Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юрӑсемпе (тĕпĕ: юрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл юрланӑ юрӑсемпе пиччӗш-аппӑшӗсен такмакӗсем те чип-чипер, тӗрӗс-тӗкелех Вихтӗр чунӗнче.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Юрӑсемпе пӗрле сӑра пӗтӗм ялӗпе юхан шыв майлах юхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Рефисе Валитова, Чулпан Сафиянова, Миляуше Алеева, Талгат Абейдуллов вӗрентекенсем куракансене илемлӗ юрӑсемпе тыткӑна илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрласан чун-чӗре тасалать // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50173-yurl ... re-tasalat

- Уйрӑм юрӑҫсем чуна пырса тивекен юрӑсемпе кӑмӑла уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрласан чун-чӗре тасалать // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50173-yurl ... re-tasalat

Концертра тӗп хуларан килнӗ юрӑҫсем — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алексей Московский, Лариса Пасхина, Инна Мирянка, Дмитрий Московский, Светлана Маркова, Евдокия Егорова, ҫавӑн пекех вырӑнтисем — Юрий Кашкӑр, Ольгӑпа Валерий Архиповсем, Вера Панкратова, Сергей Баранов, Кирилл Петров, Виктория Романова, «Сударушки» ушкӑн патриотла юрӑсемпе кашни ҫынра хавхалану, ҫӗнӗ вӑй-хӑват хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Лаш Таяпари ташӑҫӑсен пултарулӑхӗ пурне те килӗшрӗ.Ҫӗнӗ Эйпеҫри Вика Романова, Кивӗ Эйпеҫри Кирилл Петров янӑравлӑ юрӑсемпе тыткӑна илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Жюри пӗтӗмлетӳсене тунӑ вӑхӑтра хутшӑнакансем 80-мӗш ҫулсенчи юрӑсемпе «чӗрӗ» дискотека йӗркеленӗ.

Пока жюри подводило итоги. участники организовали дискотеку под «живое» исполнение песен 80 – х годов.

Пишпӳлекри Культура керменӗнче караоке-каҫ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3484793

Ҫав куна халалласа Кистенлӗри Культура ҫурчӗн художество пултарулӑхне хутшӑнакансем «Пурнӑҫӑн ылтӑн кӗркунни» уяв парнеленӗ, юрӑсемпе, сӑвӑсемпе, ташӑсемпе савӑнтарнӑ.

Участники художественной самодеятельности Кистенли-Богдановского сельского дома культуры подарили праздник «Золотая осень жизни», порадовали песнями, стихами, танцами.

Ватӑ ҫынсен кунӗ — таса та ҫутӑ уяв, пирӗн атте-аннесен, асаннесен, асаттесен, кукаҫейсен, кукамайсен уявӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... av-3462887

4а класра вӗренекенсем З.М. Харрасова класс ертӳҫипе пӗрле ветерансене сӑвӑсемпе, юрӑсемпе саламланӑ.

4а с классным руководителем Харрасовой З.М. поздравили наших ветеранов стихами и песнями.

Октябрӗн 1-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3461957

Вӑл хӑвпа тата конкурс шайӗнче тӗнчене ҫӗнӗ юрӑсемпе паллаштарма май парать.

Возможность представить себя и новые песни всему миру в рамках ежегодных конкурсов.

Олеся Спиридоновапа Владимир Денисов «Родники» патриотизм конкурсӗнче ҫӗнтернӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%D1%83%D0% ... rn-3443151

Ветерансене Комсомольскинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗ Марина Волкова ҫепӗҫ юрӑсемпе хаваслӑх парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Илемлӗ юрӑсемпе ырӑ суннисем нумай янӑранӑ.

Прозвучало много прекрасных песен и пожеланий.

Йӑлпӑлак ял 290 ҫул тултарнине уявланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3387604

Уява В.Ванюркин, Альбинӑпа Виктор Кокшинсем юрӑсемпе шӑрантарса тата та савӑнӑҫлӑрах турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Юрӑсемпе вӑйӑсем пуҫланчӗҫ.

Начались песни и конкурсы.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

Сӗнтӗрвӑрри муниципалитет округӗнче 100 ҫулти Татьяна Кирилловӑна та киле пырса ӑшӑ сӑмахпа тата Раҫҫей Гвардин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ҫар оркестрӗ шӑрантаракан юрӑсемпе саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Хурӑнташсем, пӗлӗшсем Пит шавласах каймарӗҫ, Юрӑсемпе ташӑсем Кӑҫал ӑнсах каймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ун еннелле стройпа, юрӑсемпе утнӑ май ачасем Астӑвӑм скверӗнче чарӑну турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв тӗлне – ача-пӑча фестивалӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10783-uy ... a-festival

Чӑваш эстрадин артисчӗсем - Алина Савельева, Алина Михайлова, Андрей Кузнецов - «Хыпар» Издательство кунне ҫепӗҫ юрӑсемпе илемлетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

Куракансене ҫавӑн пекех Шуркассинчи «Аслут» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Владимир Ксенофонтов), Кӳкеҫри «Феерия» вокал ансамблӗ (ертӳҫи Олеся Саксонская), Мӑкӑр ялӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Вероника Иванова), Красноармейски районӗн муниципалитет округӗн Иссаковӑри кану центрӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн юрӑҫисем Валентина Петровӑпа Геннадий Яковлев (ашшӗ енчи тӑванӗсем), Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Шӗнерти «Шӗнер ен» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Олег Семенов), Канаш районӗнчи культура керменӗн ертӳҫи Ольга Микушина, Энтриялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пинер» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Александр Никоноров) ҫыравҫӑ ӗҫӗсемпе хатӗрленӗ юрӑсемпе композицийӗсем уйрӑмах кӑмӑла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Хуруй ялӗнчи юнгӑсем те саламлӑ сӑмахсем каларӗҫ, юрӑсемпе, сӑвӑсемпе савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех