Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

авал сăмах пирĕн базăра пур.
авал (тĕпĕ: авал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑм юратман упӑшкинчен уйрӑлса кайнине халь, авалхилле шухӑшласа, чӑтӑмсӑр пулни, ҫылӑха кӗни вырӑнне хумастпӑр ӗнтӗ, йӑлтах урӑхла, ҫакна халь эпир ирӗклӗх палли вырӑнне хуратпӑр, ҫакӑнта та хӗрарӑма авал мӗн сӑнчӑрласа, тӑлласа, хӗстерсе тӑнӑ, ҫавӑ йӑлтах арканнине куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав вӑхӑтрах, тахҫан авал пирӗн чӗлхене арап чӗлхинчен, ҫавӑн пекех мари, иран, тутар чӗлхисенчен лекнисем пӗрре те канӑҫсӑрлантармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Ман шутпа авал, ахӑртнех, [кан'] пек сӑмах пулнӑ пуль, ҫавна май пирӗн чӗлхере ҫак сӑмахсем пур та…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Куратпӑр ӗнтӗ, авал ку сӑмахра «у»-па «т» сасӑсем хушшинче «й» сасӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Ялти халӑх вучахра кӑвар упрассишӗн сӗм-сӗм авал тискер кайӑкла пурӑнакан ҫынсем пекех тимлӗн тӑрӑшнӑ, кӑмакаран вучаха кӑларнӑ кӑвара кӗлпе хулӑммӑн вите-вите хунӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑшпӗр чухне вӗсем ватӑ Аванкай тавра пуҫтарӑнаҫҫӗ те старик тахҫан авал пулса иртнине каласа парасса кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авал пуян чӑвашсем ятарласа акатуй валли утсем тытнӑ, вӗсене мӗн пӗчӗкрен умӗнче ют лаша чупнине чӑтмалла мар вӗрентнӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авал хура ҫӗртен кимӗ шунӑ, йытӑ йӗрӗпе ҫул пулнӑ, ҫӗлен йӗрӗпе шыв юхнӑ, ҫырмасемпе варсемпе вара этем юнӗ юхнӑ…

Куҫарса пулӑш

Кӑвак ҫӗмрен // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗтле шывӗ, Сӑр шывӗ Кӑкшӑм шывӗпе Ҫавал, Анӗшпеле Сӗве шывӗ Уртана курнӑ авал.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мана авал юрланӑ салтак юрри аса килчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Авал пӗр халӑха тепринчен чӗлхине пӑхса уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430

Тахҫан авал пирӗн мӑн асаттесем Выл шывӗ тӑрӑхӗнчен кунта куҫса килнӗ, ҫавӑнпа вӗсем унти ыр-усала асӑнса така пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗрарӑмӑн килти ӗҫӗ — куҫа курӑнман ӗҫ, тенӗ авал.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑна тупас тесе, авал китаецсемпе кореецсем пурнӑҫне хӗрхенсе тӑман.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ахальтен мар пуль авал ваттисем: «Виҫӗ качака сӑвакан патне ултӑ ӗне сӑвакан кӗвелӗк ыйтма пынӑ», — тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Илсе килет те хаклӑ парне — тахҫан авал пулнине аса илтерет…

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ Китайра тахҫан авал ҫерҫие вӗлерсе пӗтерме хушакан закон пулнӑ, тет, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Авал ку вырӑнта масар пулнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Авал ҫапла тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав вӑхӑтрах пурнӑҫри ӗҫсем тахҫан авал, темиҫе ӗмӗр каялла пулнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.

И в то же время кажется, что жил он очень долго, и все, что было с ним, было давно-давно, несколько веков назад.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех