Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Акӑ эсӗ Ливанра шуйхатса янӑ чӗрчунсене пӗтерсе, ҫын юнне юхтарса, ҫӗршыва, хулана, унта пурӑнакан мӗнпур ҫынна ҫаратса усал ӗҫсем турӑн, ҫавӑ хӑвӑн ҫинех йӑтӑнса анӗ.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫакна пула ҫӗр чӗтренсе илмӗ-и, ун ҫинче пурӑнакан кашни ҫынах йӗрсе ямӗ-и? Ҫӗр пӗтӗмпех юхӑм шыв пек хумханса кайӗ, вӑл Египет шывӗ пек ҫӗклене-ҫӗклене анӗ.
Ам 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сана ҫӗр ҫине кӑларса ывӑтӑп, уҫӑ хире пӑрахӑп сана, сан ҫине тӗрлӗрен вӗҫен кайӑк вӗҫсе анӗ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи тискер кайӑк санпа тӑранӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Египет ҫине вут ярӑп; Син чӗтрене ерӗ, Но ишӗлсе анӗ, Мемфис ҫине кӑнтӑр варринчех тӑшман тапӑнӗ.16. И пошлю огонь на Египет; вострепещет Син, и Но рушится, и на Мемфис нападут враги среди дня.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Вавилонра акӑ Бела пырса пӑхӑп, ун ҫӑварӗнчен хӑй ҫӑтса янине туртса кӑларӑп, халӑхсем текех ун патне ҫӳремӗҫ, Вавилон хӳми те ишӗлсе анӗ.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ пуҫу ҫине хуйхӑ йӑтӑнса анӗ: эсӗ вӑл ӑҫтан тухнине те пӗлеймӗн, сана инкек-синкек тапӑнӗ — ӑна сирсе яма вӑй тупаймӑн; сасартӑках пуҫу ҫине хӑв шутлама та пултарайман синкер-сехмет капланса ҫитӗ.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ пӑр вӑрман ҫине ӳкӗ, хула ишӗлсе анӗ.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑйне чылай кӗтӳҫӗ ӗрленине уяман арӑслан пек, вӗсен шӑв-шавӗнчен шикленмен, вӗсем йышлӑ пулнинчен хӑрамасӑр тупӑшӗ патӗнчен чакман выҫӑ арӑслан пек, Саваоф Ҫӳлхуҫа Сион ҫине анӗ, ҫак сӑртшӑн ҫапӑҫӗ.
Ис 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Израиль Святойӗ ҫавӑнпа та ҫапла калать: эсир ҫакӑ сӑмаха сивлетӗр, ултавпа тӗрӗсмарлӑха шанатӑр, ун ҫине тӗревленетӗр, 13. ҫакӑ усал ӗҫ сирӗншӗн ҫӳллӗ хӳмери ҫурӑк пек, йӑтӑнса анассипе хӑратакан ҫурӑк пек пулӗ; хӳми вара сасартӑк, пӗр самантра, ишӗлсе анӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Питленӗшӗн кӑмӑлне хытарнӑ этем сасартӑках хуҫӑлса анӗ те — сывалаймӗ.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Айӑплӑ ҫынна: «эсӗ тӗрӗс» тесе калакана халӑхсем ылханӗҫ, ҫавна йӑхсем курайми пулӗҫ; 25. питлекенсене вара юратӗҫ, вӗсем ҫине пиллӗх анӗ.