Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑн-чӑн арҫынсемпе чӑн-чӑн хӗрарӑмсене шыранӑ хушӑра, Исидор Петрович, ҫара юмансемпе ҫӗр ҫинче авкаланса выртакан хӑмла аврисем ҫулсеренех йышланса пыраҫҫӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫул, авкаланса пырсан-пырсан, юманлӑхри ытла пысӑк мар уҫланка пырса кӗрет.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Таҫта аялта капрон хӑю евӗр авкаланса выртакан юханшыва сикес — шӑмӑ-шакӑ та тӑрса юлас ҫук; сикес мар — тапӑртатса-ӗрӗхтерсе килекен эсреметле хӑрушӑ чӗрчун чӑх чӗппине муталанӑ пекех муталаса тӑкма пултарать.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ҫул, пӑрӑнса, вӑрманалла авкаланса кӗрсе каять.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
— Мӗн Светлана хыҫҫӑн авкаланса ҫӳреме тытӑнчӗ вӑл? — сӑмах хушрӗ Валентина.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
— Питӗркӗчне шутарасси юпа тӑрринче авкаланса тӑрасси мар, — мӑкӑртатрӗ Хӗлип.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Юр ҫинче темле хура япала авкаланса шунине чӳречерен курсан, Ҫӗпритун шартах сикрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тем пысӑкӑш ҫиҫем, ҫӗлен пек авкаланса, вутлӑ саламачӗпе ҫӗрелле хӑмсарчӗ, ҫывӑхрах кӗмсӗртетсе шартлатса аслати авӑтрӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тӑм витрине ҫӗклесе парать ҫак, ҫума пырса тӑрать те ихик! тесе авкаланса илет.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫӗлен пек авкаланса каялла, хӑй кӗнӗ шӑтӑк патнелле шуса кайрӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Акӑ ҫырма авкаланса выртать, унӑн кукӑрӗсем таҫта ҫитиех тӑсӑлаҫҫӗ, аякри тӗтрелӗхре ҫухалаҫҫӗ.
Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.
Куҫ умӗнчех — ҫӗлен пек авкаланса пурнӑҫ йывӑҫҫи ҫине хӑпарса кайни те.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫтаппан ҫӗлен пек авкаланса туратсем хушшипе ҫӳлелле хӑпарса каять.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Чӑн та, темӗнле юмахри ҫӗлен евӗр авкаланса выртать мар-и-ха вӑл, чун юратнӑ ҫырма!.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ешерсе ӳсекен курӑксем хупласа илнӗ ҫарансем тӑрӑх лайӑх сукмак кукӑр-макӑр авкаланса каять.Хорошая тропа извивалась по лугам, покрытым буйнорастущими травами.
Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Тинӗс хӗрри тӑршшӗпе шоссе ҫулӗ авкаланса выртать.
Кавказӑн Хура тинӗс хӗрринчи хуҫалӑх тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Чулсем хушшипе авкаланса шунӑ май вӑл уҫӑмсӑр илтӗнекен металл сассине аса илтерсе хӑварчӗ.И с еле слышным металлически звоном неторопливо скрылась меж камней.
XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Кӳллисенчен тӗрлӗ еннелле юхан-шывсем авкаланса каяҫҫӗ.
Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ав малта хумханса тӑракан курӑклӑ тинӗс варринче авкаланса пыракан чӑпар лента курӑнса кайрӗ…Вот вдали среди волнующегося моря травы мелькнула пестрая извивающаяся ленточка…
Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ҫинҫе ҫӗлен пек авкаланса юхать вӑрман хушшипе пӗчӗкҫӗ шыв.
Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.