Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ансат сăмах пирĕн базăра пур.
ансат (тĕпĕ: ансат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тырӑ типӗтмелли ансат меслет ӑсласа тупнӑ вӗсем, ҫав меслетпе паллашма пухӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ансат мелсене пӑхӑнни ултав серепине лекесрен упрать.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳре тимлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bbe/

Кириллицӑпа эпир паян та усӑ куратпӑр, Кирилпа Мефодий тунӑ азбука чи ансат та меллӗ.

Куҫарса пулӑш

Славян ҫырулӑхӗпе культура кунне ҫулсерен майӑн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... va-3270575

Шыва кӗнӗ чухне пӑхӑнмалли ансат йӗркесене кашниех пӗлет пулин те, инкек-синек сиксе тухнӑ тӗслӗхсем пулкалаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Журналистсем тӳрех кӑсӑклӑ ыйту пачӗҫ: «Мӗншӗн-ха компание «Август» ят панӑ/ Хуравӗ ансат.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Ытла та ансат пулнӑ пулӗччӗ апла!

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна илме ансат мар.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран инкек ан пултӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60747

Критиклеме кӑна ҫуралнӑ чӑркӑш критик вара, произведени йӗркеленӗвӗн кӑткӑслӑхӗнчен малтан питӗ хӑраса ларнӑскер, кайран ҫав кӑткӑслӑхра ансат та ӑнланмалла шухӑш пулнине сисет те хӑй критик иккенне те манса каять…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Музыка тӑршшӗпех ансат та, вӑйлӑ та, сарлака та, хӑватлӑ та янӑрарӗ, кунта кӑмӑл улшӑнӑвӗсен, туйӑмсен пуянлӑхӗпе мухтанас тени, хама та субъективлӑ кӑтартас тени тата виҫерен тухнӑ пафос — нимӗн те ҫук…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Мосальскийӗн пысӑк симфонийӗ питӗ ансат пуҫланчӗ, Декламатор:

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Виҫӗ ҫул вӑрман хушшинче пурӑнни, ансат та ырӑ чунлӑ ахаль рабочисемпе пӗрле Енисей ҫинче шыв тӑрӑх сулӑсем юхтарни, сӑрт ҫине хӑпарса, хумлӑ-хумлӑ вылянса тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатакан тайга тӑрри ҫине пӑхни, вӑл, Ҫӗпӗр вӑрманӗ, хӗлле те, ҫулла мӗнле шавланине итлени, — ҫаксем пурте кӑлӑх пулмарӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Питӗ ансат вӗт-ха: ҫула май каякан машинӑпа Хусана ҫитеҫҫӗ, унта хӑйсен ҫимӗҫӗсене сутаҫҫӗ те каялла пӑрахутпа хӑпараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

— Ҫӗр ҫинчи киревсӗрлӗхпе кӗрешме ансат мар.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юрату ансат мар — кӑткӑс: унта савӑнӑҫ та, тунсӑх та, асаплану та пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫав ӑшша тупма вара нихҫан та ансат мар.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Кирлех пулсан вӗсене пӗлме ҫав тери ансат».

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ку эрнере ансат мар лару-тӑру пулма пултарать.

На этой неделе возможны довольно непростые ситуации.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Ансат та ҫӑмӑл мар ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Шырама пит ансат вӗсене…

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Вӑл хӑйӗн сад пахчинче Колорадо нӑррисене тӗп тумалли питех те тухӑҫлӑ, ансат мел ӑсласа кӑларнӑ имӗш: каҫхине ҫав ӳсен-тӑран сӑтӑрҫисене водкӑпа «шӑварнӑ», тӑнччи тӑнтанлатнӑ, анчах ирхине вӗсене вутта вутпа сӳнтерме — мухмӑр чӗртме — пӗр тумлам та хаяр шӗвекне паман…

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех