Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

акса (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Агроном каланӑ тӑрӑх, кок-сагыз вӑрлӑхне уйри ӗҫсем пуҫланиччен пӗр эрне малтан акса пӗтермелле.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халиччен вӗсем ӑна акса курман, вӗсен ҫӗрӗ ҫинче ӳсет-и, ӳсмест-и — ӑна никам та пӗлместь.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ытти колхозниксемшӗн вӑл тӗлӗнтермӗш курӑк ҫеҫ, анчах Липашӑн тата виҫӗ колхозри кок-сагыз бригадисенчи ҫынсемшӗн ҫак илемсӗр курӑк ҫӗрӗн-кунӗн шухӑшлаттаракан япала: тепӗр эрнерен вӗсен ун вӑрлӑхне темиҫе гектар акса хӑвармалла, ҫу каҫиччен ӑна лавӗпе туса илмелле.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Апла эпӗ сире ҫакна ҫеҫ хушса калатӑп, пирӗн район халиччен кок-сагыз акса туман, правительство ҫак культурӑна вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӗштырӑпа пӗр тан акма хушать пулсан, ун пӗлтерӗшӗ каламасӑрах паллӑ: ӑна пӑхса ӳстерме чи лайӑх ҫынсене уйӑрӑр, хӑвӑр ӑнланни сахал, ун ҫинчен колхозниксене те ӑнлантарса парӑр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шухӑшла-ха, мӗнле пулса тухать: тырпул акса тӑвас вырӑнне эпир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче экспериментсем туса ларма тытӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Халиччен кок-сагыз акса тунӑ колхозсенче ӑна халӗ те акмалла-тӑр, вӑл усӑ парать-тӗр, анчах эсир вӑл культурӑна урӑх колхозсене сӗтӗретӗр-ҫке-ха!

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ыраш акса тӑвать, тулӑ акса тӑвать, ҫӗрулми лартать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тем те акса тӑвӗҫ кӑчухне! — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑна акса ӳстересси маншӑн ҫӗнӗ ӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман вӑл мӗнле пахча ҫимӗҫ акса тунине, арбуз, дыня, хӑяр, помидор мӗн чухлӗ туса илнине, ку таранччен темиҫе хутчен преми панине, вӑл миҫе хутчен ялхуҫалӑх выставкинче пулнине — йӑлтах, йӑлтах пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пысӑк супинккеҫӗ эсӗ, Тогаев, ху пахчуна тулӑ акса пуйса каясшӑн.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп сире парасса парӑп та-ха, — ҫемҫен каларӗ Ятман, — анчах ман ӑна хамӑн акса тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эртел пирки сӑмах хускатсан, Левентейӗн яланах пӗр юрӑ: вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тырӑ акса тумалла, корзинкӑсемпе ҫунасем туса аппаланмалла мар, эртел вӑл халӗ пире пулӑшмасть, колхозра ӗҫлеме ҫеҫ кансӗрлет.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тулӑ, урпа, фацели акса туса илеҫҫӗ, кӑҫал люцерна та акса хӑварасшӑн-ха.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Паянхи куна вӗсем пӗтӗмпе 113 гектар ҫӗрпе усӑ кураҫҫӗ, вӗсенчен тулӑ 26 гектар ҫинче акса хӑварнӑ, 30 гектар ытла соя ҫитӗнтересшӗн.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме ӳркенменнисем малашлӑх енне хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9374-grantse ... 27-05-2022

— Кӑмака ҫине вир акса ӳстерем-ха, вара пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫар ҫыннисем ҫар ӗҫне пӑрахса хӑшӗ суту-илӳ туса, хӑшӗ тырӑ акса, тимӗрҫӗ ӗҫӗпе пурӑнма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пирӗн тӑрӑхри ҫеремлӗ-кӗллӗ тӑпра ҫинче клевер, люцерна е сӗлӗпе вика хутӑш акса ӳстерсен, тӑпра азотпа лайӑх пуянланать терӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Сортлӑ тулла, паллах, виҫӗ пусӑллӑ уйра акса тӑваймӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл сортлӑ тулӑ «цезиум» акса ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех