Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллине (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каярахпа Британи колонисчӗсем вампаноаг йӑхӗсен мӗнпур ҫӗрӗсене хӑйсен аллине ярса илнӗ.

Впоследствии британские колонисты завладели всеми землями племени вампаноаг.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Вихтӗр амӑшӗпе пӗрле лаҫҫа тухать, лешӗ ачин хӑрах аллине уйран чӗресӗ, теприне тутӑрпа ҫыхнӑ чашӑк тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Хоп! — хӑрах аллипе асамлӑ кӗленчене хуплать ача; куян пӑч ҫухалать таҫта; кушак, ним ӑнланмасӑр, ун-кун пӑхкалать, вара, ӑна кӳрентерес мар тесе, Вихтӗр каллех аллине илет тӗкӗр ҫинчен, каллех чӑлтти-чалтти сиккелеме тытӑнать кушак.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ӳссех ҫитеймен иккен Вихтӗр аллине унта чикмеллех.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Вихтӗр, йӑпӑлти кушака айккинелле сирсе, кӑмака умне пукан пырса лартать, хӑпарса чӗвӗн тӑра-тӑра, кӑмакан мал енчи шӑтӑккине аллине чикме пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

1957-1967 ҫулсенче вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн Мария Ястребован аллине куҫать.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Мана тыттармасть, аллине илсе нарт-нарт тутарать те, мачча каштинчен каялла ҫакса хурать.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Вӗсене сиен кӳмесӗр тытмалла, ятарлӑ пункта вырнаҫтармалла, унта тӑрантарса усрамалла, чирлӗ пулсан сиплемелле, стерилизацилемелле, май пулнипе вара лайӑх хуҫа аллине пама тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Йытӑсене тытассине йӗркеленӗ // В. ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/8986- ... e-j-rkelen

Киев хыҫҫӑн Житомир совет салтакӗсен аллине куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Чи пӗчӗккисем валли кӗпе-тумтир сутакан уйрӑм умӗнче ывӑлне валли мӗн те пулин туянас шутпа куҫласа тӑнӑ чух, хӑйне такам шӑтарасла пӑхса тӑнине туйса, вӑрманҫӑ айккинелле ҫаврӑнса пӑхать те… ялтан килнӗ Маруҫ, аллине ача пиелесе тытнӑскер, сасартӑк хӗрелсе кайса пуҫне уснине курать.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑрушлӑх иртсе каянҫи пулсан тин, ыратакан аллине хыпаласа, лесник: «Ылтӑнӑм, ахахӑм, — тесе йытта мӑйӗнчен икӗ аллипе те ҫатӑрласа ыталаса илет, — епле пӗлтӗн кунта килме?

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тунсӑх, ун енне аллине татӑклӑн лас сулса, сӗмсӗр упа пек, вӑрман чӑтлӑхне кӗрсе ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсӗ, тӑванӑм, астумастӑн-и, Джек Лондонӑн чӑн-чӑн ячӗпе хушамачӗ Джон Гриффит марччӗ-и ҫак? — вӑрманҫӑ, юри хӑтланса, икӗ аллине хире-хирӗҫ шарт ҫапса илет.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Укҫа енне шапа та аллине тӑсать тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӑштик-пӑштик сывлакан пулнӑскер, пиншакне хывса аллине тытать.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ытти чух вӑл Ҫиҫӗм Ванюкӗсен урамри ҫӑлӗнчен шыв ӑсса мехлекенччӗ, паян — аллине лас сулчӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Хэй, — аллине сулать Терен, хуран хырӑмне канӑҫсӑррӑн хыҫкалать, — тупнӑ тӗлӗнмелли!

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗр ҫӗр грамм пек ярса парсан: «Пӗлетӗр-и, — текелетчӗ, аллине тӳпенелле кӑнтарса, — эпӗ — салтакра старшина пулнӑ ҫын!»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

1530 ҫулта хула португалсен аллине лекнӗ, вӗсен влаҫӗ кунта 200 ҫул ытла, 1739 ҫулчченех, тӑсӑлнӑ.

Португальцы установили контроль над городом в 1530 году и управляли им в течение более чем 200 лет, вплоть до 1739 года.

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

Ку ҫӗрсем Португали аллине лекиччен 25 ҫул маларах хулана килсе кайнӑ Дуарте Барбоза португал ҫулҫӳревҫи Тханӑна Тана Маямбу ятпа асӑннӑ.

Дуарте Барбоза, португальский путешественник, посетивший город за 25 лет до португальского завоевания, упоминает Тхане под названием Тана Маямбу.

Тхана // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%85%D ... 0%BD%D0%B0

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех