Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юрра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патти Пейдж шӑрантаракан «Ӗлӗкхи Кейп-Код» паллӑ юрра Кейп-Кода халалланӑ.

Кейп-Коду посвящена известная песня «Старый Кейп-Код» в исполнении Патти Пейдж.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

— Ай-яй, юрра лайӑх шӑрантаратӑр вара! — мухтанҫи турӑм.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Эпир кунтан кайнӑ чух Кайччӑр-пӗтчӗр ан тейӗр, — аса илет Вихтӗр халӗ тахҫан хурланса юрланӑ юрра.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Тӑтӑр-и, тӑтӑр-и? — юрра шӑрантарать ырма пӗлмен тӑри.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Пӗрлештернӗ хор Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ Николай Алексеевич Петрова халалласа ҫырнӑ «Пуҫ таятпӑр пурте» юрра шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Кашни юрра 5-6 сасӑпа янраттарма пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Мӑшӑрӗ вӑрҫӑран таврӑнманранах пуль, ҫак юрра илтсен куҫҫульпе макӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Аптӑраса ҫитнипе этем кун иртиччен кӑна епле-епле юрра аса илмест-ши?

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӑслӑкри волонтер юхӑмӗн активисчӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пурте юратакан «Катюша» юрра юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑслӑкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3758609

М.Габдулловӑпа Р.Тихонов «Кукаҫипе кукамай» юрра чуна тыткӑнламалла шӑрантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи илемлӗ, пуян, ҫепӗҫ… // Вера Никифорова. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%87%d3%9 ... %97%d2%ab/

14 ҫулти Таисияпа Мария Ивановасем «Кӗҫӗр вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ» юрра шӑрантарса дипломант пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑкӑр хӗрӗсем — «Кӗмӗл сасӑ» конкурс дипломанчӗсем // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%bca%d ... %b0%d0%bd/

Ку юрра эпӗ радиопа та темиҫе хутчен илтнӗ, анчах ӑна кунта, варӑм ҫула тухнӑ чух илтсен, хам сисмесӗрех куҫсем шывланчӗҫ, тахҫанах ирттерсе янӑ урӑх вӑрӑм ҫулсем аса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ку вӑл пӗрремӗш юрӑран тытӑнса юлашки юрра ҫитичченех курӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӑваш поэзийӗн формисем пирки В. Сбоев хӑйӗн «Исследования об инородцах Казанской губернии» ятлӑ кӗнекинче (1856 ҫ. ), чӑваш фольклорӗнчен илнӗ сакӑр юрра тӗпчесе тухса, ҫакӑн пек ҫырнӑ:

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тилли, хӑй ҫуралнӑ кунсене, ача чухнехи вӑхӑта, аса илсе, юрлать: Унпа пӗрле пытарнӑ вӑл юрра, Ҫавна тупса эп халь кӗвве хурап.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Музыка редакцийӗ ҫав кунах Т. Фандеев композитор Г. Ефимов сӑвви тӑрӑх пӗрремӗш космонавта халалласа ҫырнӑ юрра радио тӑрӑх юрласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Савӑнӑҫ юррине, ашшӗн ҫырӑвӗшӗн савӑннипе ҫуралнӑ юрра, пуҫларӗҫ Ҫинахвунсем.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юрӑ вӗҫленмесӗр пӗри те вырӑнтан тапранмарӗ, пӗри те юрра пӗр ют сӑмах хутӑштармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫланӑ юрра юрлама чарӑнмасӑрах тӗпелтен пукан илсе тухрӗ ӑна валли Ҫинкка.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Архип Григорьевич юрлать, унпа пӗрле Сӑпанипе Варук та янӑратаҫҫӗ юрра.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех