Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

акӑ сăмах пирĕн базăра пур.
акӑ (тĕпĕ: акӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ мӗншӗн салху иккен Эсекел, акӑ мӗншӗн сивлет иккен каччӑсене!

Куҫарса пулӑш

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Акӑ мӗн, акӑ ӑҫта пурнӑҫ тупсӑмӗ!

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Булавка вӗҫӗ пек… горизонт хӗррипе ярӑнса пырать… акӑ, акӑ!..

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов уҫӑ чӳрече патне пырать те тулалла пӑхать: акӑ Лена подъездран тухать, акӑ вӑл чарӑнса тӑрать, сумкине уҫать, унтан тӗкӗр, тута сӑрламалли сӑр кӑларать те, сумкине хул хушшине тытса, сӑрӗпе тутине икӗ хут хӑвӑрт сӗрсе илет.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Акӑ Лена пӳлӗм тӑрӑх утать, акӑ вӑл хӑйӗн вӑрӑм сумкине ҫыру сӗтелӗ ҫине хучӗ те аллинчен ҫӳхе кӑна хӗрлӗ перчеткине хывма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Акӑ вӑл урам, акӑ вӑл ҫурт.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Акӑ, хӑрах аттине хыврӗ Акӑ, тепӗрне.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ мана ҫакӑ ҫӑлчӗ ҫӗленрен, акӑ ман ҫӗрӗ, — терӗ.

— Это он спас меня от змея, вот мое колечко.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Акӑ мӗн аса килет мана халь час-часах, акӑ мӗншӗн эпӗ, нумай пулмасть ялта пурӑннӑ пӗр уйӑха аса илсен, таран шухӑша путатӑп.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Эпӗ ӑна ун чух акӑ мӗнлерех, мӗнлерех мар, акӑ мӗнле каласа парӑп…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Акӑ ӗнтӗ, акӑ ӗнте хӗҫе курайман тӑшман пуҫӗ ҫинелле сулма та юрать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ, акӑ, ак алла кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Акӑ пуҫӗ, акӑ ҫурӑмӗ хӳри патне анать.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Акӑ, акӑ ӗнтӗ вӑл, ман умрах, Ҫӗр чӑмӑрӗ патнелле пӗр-пӗр астероид виркӗннӗ пек, ман ҫинелле ҫӗмрен хӑвӑртлӑхӗпех ҫывхарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

«Акӑ вал хулари пурнӑҫ, акӑ вӑл паянхи ҫамрӑк», — пӗтӗм чунтан тарӑхса шутларӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Акӑ пристане анмалли пусма… акӑ лаштра тирек…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Акӑ пире, комсомолкӑсене, чи чаплӑ тӗслӗх, акӑ кам пек пулма тӑрӑшмалла пирӗн! — терӗ хавхаланса Рита.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Акӑ мӗншӗн: эсӗ юмахри пек туйӑнтӑн, акӑ мӗншӗн эпӗ сасартӑк ҫунатлантӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Акӑ, сана, акӑ!.. — Ӳсӗр Тарье хӗре ним мар ҫӗртенех ҫӳҫӗнчен лӑскама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ шкул, акӑ чиркӳ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех