Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аннене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах пире часах уйӑрчӗҫ: аннене пытарсан виҫӗ кунтӑн эпир пӗтӗм килйышпа Мускава кайрӑмӑр та, Наталья Савишнӑпа текех нихҫан та курнӑҫаймарӑм.

Но скоро нас разлучили: через три дня после похорон мы всем домом приехали в Москву, и мне суждено было никогда больше не видать ее.

XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӗнер вӑл аттене анне вилни уншӑн чӑтса ирттерме ҫук пысӑк инкек пулни ҫинчен, ӑна нимӗнсӗр тӑратса хӑварни, ҫав пирӗшти (ҫапла калатчӗ вӑл аннене) вилес умӗн ӑна манманни, унӑн тата Катьӑн малашнехи пурнӑҫне тулӑх тума кӑмӑлӗ пуррине палӑртни ҫинчен каласа панӑччӗ.

Накануне она говорила отцу, что смерть maman для нее такой ужасный удар, которого она никак не надеется перенести, что она лишила ее всего, что этот ангел (так она называла maman) перед самою смертью не забыл ее и изъявил желание обеспечить навсегда будущность ее и Катеньки.

XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кӗҫех ӗнтӗ хӑйсем манран кӗтнӗ ӳкерчӗк вырӑнне пурин умӗнче те эпӗ аннене нихҫан та юратман тата часах ӑна маннӑ пек кӑтартакан ниҫта юрӑхсӑр сӑвва тата «аннемӗр вырӑнне хурса» сӑмахсене вулӗҫ.

Вместо ожидаемого рисунка при всех прочтут мои никуда не годные стихи и слова: как родную мать, которые ясно докажут, что я никогда не любил и забыл ее.

XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗчӗк чӗлхем юратнӑ анне хыҫҫӑн кӗлӗсене малтанхи хут пакӑлтатса пынӑ чух аннене юратнипе турра юратни темле тӗлӗнмелле майпа пӗр туйӑма пӗрлешетчӗҫ.

Повторяя молитвы, которые в первый раз лепетали детские уста мои за любимой матерью, любовь к ней и любовь к богу как-то странно сливались в одно чувство.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вара ҫӳле хӑпараттӑм, мамӑк пустарса ҫӗлетнӗ халатпа турӑшсем умне тӑраттӑм та: «Ҫӑлсам, турӑҫӑм, аттепе аннене», — теттӗм.

После этого, как, бывало, придешь на верх и станешь перед иконами, в своем ваточном халатце, говоря: «Спаси, господи, папеньку и маменьку».

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак хавхалану мана вырӑн ҫинчен тӑратрӗ, эпӗ аннене мӑйӗнчен ыталаса илетӗп, пуҫӑмпа унӑн кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнетӗп те пӳлӗне-пӳлӗне: — Ах, юратнӑ аннеҫӗм, мӗн тери саватӑп эпӗ сана! — тетӗп.

Все это заставляет меня вскочить, обвить руками ее шею, прижать голову к ее груди и, задыхаясь, сказать: — Ах, милая, милая мамаша, как я тебя люблю!

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Юлашкинчен, эпӗ аннене ыталаса илтӗм те, ун ҫумӗнчен хӑпа пӗлмесӗр, хамӑн хуйхӑмсӑр пуҫне нимӗн ҫинчен те шутламасӑр, татӑлса макӑртӑм.

Наконец я обнял ее и, прильнув к ней, плакал, плакал, ни о чем не думая, кроме своего горя.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Атте аннене ыталарӗ те ӑна темиҫе хутчен чуптуса илчӗ.

Папа обнял maman и несколько раз поцеловал ее.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ачасен кӗпи-йӗмӗ шутне ҫырнӑ хута кама пама хушатӑр? — терӗ аллине хут тытса кӗнӗ Наталья Савишна аннене.

— Кому прикажете записку о детском белье отдать? — сказала вошедшая, с заплаканными глазами и с запиской в руке, Наталья Савишна, обращаясь к maman.

XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аннене гувернантка пулӑшма тытӑнсан, Наталья Савишнӑна чӑлан ҫӑраҫҫийӗсене тыттараҫҫӗ те кӗпе-йӗм таврашне тата пӗтӗм апат-ҫимӗҫе ун аллине параҫҫӗ.

Когда подле матушки заменила ее гувернантка, она получила ключи от кладовой, и ей на руки сданы были белье и вся провизия.

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Сунара ҫӳремелли лаша» тени аннене темшӗн иккӗлентерет, сунара ҫӳремелли лаша ӑна урнӑ тискер кайӑк пек туйӑнать пулмалла, ҫавӑнпа вӑл, лаша ӗрӗхсе кайса, Володьӑна вӗлересрен хӑрать.

Это слово: «охотничья лошадь» — как-то странно звучало в ушах maman: ей казалось, что охотничья лошадь должна быть что-то вроде бешеного зверя и что она непременно понесет и убьет Володю.

VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсен усси хӑшпӗр хӗрарӑмсен ахаль те ҫемҫе кӑмӑлӗсене пӑснинче кӑна, — хушса хучӗ вӑл йӑл кулса; ку калаҫу аннене питӗ килӗшменнине асӑрхасан тин ӑна кукӑль тыттарчӗ.

Они приносят только ту пользу, что расстраивают и без того слабые нервы некоторых особ, — прибавил он с улыбкой, заметив, что этот разговор очень не нравился матушке, и подал ей пирожок.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аннене кала-ха, пире сунара илсе кайччӑр, — терӗ Катенька шӑппӑн, ҫитӗннисем столовӑя маларах кӗнӗ чух мана курткӑран тытса чарса.

— Попроси мамашу, чтобы нас взяли на охоту, — сказала Катенька шепотом, останавливая меня за курточку, когда большие прошли вперед в столовую.

V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Манӑн аннене питӗ, питӗ хӗрхенес килчӗ, ҫакӑнпа пӗрлех: эпир пысӑклантӑмӑр ӗнтӗ, текен шухӑш мана хӗпӗртеттерчӗ.

Мне очень, очень жалко стало матушку, и вместе с тем мысль, что мы точно стали большие, радовала меня.

III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карл Иваныч халатне хывать; хулӗ тӗлне хӑпартлантарса пӗрӗм-пӗрӗм ҫӗленӗ кӑвак фрак тӑхӑнать, тӗкӗр умӗнче хӑйӗн галстукне тӳрлетет те пире аяла — аннене сывлӑх сунма ертсе каять.

Карл Иваныч снял халат, надел синий фрак с возвышениями и сборками на плечах, оправил перед зеркалом свой галстук и повел нас вниз — здороваться с матушкой.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Эсир, тархасшӑн, ман аннене ан ярса илӗр! — терӗ вӑл мӑнаҫлӑн.

— Вы, пожалуйста, мою маму не задевайте! — гордо произнес он.

Вӑрлани // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Маришка тесе вӑл ман аннене каланине эпӗ ӑнланатӑп.

Я понял, что Маришкой она называла мою маму.

«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Аннене аса илсен, халь те телеграмма яманнишӗн чӗтреме ертӗм.

Вспомнив о маме, я с ужасом вспомнил и о том, что до сих пор не послал телеграмму.

«Эпӗ килнӗ! Килнӗ!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Аннене пӑхса ӳстернӗ текен Клавье аппана эпӗ, тӳррипе каласан, кун пек ҫын тесе тӗлленмен те.

Я, между прочим, совсем не такой представлял себе тетю Кланю, которая, по словам мамы, вынянчила ее.

Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Клавдия Архиповнӑна анне «Клавье аппа» тетчӗ, мӗншӗн тесен вӑл, кукамай мана пӑхнӑ пек, аннене мӗн пӗчӗкрен пӑхса пурӑннӑ.

Которую мама называла «тетей Кланей», потому что она нянчила маму в детстве, как меня бабушка.

Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех