Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айнелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ватӑ шӗшкӗ ҫине пӗр хушӑ кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ: унӑн турачӗ сарлака та илемлӗ, хушӑран кӑна типӗрех туратсем тӗл пулкалаҫҫӗ; тӗреклӗ те акӑш-макӑш тымаррисем вара, палӑрмаллах ҫӳлелле тухса тӑраканскерсем, шалалла, ҫӗр айнелле, нумайрах нӳрӗ тата ҫын алли пырса сӗртӗнмен хура тӑпра пур ҫӗрелле анса каяҫҫӗ.

Он залюбовался очертаниями старого ореха с широко раскинувшимися, кое-где уже сухими ветвями, с могучими, узловатыми корнями, которые выступали на поверхности и снова уходили вглубь земли, туда, где больше влаги, где залегали нетронутые пласты чернозема.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакӑн пекех шухӑша кайса тата истори учительне малтанхи пекех ӗненсе, вӑл аллине хулӗ айнелле чикрӗ те тӑрӑшсах хыҫкаланма пуҫларӗ.

Все так же задумчиво, с той же верой в своего учителя истории, он сунул руку подмышку и усердно принялся чесаться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мавра кил хушшинче Ваҫли сарай айнелле пытанчӗ, Микула пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӗрӗ юлнӑ йытӑ, йынӑша-йынӑша, амбар айнелле тарса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йытти, хаяррӑн йынӑша-йынӑша, сӑнчӑрне чӑнкӑр-таттарса, амбар айнелле кӗрсе тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кӗлӗ туса пӗтерчӗ те ӳкерчӗке ҫурса илчӗ, лутӑркаса, сӗтел айнелле пӑрахрӗ: «Турӑш ҫывӑхӗнче кунашкал ӳкерчӗк кирлӗ мар!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кун пек тӗлӗнмелле ҫӗр усал ӗҫ пулмалла мар пек-ҫке тесе шухӑшлама та ӗлкӗрменччӗ пуль Енчӗпек — лупас айнелле пӑхрӗ те — нӳхреп ҫи алӑкне шӑнкӑр-шанкӑр уҫса ячӗ.

«В такую ночь, пожалуй, никто не решится на злое дело», — подумала Ендебек, взглянула в сторону сарая.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӳртрен лупас айнелле юр ҫинчен ҫара уран ача йӗрӗсем тӑсӑлаҫҫӗ пулсан, кантӑкра иртен пуҫласа каҫчен ача пичӗ палӑрса тӑрсан, вӑл пирӗн килччӗ.

Если от избы к сараю на снегу отпечатывались следы босых ног, а в оконцах день-деньской торчали детские мордашки, — это и был дом Яндула.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Эпӗ…» — тет те Савтепи кулма хӑтланнӑ пек туса ҫамки ҫинчи ҫӳҫ пайӑркине тухйи айнелле чикет.

— Я… — Савдеби пытается улыбнуться, смущенно прячет выбившиеся пряди волос под тухъю.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лупас айнелле ачасем тум-тир сетӗрсе иртрӗҫ.

Ребятня поволокла под навес разное тряпье.

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӳпҫине ӑна эпир хаклӑраха та сутма пултарӑпӑр-ха, вӑл темех мар, васкама та пушарах тухман тенӗ евӗр, вӑл майӗпен чӗлӗмне тултарчӗ те лупас айнелле утрӗ.

Неторопливо набил трубку и размеренно, говоря всем видом, что, мол, не навязываемся да и не торопимся задешево отдавать свой товар, направился в сарай.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл тӑрса лупас айнелле утса кайнӑччӗ, сасартӑк каялла ҫаврӑнса пычӗ.

Он тоже встал и пошел было в сарай, но вдруг вернулся.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ачи нумай, шӑни нумай», — текелесе Яка Илле лупас айнелле утрӗ.

Детей много, мух того больше», — раздраженно подумал Илле, шагая в сарай.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Темиҫе ача шыва кӗрсе кайнӑ та, кӑвакалсем пек, вӗҫӗмсӗр шыв айнелле чӑмаҫҫӗ, вӗсем кунта ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле ирех килсе тухнӑ та мӗн каҫченех ҫапла выляҫҫӗ, шыва кӗреҫҫӗ, хурӑн ҫырли татаҫҫӗ, шӑхлич тӑваҫҫӗ, киле илсе кайма шыв хӗрринче шапа хуранӗ пек япаласем пуҫтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫук-ҫке, сана туйӑнчӗ пулӗ: ав, тӑман туха пуҫларӗ, уйӑх та пӗлӗт айнелле пытанчӗ, — терӗ Трихвӑн, мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ калпакне пусарах лартса.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ваня, кӗрер, — текелесе, лашана лупас айнелле ҫавӑтса кайрӗ Павӑл, валашка умне кӑкарчӗ, сӗлӗ улӑмӗ антарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урак ывӑлӗ тухса кайсан алманчӑ ҫерем ҫине лачлаттарса сурчӗ те хӑйне хӑй вӑрҫса лупас айнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл киле ҫитсен те пӳрте кӗмерӗ, часрах лупас айнелле пытанма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳрт тулли халӑх пуҫтарӑннине курсан Патирек малтан, хӑранипе, шартах сикнӗ пек пулчӗ, унтан никам ҫине те пӑхма хӑяймасӑр, шӑппӑн ҫеҫ кӗрекене кӗрсе вырнаҫрӗ, аллисем чӗтренине сиссе вӗсене часрах сӗтел айнелле пытарчӗ…

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӑнлантӑмӑр, — пӑшала йӑпӑр-япӑр путмар айнелле чикрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех