Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнчен (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кӗпер айӗнчен шывпа иртсе кайнӑ чухне кӑна курӑнатчӗ, анчах фашистсем ӑна та курчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Шлепки айӗнчен юр пек шурӑ ҫӳҫӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ку ҫырӑва Сергей партти айӗнчен тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вара Светлана минтер айӗнчен хаҫатсем кӑларчӗ те Алексее кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсем, Светланӑпа иккӗш, пӗрне-пӗри ҫав тери юратнине те, Бардин хаҫат страници ҫинчен Светланӑна тинкерсе пӑхнине те, ҫав сӑнӳкерчӗке Светлана кашни ирех, ыйхӑран вӑрансанах, тӑричченех минтерӗ айӗнчен кӑларса пӑхма юратнине те сисмен ӗнтӗ хаҫатра ӗҫлекенсем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӗске ҫанӑсем айӗнчен хӗвелпе хуралса кайнӑ тӗреклӗ аллисем курӑнаҫҫӗ, пӗр аллинче хӗрлӗ питлӗ кӗнеке.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӗррехинче аманнисене миномет вучӗ айӗнчен кӑларма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... an-3644434

Ҫӗр айӗнчен туллин тапса тӑракан, тавралӑха нӳрӗлӗхпе тата уҫӑ сывлӑшпа пуянлатакан ҫӑл куҫран пӗчӗк юхан шывсем йӗркеленеҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе хӑватлӑ юхан шывсене ҫаврӑнаҫҫӗ.

Родник, бьющий неустанно из недр земли и насыщающий окружающий мир влагой и свежестью, образует ручейки, которые, в свою очередь, сливаясь, превращаются в мощные реки.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

1905 ҫулта «Кореец» канонер киммине яппунсем шыв айӗнчен ҫӗклесе тимӗр-тӑмӑра янӑ.

В 1905 году канонерская лодка «Кореец» была поднята японцами и сдана на слом.

Кореец (канонер кимми) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... %BC%D0%B8)

Кӗске плис пальтопа вӑл, хура вӑрӑм юбка айӗнчен хура ҫӑматти пуҫӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑйпа никама та парӑнассӑм ҫук, парӑнас тенӗ ҫынна вара, кирлӗ пулсан, ҫӗр айӗнчен шыраса тупӑп, арӑмӗ умӗнчех ҫавӑтса кайӑп.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрмантан тухас умӗн хурӑн айӗнчен пӗр пысӑк мӗлке сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сарлака сак ҫине сарнӑ вырӑнне пуҫтарнӑ чух минтер айӗнчен пӗр тӗркӗм хут укҫа тупрӗ Роза.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑхта-ха, Ҫимун! — тӑкӑрлӑкри йӑмрасем айӗнчен пӗр хӗрарӑм лапӑстатса чупса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӗтел ҫине тӑварланӑ кӑмпа, хӑяр лартрӗ, чӗрҫитти айӗнчен чӗрӗк литр эрех кӑларчӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйсен кивӗ арпалӑхӗнчен, ишӗлсе аннӑ ҫӗрӗк улӑм айӗнчен, вунвиҫӗ михӗ ыраш чавса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ ӗнтӗ ту айӗнчен тӑван ялӗ килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аякран, кӑнтӑр енче кашласа ларакан хура вӑрман айӗнчен, пӑхма илемлӗ ҫав тусем ҫине.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыран турӑ амӑшӗн иккуни айӗнчен тухӗ те, вӑл ырлӑх парсан, ывӑл ача ҫуратӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн мӗнпур ӗмӗт-шухӑшӗ, турӑ амӑшӗн иккуни айӗнчен тухса, ывӑл ача ҫуратассиччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех