Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алӑкӗсенчен (тĕпĕ: алӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пысӑк ҫынна ҫухатнине пӗлтерекен хыпар, аппарат пӳлӗмӗнчен вӗҫсе тухса, тӑвӑл хӑвӑртлӑхӗпе вокзала пырса ҫапӑнчӗ, юрлӑ ҫил-тӑман ӑшне вӑркӑнса кӗчӗ, чугун ҫулсем, стрелкӑсем тавра ҫавӑрӑнса илчӗ, депон ҫурри тимӗрленӗ кӑшт уҫса хунӑ алӑкӗсенчен пӑрлӑ ҫил пек ҫӗмӗрсе кӗчӗ.

Весть о великой утрате выскользнула из аппаратной в распахнутую дверь и с быстротой вьюжного ветра заметалась по вокзалу, вырвалась в снежную бурю, закружила по путям и стрелкам и с ледяным сквозняком ворвалась в приоткрытую половину кованных железом деповских ворот.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тепӗр ҫур сехетрен склад алӑкӗсенчен юр ҫине, кӗпӗрленсе тӑнӑ казаксен аллисем ҫине ҫыххи-ҫыххипе кӗске кӗрӗксем, ҫӑматӑпа атӑ тӗркисем хӗрлӗрех сарӑ тусан вӗҫтерсе ывтӑнчӗҫ, сахӑр чӑптисем алӑран-алла куҫрӗҫ.

Через полчаса из дверей склада, вздымая оранжевую пыль, полетели на снег, на руки столпившихся казаков вязанки дубленых полушубков, пачки валенок, сапог, из рук в руки пошли кули с сахаром.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кунта мӗн пулса иртнине пӗлес килнипе юнашарти казаксем вакун алӑкӗсенчен пуҫӗсене кӑларса пӑхаҫҫӗ, ҫӗрлехи тӗттӗмре кӗвӗҫӳллӗ сасӑсем янӑраса илтӗнеҫҫӗ:

Что из дверей соседних вагонов повысунулись головы любопытных, в ночной темноте орали завистливые голоса:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ансӑр та вӑрӑм коридорӑн икӗ енӗпе вырнаҫнӑ палатӑсен алӑкӗсенчен тӗрлӗ-тӗрлӗ куҫлӑхлӑ ҫынсен пуҫӗсем курӑнса кайрӗҫ.

Из дверей палат, расположенных по обе стороны длинного неширокого коридора, выглядывали головы в разноцветных очках.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астуса илме пикенчӗ Григорий ҫав хыҫа юлнӑ ҫул епле иккенне, анчах та ун пуҫне нимӗн те шутлӑн йӗркеленсе вырнаҫмарӗ; станцӑсен хӗрлӗ ҫурчӗсем, лӑкӑш-лакӑш урай айӗнче тӑкӑлтатса пыракан вагон ураписем, ут тислӗкӗпе утӑ шӑрши, пӑравус айӗнчен нимӗн татти-сыпписӗр ҫип пек тӑсӑлса тухакан рельсӑсем, ҫула май вагон алӑкӗсенчен явӑнкаласа кӗркелекен кӑвак тӗтӗм, перрон ҫинче тӑракан жандармӑн пысӑк мӑйӑхлӑ шыҫмак пичӗ, — те Воронежра курнӑччӗ ӑна, те Киевра…

Пытался Григорий вспомнить оставшийся позади путь, ничего связного не выходило; красные станционные постройки, татакающие под шатким полом колеса вагонов, запах конских испражнений и сена, бесконечные нити рельсов, стекавшие из-под паровоза, дым, мимоходом заглядывавший в дверки вагонов, усатая рожа жандарма на перроне не то в Воронеже, не то в Киеве…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лавсем тӑратса тултарнӑ карта варрине арман алӑкӗсенчен, умлӑн-хыҫлӑн, участкипех килсе тулнӑ казаксемпе Таврида ҫыннисем вӑркӑнса тухрӗҫ.

Из дверей мельницы на двор, заставленный возами, как из рукава, вперемежку посыпались казаки и тавричане, приехавшие целым участком.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Полицейскисен пӗр ушкӑнӗ хӗрарӑмсен решеткепе пӳлсе хунӑ пӳлӗмне хӑпарса пӑхрӗ, тепӗр ушкӑнӗ аялта пӗр пӑхман кӗтес те пӗр тӑкӑрлӑк хӑвармарӗ, виҫҫӗмӗш ушкӑнӗ алтарӗн аяккинчи алӑкӗсенчен кӗрсе пӑхса ҫӳрерӗ.

Несколько полицейских поднялись в огороженное решетками женское отделение, другие остались внизу обыскивать все углы и закоулки, третьи вошли в алтарь через боковые двери.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вак-тӗвек сутакан лавкасен уҫӑ алӑкӗсенчен утах мар краҫҫин ламписем курӑнаҫҫӗ.

В открытых дверях мелочных лавочек желтели неяркие языки керосиновых ламп.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Уҫӑ ресторанӑн алӑкӗсенчен музыка сасси илтӗнет.

С эспланады открытого ресторана слышалась музыка.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех