Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна эпир ту сийӗсем авӑнчӑк вырӑнсенче питӗ хытӑ ишӗлнинчен те курма пултаратпӑр — авӑнчӑк тӗлсенче вӗтӗ ҫурӑксем нумай, вырӑнӗ-вырӑнӗпе тӗпренсе те пӗтнӗ, ҫурӑлнӑ сийсен пайӗсем пӗр-пӗринчен аякра тӑраҫҫӗ.
3. Ту хуҫланчӑкӗсем мӗн ҫинчен каласа параҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫунатсен вӗҫӗсем кӑшт ҫавракарах, тата кӑшт тулалла авӑнчӑк, анчах Лилиенталь кӑтартса хӑварнӑ чухлех авӑнчӑк мар.
11. Пӗрремӗш планер // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
— Пуҫра — хӗрлӗ хӑюпа илемлетнӗ сӑрӑ папаха, ҫире — салтак шинелӗ, алӑра — йӑлтӑртатса тӑракан ҫинҫе те авӑнчӑк хӗҫ…
Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Авӑнчӑк хура куҫ харшиллӗ, чӑмӑр питлӗскер, утнӑ чух ҫил пек вӑштӑр-татса иртет, йӑл кулса илет, тарӑн куҫӗсенче вӑрттӑн кӑвар, чӗре кӑварӗ, йӑлкӑшса ҫиҫет.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Явӑнса тӑракан йӗпхӗм хура ҫивӗчӗсем парка та вӑрӑм, хура куҫ харшийӗсем чӗкеҫ ҫуначӗ пек авӑнчӑк, ҫын чуптуман тутине мӑкӑнь чечекӗ темелле.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Египет фараонӗсем хӑйсен чаплӑ, нумай хутлӑ прическисене упраса хӑварас тӗллевпе (ӗлӗкхи парикмахерсем патне кашни кун кайни ҫара кут хӑварма пултарнӑ), вырӑн пуҫӗнче хӑйне евӗрлӗ пуҫелӗк — икӗ авӑнчӑк хӑма вырнаҫтарнӑ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Халӗ Тихон Иванович каллех шыва путса тӑракан авӑнчӑк кӗпер пек курӑнчӗ.
XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Кӑнн! пӑхрӗ, кӑмакаран тытса, авӑнчӑк ҫурӑмне кӑштах тӳрлетрӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Кӑмака умӗнче, ҫурма тӗттӗмре, Хветурапа Верук пуҫӗсем мӗкӗлтетеҫҫӗ, асламӑшӗн пекӗ пек авӑнчӑк ҫурӑмӗ сиккелет.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Анчах ура ҫине тӑрать те — ҫухалать илем: авӑнчӑк пӗчӗк кӗлетке сулкаланать сан умӑнта.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Авӑнчӑк куҫхаршийӗсем пӗрӗнерех тӑраҫҫӗ, хӑмӑр куҫӗсем — шухӑшлӑ пек, тутисене ҫӑт тытнӑ, ҫирӗп.
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Айккинчисем, стена авӑнчӑк пулнипе, хӑяккӑнтарах курӑнаҫҫӗ, ҫакна сцена майлаштаракансем питӗ кӑмӑла килмелле тунӑ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Вӑл каласа та пӗтереймерӗ, алӑк уҫӑлчӗ те пӳрте Хусан патӗнче Пӑкачав енне каҫнӑ яштака пӳллӗ, хура, хӗҫ вӗҫӗ пек ҫӳхе те авӑнчӑк мӑйӑхлӑ айпарӑш каччӑ, Алюнов полковник кӗрсе тӑчӗ.
Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Иккӗшӗн аллинче — авӑнчӑк тыткӑҫлӑ шӗвӗр вӗҫлӗ алюмини туя: ҫӑмӑл та, шанчӑклӑ та…
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫапла мӑкӑртатрӗ те хуҫа арӑмӗ, пӗчӗк пӳрте кӗрсе кайрӗ, унтан часах мӑлатук, клеще, пӑта кӑлармалли авӑнчӑк тимӗр илсе тухрӗ.
Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӑштахран чиркӳ картишне тахӑш килтен тухса кайнӑ авӑнчӑк мӑйракаллӑ шур качака пырса кӗчӗ.
Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӑнтӑрла иртсен, хапха умне аршӑн сарлакӑш ӑмӑрлӑ, пӗкӗ пек авӑнчӑк мӑйлӑ, чӗркуҫҫи таран ҫилхеллӗ тимӗр кӑвак лаша килсе чарӑнчӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Майралла тумланни хура ҫӳҫне хыҫалалла тураса вырттарнӑ та, сапаланса каясран авӑнчӑк пуҫтури лартнӑ.
Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сулахай куҫӗнчен кӑшт аяларах авӑнчӑк ҫӗвӗк палӑрать.
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Уҫланкӑ хӗрринчи авӑнчӑк вӗлле умне чӗрӗп тухса ларнӑ.
Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.