Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анатарах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юхин, рейдӑран анатарах ҫыран хӗррине ҫыпҫӑнса, кимӗ ҫинчен тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл каткана сарайран анатарах йӑвантарса куҫарчӗ, ӑшне курӑкпа шӑлса типӗтрӗ, унтан катемпи ҫинчен сӳсе илнӗ кӗпене катка ӑшне тирпейлӗн сарчӗ те анчӑка унта янӑ хыҫҫӑн, амӑшӗн те йӑвана кӗрсе выртасса кӗтсе илсе, пахчаран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Анатарах будкӑсем лараҫҫӗ, вӗсен леш енче ҫакӑн евӗрлӗ тепӗр ҫурт «шӑмми-шакки» тӗртӗннӗ металл шӑратса ҫыпӑҫтаракан корпус ҫумне.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӑшт анатарах троссем ҫине ҫакса хунӑ кӗпер пур.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тимӗр кустӑрмаллӑ будка кӑшт анатарах, шырлан хӗрринчи ҫеремре, ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурташран анатарах юхан шыва ҫырансене шӑварма вӑхӑтлӑх пӗвеленӗ-мӗн, анчах авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра пӗвене татса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Плотина Урпаш ҫинче ларакан ӑвӑслӑх ялӗнчен анатарах пулӗ: сахалтан та ҫухрӑм ҫурӑ таран тавра утмалла.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Шывӑн сылтӑм енче, кӗпертен анатарах мотоцикл сасси илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Фашистсем ҫав кӗпертен тата кӑшт анатарах чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Пиртен анатарах, пӗр ҫур ҫухрӑмра, ҫӗнӗ кӗпер пурччӗ, ӑна эпир аркатма ӗлкӗреймерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Усеин-Сеит ҫӗнӗ хан умӗнче малтанхи кунах мухтанса илнӗччӗ, Атӑл леш енче кӑшт анатарах пӑлхавҫӑсен тепӗр ушкӑнӗ тӑрать, вӗсем кирлӗ вӑхӑтра пире пулӑшма яланах хатӗр тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗҫӗр тата тепӗр вут куҫӗ хутшӑннӑ-мӗн: Муркаш ҫырми леш енче тӗмере, ялтан кӑшт анатарах, кӗрлеттерсех вут ҫунать.

А вот и еще один новый костер на том берегу речки Моргаушки вовсю горит, полыхает.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Атӑл ҫинче малтанхи вӑйлӑ ҫапӑҫу Чулхулапа Чалӑм хушшинчи ҫурма ҫулта, Лысковӑран анатарах, пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утмӑл-ҫитмӗл ҫухрӑм ансан, Работкирен анатарах, ҫарсем пысӑках мар шыв вӑррине ҫитсе чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тата анатарах анса пӑхмалла, — терӗ аслӑ князь, — вӑл Сахибран темле ултавлӑ ӗҫ те кӗтме пулать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Самартан анатарах — Атӑлпа аллӑ ҫухрӑм кайсан — Ивановка ятлӑ чӑваш ялӗ пур.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Евӑн ҫӗнӗ хваттере Некрасов урамӗнче иккен, Павлуш пурӑнакан ҫуртран кӑшт анатарах кӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак шкултан анатарах — ҫырма хӗрне лартса парӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗҫех вӑл сукмак йӗрне асӑрхарӗ те унпа «Ешӗл флейтӑран» чылай анатарах ҫул еннелле тухрӗ.

Скоро она заметила тропу и вышла по ней на шоссе значительно ниже «Зеленой флейты».

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Картишрен сарай хыҫӗнчи уя чупса тухсан Стомадор хумханмаллипех хумханакан Груббене, руль кустӑрмине аллинчен вӗҫертмесӗр лараканскере, аллипе сулласа паллӑ пачӗ — лармалла та кӗтмелле; хӑй вара уй енчен малтанхи кварталтан иртрӗ, тӗрмерен анатарах Тӗрме тӑкӑрлӑкне ҫитсе лекрӗ.

Перескочив из двора на пустырь сзади сарая где сильно волнующийся Груббе сидел, не выпуская из рук рулевого колеса, лавочник только махнул ему рукой, давая тем знак стоять и ждать, сам же обогнул квартал со стороны пустыря, выбежав на Тюремный переулок ниже тюрьмы.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех