Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Вӗсем ӗнер, Анатолий Тарасович, вӑтӑр гектар акрӗҫ.
Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.
Ҫав хушӑра хресченсем ҫӗрӗсене тепре акрӗҫ.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Акрӗҫ те, акӑ халь… ӗнер ав манпа пӗрле Александр Петрович та пӗчӗк ача пек йӗчӗ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Ҫуркунне тулӑ акрӗҫ…
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Ҫурт-йӗр ҫӗкле-ҫӗкле лартрӗҫ, уйсене сухаласа акрӗҫ ӗнтӗ, кирлӗ ҫӗре «Шкул», «Хӑна ҫурчӗ», «Тӗрме», ҫакӑн йышши ытти сӑмах ҫырнӑ хӑма таткисем ҫакса тухрӗҫ; пурнӑҫ дренаж пӑрӑхӗн тыткӑнӗнчи шыв евӗр кичем-усӑллӑ юхӑма кӗчӗ те — вара тӗрлӗ пӑтӑрмах-мыскара пуҫланчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.
Суха турӗҫ, сӳрелерӗҫ, акрӗҫ, ҫӗрлесенче иккӗшӗ пӗр тӑлӑп витӗнсе, урапа айӗнче ҫывӑрчӗҫ, анчах Кавӗрле мучи ҫӗнӗ ывӑлӗ ӑна хӑй ҫумне куҫа курӑнман тӑлӑпа ҫав тери хытӑ тӑлласа хуни ҫинчен нихҫан та шарламарӗ.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Канмасӑр сухаларӗҫ, акрӗҫ, ҫимӗҫ ӳстерчӗҫ.
Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2
Унтан кунтӑкран тырӑ акрӗҫ, сӳрепе сӳрелерӗҫ.
Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
7. Ӗнтӗ вӗсем ҫил акрӗҫ пулсан, тӑвӑл пуҫтарса илӗҫ: ани ҫинче вырмалли те пулмӗ; тырӑ пӗрчинчен ҫӑнӑх тухмӗ, тухсан та ҫичӗ ют ҫисе ярӗ.
Ос 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1