Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем аптраман, юрласа пурӑннӑ, — юрлама вара Тилли пек юрланӑ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Малтан, ҫамрӑкрах чух, Тилли кил-ҫуртри япаласем ҫинчен, тӑванӗсем ҫинчен юрлатчӗ, унтан ял, ҫӗршыв ҫинчен юрларӗ, халӗ ӗнтӗ вӑл тӗнче ҫинчен юрлама тытӑнчӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Юрӑҫӑ-старик пурӑннӑ пурнӑҫра асапне те, хӗнне те пайтах курнӑ, тар юхтарнӑ, куҫҫуль тӑкнӑ, — юрлама пӑрахман: пӗтӗм ӗмӗрне юрласа ирттернӗ, ҫавӑнпа унӑн юррисем халӑх чӗринче юлнӑ, шухӑшӗсем халӑх ӑс-тӑнне кӗнӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Ваттисем те, ҫамрӑккисем те Шупашкартан чӑваш хорӗ юрлама пуҫласса кӗтеҫҫӗ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Хора эсӗ те юрлама пыратӑн пулӗ?
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Пуҫланӑ юрра юрлама чарӑнмасӑрах тӗпелтен пукан илсе тухрӗ ӑна валли Ҫинкка.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗчӗкренпех юрлама вӗрентнӗ вӗсене ашшӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тепӗр тесен, унӑн ашшӗ, суккӑр Ҫинахвун, пилӗк хӗр ӳстерчӗ те, пурте вӗсем юрӑ ӑстисем пулса тӑчӗҫ, халӗ те ӗҫре те малта, юрлама та пӑрахмаҫҫӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Калаҫма, юрлама, ташлама ӑста ҫав Ҫинкка.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑтӑралла ҫитеспе ҫеҫ вӑл, амӑшӗ вилсен тин, халӑхпа пӗрле ӗҫкӗ-ҫикӗсене ҫӳрекен пулать, хулӑнрах саслӑскер, арҫынла ташлама, юрлама пултарать.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сцена ҫине юрлама ял хӗрӗсемпе Литваран, Латвирен, Мускавран килнӗ хӗрсем тухса тӑнӑччӗ кӑна — урамра чан сасси янӑраса кайрӗ, тахӑшӗ клуб алӑкне уҫса пӑрахрӗ:
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ташлама, юрлама ӑстаччӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Юрлама чарӑнса, пуҫне ҫӗклерӗ те Сантӑркка, чӳречерен тӗлӗнсе пӑхса тӑракан Петӗрӗн кӑвак куҫӗсемпе ҫап-ҫара хыртарнӑ пуҫне курах кайрӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫынна кӑтартмалли пурах ҫав унӑн: сӑнӗпе те чипер, тумланма та пултарать, юрлама тӑрсан, сасси таҫта ҫити илтӗнет.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тетте купӑс парсанах каласа юрлама тытӑнчӗ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Акӑ, амӑшӗ пӗр ҫавра юрлама ӗлкӗрейчӗ — Ванюк хаваслӑн ҫухӑрашса ун патнелле упаленсе пычӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Крючниксем те юрлама чарӑнчӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Богданов сасартӑках юрлама чарӑнчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пачӑшкӑ ӗнӗрлесе кӗлӗ вулани, ҫунакан ҫуртасем ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илни, кинемейсем пачӑшкӑна пулӑшас тесе ун хыҫҫӑн юрлама хӑтланни, тӗне кӗртме илсе килнӗ ачасем хӑраса шӑппӑн е кас-кас хыттӑн йӗни, хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ урай тӑрӑх ахаль ҫынсен хура, сарӑ, хӑмӑр пушмакӗсем куҫкалани, ӑнсӑртран тухакан тӗрлӗ сасӑ маншӑн килӗшӳллӗ оркестр вылякан асамлӑ, пурне те хӑйӗн вӑйне пӑхӑнтаракан кӗвӗ пекех туйӑнчӗҫ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Шӑпчӑк пек «юрлама» пуҫларӑм.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.