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ӗнтӗ ҫулнӑ ҫаран ҫине ҫӑвакан ҫумӑр пек, ҫӗре шӑваракан тулӑх тумлам пек анӗ; 7. ун вӑхӑтӗнче тӳрӗ ҫын ҫутӑлса тӑрӗ, уйӑх ҫухаличченех тулли тӑнӑҫлӑх пулӗ; 8. вӑл тинӗсрен тинӗсе ҫитичченех, юханшывран# тӗнче хӗррине ҫитичченех тытса тӑрӗ; 9. пушхирте пурӑнакансем унӑн умне ӳкӗҫ, унӑн тӑшманӗсем тӑпра ҫулӗҫ; 10. Фарсис патшисемпе утрав патшисем ӑна хырҫӑ тӳлесе тӑрӗҫ; Аравипе Сава патшисем парнесем илсе пырӗҫ; 11. ӑна пур патша та ӳксе пуҫҫапӗ; ӑна пур халӑх та пӑхӑнса тӑрӗ; 12. вӑл ӗнтӗ тархаслакан мӗскӗне, пулӑшакан ҫуккипе хӗн тӳсекен ҫынна хӑтарӗ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ чухнех инкек пырса ҫапӗ, ун ҫине пӗтӗм асап пӗр харӑссӑн йӑтӑнса анӗ.22. В полноте изобилия будет тесно ему; всякая рука обиженного поднимется на него.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унпа юнашар пулнӑ аммон ҫынни Товия тата ҫапла каланӑ: ан тив, туччӑрах; тилӗ сиксе хӑпарӗ те — вӗсен чул хӳми ишӗлсе те анӗ! тенӗ.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Турӑ ҫынни тата каланӑ: ҫакна Ҫӳлхуҫа каланине эсир ҫакӑ хӑват паллинчен пӗлетӗр: ку парне вырӑнӗ ишӗлсе анӗ, ун ҫинчи кӗл ҫӗре сапаланӗ, тенӗ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн хыҫҫӑн эсӗ Турӑ сӑрчӗ ҫине ҫитӗн, унта филистимсен ҫар ушкӑнӗ тӑрать, [унта Филисти пуҫлӑхӗсем;] ҫавӑнта хулана пырса кӗрсессӗн, сӑрт ҫинчен анакан пророксен ушкӑнне тӗл пулӑн, вӗсем псалтирьпе тӳнкӗр, шӑхличӗпе кӗсле тытнӑ, вӗсем Турра мухтаса юрлӗҫ; 6. сан ҫине Турӑ Сывлӑшӗ анӗ, эсӗ те вӗсемпе пӗрле Турра мухтаса аслӑлӑн, вара урӑх ҫын пулса тӑрӑн.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: акӑ Эпӗ Иерихон хулипе унӑн патшине [тата унти] вӑйлӑ ҫынсене санӑн аллуна паратӑп; 2. вӑрҫа юрӑхлисем пурсӑр та пухӑнса хула тавра ҫаврӑнӑр, ун тавра [кунне] пӗр хутчен ҫаврӑнӑр; ултӑ кун хушши ҫапла туса тӑр; 3. саккун арчи умӗнчен ҫичӗ священник ҫичӗ юбилей трупи йӑтса пытӑр; ҫиччӗмӗш кунне вара хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑнӑр, священниксем трупа кӑшкӑртса пыччӑр; 4. юбилей мӑйраки кӑшкӑртса ярсассӑн, эсир трупа сассине илтсессӗн, пӗтӗм халӑх хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ятӑр, вара хула хӳми тӗпӗ-йӗрӗпе ишӗлсе анӗ, вара [пӗтӗм] халӑх харпӑр хӑй тӗлӗнчен [хулана вирхӗнсе] кӗтӗр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх патне кай та [каласа пар,] ӑна паян та, ыран та тасалӑх тивлечӗ кӳр; вӗсем хӑйсен тумтирне ҫуса тасатчӑр, 11. виҫҫӗмӗш куна хатӗр тӑччӑр: виҫҫӗмӗш кунне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче Синай тӑвӗ ҫине анӗ; 12. халӑха асӑрхаттарма ту тавра йӗр туса ҫаврӑн та кала: ту ҫине улӑхасран, ту аркине сӗртӗнесрен сыхланӑр, те; ту ҫумне сӗртӗнекене кирек кама та вӗлермелле; 13. ҫав ҫынна алӑ ан сӗртӗнтӗр, ӑна чулпа персе вӗлерччӗр е ухӑпа персе вӗлерччӗр; выльӑх-и вӑл, ҫын-и — чӗрӗ ан юлтӑр; вӑрӑммӑн кӑшкӑртнӑ трупа сасси илтӗнсессӗн, [пӗлӗт ту ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн,] вӗсем ту ҫине улӑхма пултараҫҫӗ, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.