем, Светлана, Юрий, Даша Колесниковсем, Илья тата Валентина Кузьминсем.

Куҫарса пулӑш

Владислав Сергеевич СЕРГЕЕВ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/salamlanisem ... ev-3454068

Ҫавӑнпа вӗсене пӗлмен ҫынсем яланах аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пуль, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ашшӗ вилсен Гликерия Романова аппӑшӗпе тата унӑн ачисемпе пурӑннӑ.

После смерти отца Гликерия Романова жила с сестрой и ее детьми.

Элӗк районӗнче 104-ри кинемей пурӑнать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35980.html

Ҫавна пушатас тесе юриех уйрӑлса хӑтланчӗ, хулари аппӑшӗпе йыснӑшӗ патӗнче икӗ уйӑх пурӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав кӑмӑл-туйӑмпах пӗрре кӗвелсе, тепре ҫивӗччӗн касӑлса амаҫури амӑшӗпе, аппӑшӗпе пӗрле колхозри тата килти кучӗ-пуҫӗсӗр пур ӗҫе те вӑхӑтлӑн, тӗплӗн, вӗри тарпа ҫӑвӑнсах меллесе туса пычӗ (сӑмах май, пур туртмалли-турттармалли, сухаламалли-сӳремелли ӗҫсене те уйрӑм калава тивӗҫлӗ Орлик ятлӑ хӑйӗн чи кӑмӑлланнӑ кунӗ, пӗр чӑхӑмсӑр кӑвак упус лашипе турӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, аллинче пуш сетка тытса (хӗлле тӑхӑнмалли ҫи-пуҫне аппӑшӗпе ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех киле ӑсатнӑччӗ), Шупашкарӑн сӗвекрех пӗр урамӗн хӑма ҫапса майланӑ тротуарӗпе хӑйне перӗнсе-сӗртӗнсе иртекен ҫынсен хушшипе «симӗс пасаралла» мӑкӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чиперккене ашшӗпе амӑшӗсӗр пуҫне аппӑшӗпе пиччӗшӗсем те хӑйсем пекех тӗрлӗ енлӗ аталанса ӳсме пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche

Туй хыҫҫӑн тепӗр кунне курнуйне кайсан, аппӑшӗпе йыснӑшӗ Кульккана ҫӗнӗ кин яшки ҫиме лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Килсен иккӗмӗш куннех вӑл курорта кайнӑ аппӑшӗпе йыснӑшӗ килне хӑй ҫуралнӑ кун ячӗпе хӑна пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Малтанах вӑл Элекҫей шухӑшӗсене, Энӗшкассине кайса, аппӑшӗпе йыснӑшне пӗлтерме шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтанпах вӗсем, аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пекех, шӑкӑлтатса, пӗр ҫӑвартан пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ Захар Петрович ывӑлӗпе тарҫи хӑйӗнчен мӑшкӑллани, килӗнчи тарҫипе аппӑшӗ, вӑл шӑнса вилтӗр тесе, хӑйне юри хапха уҫса кӗртменни, ашшӗ вилес умӗн темиҫе минут ҫеҫ ун патӗнче кӳршӗре пулни, ӑна аппӑшӗпе тарҫи пӗр-пӗринпе каварлашса вӗлерни ҫинчен ӗнентерсе калама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кусем Тарьен кӳршӗ ялта пурӑнакан аслӑ аппӑшӗпе упӑшки пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эрех-пирус тыткӑнне пӗр лексен унтан ҫӑлӑнма йывӑр пулнине май килнӗ таран ӑнлантарма тӑрӑшаҫҫӗ-ха Валя аппӑшӗпе Саша тетӗшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Сӑнран вӗсем аппӑшӗпе йӑмӑкӗ темелле — пӗрпекех ҫӳлӗ, куҫӗсем хура, тӗксӗм ҫӳҫӗсене иккӗш те вӑрӑм ҫивӗтлесе пуҫ тавра явса ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсене кӗлӗнче айне пӗр рамка ӑшнех вырнаҫтарнӑ, арӑмӗпе упӑшкине е аппӑшӗпе шӑллӗне пӗрле кӑтартасшӑн пулнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Маргарита хӑйӗн пӗртӑван аппӑшӗпе тата шӑллӗпе ачаранах ҫутҫанталӑк илемне курма вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех