Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апат сăмах пирĕн базăра пур.
апат (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ирхи апат хатӗр, — тесе пӗлтерчӗ Ольбинет, хӑлаҫланса.

— Завтрак готов, — доложил Ольбинет таким же торжественным тоном.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Кунта пурте пур: Кара-Тете валли хӑварнӑ апат та, шыв та, ҫӗр айӗнчен тухакан вут та пур!

— Тут есть всё: вода и пища из запасов Кара-Тете, огонь из земли!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле манпа апат хатӗрлеме тытӑнса Ольбинет чут ҫеҫ хӗн курса тӑратчӗ: улмине чиксе хума вӑл пӗчӗк шӑтӑк чаврӗ те, унтан пӑс мӑкӑрланса тухса пӗр чалӑша яхӑнах ҫӗкленчӗ.

Ольбинет едва не пострадал при этом странном опыте приготовления пищи: когда он вырыл в земле ямку, чтобы опустить в неё овощи, оттуда вырвался столб пара, поднявшийся на высоту более сажени.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Дункан» буфетчике, тӳрленеймен педант, ирхи апат начар пуласси ҫинчен кӑмӑлсарланса пӗлтерчӗ.

Буфетчик «Дункана», неисправимый формалист, огорчённо заявил, что завтрак выйдет скудный.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван ирхи апат валли чӗр ҫимӗҫсем суйласа ӑна пӗҫерсе хатӗрлеме Ольбинета пачӗ.

Гленарван выбрал на завтрак провизию и поручил Ольбинету приготовить её.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван ӑна пӗр ыйту кӑна парасшӑнччӗ, ҫав вӑхӑтра туземец ҫавӑрӑнчӗ те, акӑлчан пекех питӗ таса та тӗрӗс каласа: — Ыр сунатпӑр, сэр! Сире ирхи апат кӗтет, — терӗ.

Гленарван только что хотел обратиться к нему с вопросом, как вдруг туземец обернулся и на чистейшем английском языке произнёс: — Добро пожаловать, дорогой сэр! Завтрак ждёт вас.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл сулхӑнра тепӗр еннелле пӑхса ларнӑ та канлӗн кӑна ирхи апат тӑвать.

Он сидел в тени спиной к европейцам и очень спокойно завтракал.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫхи апат хыҫҫӑн Эленпа Мэри хӑйсене уйӑрса панӑ пӗр кӗтесе кайса урайне сармаллисем ҫине выртрӗҫ.

После ужина Мэри и Элен удалились в отведённый им угол храма и там улеглись на циновки.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑйсен чун-чӗрине хӑйӑракан асаплӑ пусмӑрӑн хӑрушлӑхӗ ҫине пӑхмасӑрах вӗсем каҫхи апат тума пурте пӗрле ларчӗҫ.

Несмотря на угнетённое состояние, несмотря на ужас, который они переживали, они сели вместе ужинать.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вандуана — вилнӗ ҫыннӑн чунне — ҫулпуҫӗн чӗрӗ чухнехи ӳтне кирлӗ пекех, апат кирлине тӑванӗсем манман.

Родные не забыли, что вандуа — душа умершего — так же нуждается в пище, как и бренное тело живого вождя.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Картиш тӑрӑх, пӑртак апат парасса кӗтсе, выҫӑ йытӑсем сулланса ҫӳреҫҫӗ.

По площадке сновали голодные собаки, ждавшие скудной подачки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тавай каҫхи апат туса ҫывӑрма выртар!

Давайте поужинаем и ляжем спать!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вунӑ сехетре ҫулҫӳревҫӗсем тинӗс хӗрринчи базальтлӑ ҫӳллӗ сӑрт патне ирхи апат тума чарӑнчӗҫ.

В десять часов путешественники остановились для завтрака у подножья большой базальтовой скалы на берегу моря.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫав вара икӗ юлташ пӗрле ларса ҫинӗ юлашки апат пулса тӑнӑ.

Это была последняя трапеза, в которой участвовали два друга.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кунтан тутлӑрах апат пама пултарайманнипе буфетчик йӑлт аптӑраса ӳкрӗ.

Честный буфетчик был смущён невозможностью предложить более вкусную пищу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та вӗсен кӗрекинче этем пуҫмиммийӗ чи хисеплӗ апат вырӑнӗнче шутланать.

Поэтому-то человеческий мозг считается самым почётным блюдом на их пиршественном столе.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паллах, суя вӑйсене ӗненни кунта пысӑк вырӑн йышӑннӑ, анчах каннибалла хӑтланасси час-часах урӑх сӑлтавсемпе те, апат ҫитменнипе тата выҫӑхса ҫӳренипе те тухса кайнӑ.

Конечно, суеверия играли в этом значительную роль, но часто каннибализм обусловливался и другими причинами — недостатком пищи и нестерпимым голодом.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кунта ҫын ашӗ европеецсем киличчен нумай малтан чи тутлӑ апат вырӑнне шутланнӑ.

Задолго до прибытия европейцев новозеландцы убивали друг друга, потакая своему чревоугодию.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗрле, сакӑр сехет ҫитерехпе, каҫхи апат хыҫҫӑн Эленпа Мэри кубикра койкӑсем ҫине канма выртсан, Паганельпе унӑн юлташӗсем палуба ҫине тухрӗҫ, вара, ун тӑрӑх уткаласа ҫӳресе, мӗн пулса тӑнине сӳтсе явма пуҫларӗҫ.

Около восьми часов вечера, после ужина, когда Элен и Мэри прилегли отдохнуть на койках в кубрике, Паганель и его друзья вышли на палубу и, прогуливаясь по ней, стали обсуждать создавшееся положение.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та вӑл ҫӗнӗ сулӑ тума каларӗ, сулли ҫине экспедицин мӗнпур ҫыннисем тата кирлӗ таран апат вырнаҫмалла пултӑр терӗ.

Он предложил поэтому построить новый плот, на котором могли бы поместиться все участники экспедиции и необходимый запас провизии.

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех