Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чупма тӑрсан, пӗр авӑнса илет те хирте ҫынна тыттарман юпаха тытать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хулӑн ҫуртан ҫулӑмӗ витӗр ҫил пырса тивсен те хисеплесе пуҫ тайнӑ пек кӑна кӑшт авӑнса илет, унтан каялла тӳрленет.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Тӗпелелле иртсе лар, — сӗнчӗ ӑна пӗкӗ пек авӑнса ларнӑ юмӑҫ.
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.
Хурашыв текен пӗчӗк юханшыв, Сятров картунӗ патӗнче пӗкӗ пек авӑнса илсе, Мерчӗк ҫумӗпех юхса выртать.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Икӗ аллипе ҫавӑрса тытнӑ пурттине кашни сулса ямассерен хӗрӗн пиҫӗ пӗвӗ шур хӑва пек авӑнса илет.
3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Полковник вӑйлӑн тӗртсе ячӗ, вӑл тайӑлса кайрӗ, авӑнса илсе чӗркуҫленсе ларман пулсан ӳкетчӗ.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Мӗскӗн ахаль те аран сӗнкӗлтетет, пӗкӗ пек авӑнса, хӑрушӑ сулланса.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Вӗсем хушшинче, турат ҫинчен турат ҫине куҫса, иҫӗм ҫырли йывӑҫӗн аврисем (виноград йывӑҫӗсем) авӑнса ҫитӗнеҫҫӗ.Между ними, перекидываясь с ветки на ветку, вьются виноградные лозы.
Вӑтам тӑрӑхӑн ӑшӑ пайӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Сасартӑк пӗлӗт ҫинче вутлӑ юпасем курӑнса каяҫҫӗ те речӗпе тӑрса тухаҫҫӗ, е тата ҫап-ҫутӑ йӑрӑм пӗлӗт урлӑшпех пӗкӗ пек авӑнса асамат кӗперӗ майлӑ пулса тӑрать.
Ҫурҫӗрти пӑрлӑ океан // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Вӗсен тӑррисем пӗрре малалла авӑнса илеҫҫӗ, тепре каялла ывтӑнаҫҫӗ.Вершины их то нагибались вперед, то сразмаху откидывались назад.
Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Вӑрӑм та ҫинҫе мӑй авӑнса ҫӗкленчӗ.
XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Шывалла авӑнса, путса тӑракан, лачӑрт-лачӑрт кӗпер пек.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тутӑр херринчен сап-сарӑ ҫӳҫӗ хитрен авӑнса курӑнать.
IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Урай урлӑ каҫсан, вӑл, никама та курмасӑр, ниҫталла та пӑхмасӑр утаканскер, такама пырса ҫапӑнчӗ, пуҫне ҫиллӗн ҫӗклесе пӑхрӗ те — умӗнче ырхан питлӗ, ырхан кӗлеткеллӗ вӑрӑм Ильдеменев лаша таканӗ пек авӑнса тӑрать, ташлама ӑста марскер, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине путишле сиккелет, пысӑк ал лапписемпе чӗркуҫҫине ҫапа-ҫапа илет.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Шурӑ кӗпеллӗ, тухъяллӑ хӗрсем ура ҫине тӑчӗҫ те, пилӗк таран авӑнса, пуҫ тайрӗҫ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Эпӗ курах кайрӑм: кил хуҫин сылтӑм аллинче пуҫ пӳрнипе шӗвӗр пӳрни ҫеҫ, сулахай аллин пӳрнисем ҫыхланса, авӑнса ларнӑ, типсе пӗчӗкленнӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӗлӗк вӑл ял патӗнчен Урпаш хӗррине ҫитичченех такана евӗрлӗ авӑнса тӑнӑ, тӑршшӗпех сайра вӗтлӗх пулнӑ, пӗчӗк уҫланкӑсенче утӑ ҫулнӑ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Унӑн чӗкеҫ ҫуначӗ пек авӑнса тӑракан куҫ харшийӗ кӑлт-кӑлт сиккелет, кӑвак куҫӗ кӳренчӗклӗн йӑлтӑртатать.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Хуҫкаланса, авӑнса Яш ҫын майлӑ сиккелет, Куҫне-пуҫне ҫавӑрса, Мекӗрленсе вӗркелет.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Сат варринчи сар кайӑк пек Чӗкеҫ чепчен чӗлхеллӗ; Ирхи сывлӑм тумламӗ пек Чӗкеҫ таса, илемлӗ: Кӑтра хӗриллӗ ҫырӑ ҫӳҫ, Тӑрӑхла тӗксӗм хура куҫ, Хура ҫинҫе куҫ харши, Авӑнса тӑран ҫӳхе тути, Сентел тӗсӗ пит ҫӑмарти, Яштак пӳ те тӳрӗ ура — Пӳрнӗ хӗре пурнӑҫра!
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.