Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑпа (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алӑпа алтсах, — терӗ Тимофей Михайлович.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Алӑпа лартнӑ ҫамрӑк юмансене, каврӑҫ, хыр тата ытти вӑрмансене курӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кун хыҫҫӑн пушӑ алӑпа тухса кайнисем те сахал пулман.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкинчен Якур тӑна кӗчӗ: ун умӗнче тарҫӑсене икӗ алӑпа тыткалама вӗреннӗ хуҫа арӑмӗ тӑрать…

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паллах, пушӑ алӑпа мар вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ҫук, Михаля ӗҫ тумасӑр пушӑ алӑпа таврӑнас ҫук. Ҫавӑнпа та вӑрах ҫӳрет вӑл», — хӑйне хӑй лӑплантарма тӑрӑшрӗ Казаков.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестукӑн ирӗксӗрех ҫак япалана алӑпа тытса пӑхасси килчӗ, анчах хӑй ӑҫта иккенне тавҫӑрса илчӗ те шартах сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫемье карапне те ҫирӗп алӑпа ертсе пырать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Ӑна, эпир тунӑ япалах-и ку тенӗ пек, алӑпа та хыпашласа пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрса хӗр ачана ик алӑпа йӑтса илчӗ те ҫыран хӗрнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алӑпа та тӗкӗнмен.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫутӑ тӳме» тӗркене вӗсен еннелле туса сарса хучӗ, элчӗсем грамотӑна вулама пӗлмен пирки ӑна алӑпа тӗккелесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тивмен эпир ӑна, алӑпа та тӗкӗнмен.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Никам алӑпа тӗкӗнменни.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пуш алӑпа та мар, кӑшт парне те илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫакӑн пек пашалу пӗҫерес терӗн-и, Велиме? — ҫӑнӑхне алӑпа тытсах тӗрӗслерӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑҫал вӗсен ҫемйине пысӑк инкексемех умлӑн-хыҫлӑн киле-киле ҫапрӗҫ-ха: ҫур тырри — сӗлӗпе пӑри — алӑпа тӑпӑлтармалӑх ҫеҫ пулчӗ, кӗркунне, выльӑха вӑрмана яма пӑрахсан, ӗнене янккамас упа ҫурса тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Виҫӗ хурӑнне те алӑпа ачашласа пӑхрӗ вӑл, типсе ларнӑ, темле майпа ҫилпе вӗҫсе каяйман темиҫе ҫулҫине татса илчӗ, каллех макӑрма пуҫларӗ — арҫынсем вӑл тутӑр вӗҫӗпе куҫне шӑлкаланине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑрах алӑпа хӗҫ-пӑшал тытса, тепринпе ишсе ҫырма урлӑ каҫрӗҫ те ҫыран ик енне те нумай ҫын пӑрахса хӑварса путлӑхлӑ вырӑнсемпе вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ратниксем «кӗмӗл пуҫлӑ» хӗрсене курса хӑйсем хушшинче вӗҫӗмсӗр шӳт турӗҫ, хӑшӗсем воеводӑсем асӑрхаман чух теветсемпе мӑй ҫаккисен ҫеҫтенкисене алӑпа тытсах тӗрӗслесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех