Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллинче (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн аллинче эпӗ икӗ сӑнӳкерчӗк куртӑм, вӑл вӗсене мана пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Альбина аллинче — ҫав шӑтӑка питӗрмелли хурӑн хуппиччӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл чӗнмерӗ, хурӑнӑн пӗр пӗчӗк лӑссине хуҫса илсе, аллинче выляткаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Вӑл туйса илчӗ: хӑйӗн аллинче пӗр сехет каялла персе тытнӑ сивӗ мулкач кӑна пулнипе те, эпӗ ӑна мӗншӗн ҫавӑн пекех шелсӗр улталанине те, юлашкинчен ҫав шелсӗр ултавра этем чунӗн пархатарлӑхӗпе пӗрлех, уншӑн, ӗмӗрӗ иртнӗ ватӑ сунарҫӑшӑн, мӗн тери пысӑк трагеди пулнине те — пӗтӗмпех туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Янаслов пӗр самант ӑна аллинче тытса тӑчӗ, унтан тӗппипех ӗҫсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Унӑн аллинче сарӑхнӑ кивӗ сӑнӳкерчӗк: ҫамрӑк та илемлӗ хӗрарӑм виҫ-тӑватӑ ҫулти ывӑл ачана тытса ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Лешин аллинче пысӑк мар лум пекки (пӑта кӑлармалли хулӑн тимӗр) пулнӑ та, вӑл пӗрех Демахина пуҫӗнчен ҫапма сулса янӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Унччен машинӑна тытса килнӗ шофера вӗсем кузова лартнӑ — халь ун аллинче права та пулман вӗт-ха.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл, имӗш, хӑйӗн аллинче пӗтӗм тавралӑха тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Пӳрт умӗнчи ватӑ йӑмра ҫинче курак чӗпписем ҫуйхашаҫҫӗ, пӗчӗк пахча ҫумӗнчи тенкел ҫинче ларакан Тимахван мучи аллинче сарӑ ҫӳҫлӗ пӗчӗкҫӗ хӗрача йӑл-йӑл кулать.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл Маринӑна пӗрремӗш хут Тимахван мучи аллинче курнӑ вӗт.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аллинче пуртӑпа мӑлатук.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӑйӗнче — шӑрҫа, аллинче — ылтӑн ҫӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫырмана никамран малтан Тимахван мучи персе ҫитрӗ: аллинче вӗрен тата састӑп.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, шурӑ кӗпине шӑлавар ҫинчен кӑларса янӑскер, капан тӑрринче улӑп пек мӑнаҫлӑн тӑрать, аялтан йӑтса паракан утӑ ҫӗклемӗсене аллинче вӑльт-вӑльт вылякан кӗске авӑрлӑ сенӗкпе майлаштара-майлаштара хурать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Плащ тӑхӑннӑ, пуҫӗнче – хӑмӑр карттус, аллинче — хура сумка.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аллинче — ручкӑпа тетрадь.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӑхать те Вера — аллинче тулли витре!

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Амӑшӗн аллинче — хӑйма чӗресӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Аллинче купӑс.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех