Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ун пек-кун пек сиксе тухсан та, чӑн-чӑн пысӑк юрату мӗнне пӗлчӗ Илемпи, пурнӑҫ ӑна чӑн-чӑн пысӑк юрату парнелерӗ.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Вӗсен юратӑвӗ — ӗмӗрлӗхе, хӑйсен юрату киммине ку хутӗнче кил-тӗрӗш ҫыранне пырса ҫапӑнтармӗҫ.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ӑшша — ӑша кирлӗ вӗри пулма, юратӑва — юрату, ҫирӗпрех пулма.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Эпӗ вара тухса каяттӑм та, ҫак юрату ытла та кӗнекесем ҫинче ҫырса кӑтартакан юрату пек марри ҫинчен шухӑшлаттӑм…— Я уходил, думая: как страшно не похожа эта любовь на ту, о которой пишут в книгах…
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ман ӑраскалӑм ҫапла ӗнтӗ: эпӗ хӑрушӑ вилӗмпе вилӗп, хам вилес умӗн манӑн аттепе анне асапланса вилние курса тӑрӑп; вӗсене ҫӑлассишӗн эпӗ хам ҫирӗм хутчен вилсе выртма килӗшмелле; анчах ку та сахал-ҫке-ха: вилес умӗн манӑн халиччен курман юрату курма тиврӗ, юрату сӑмахӗсем илтме тиврӗ.
VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл хӑйӗн юратушӑн ҫунакан ҫамрӑк чунӗнчи туйӑмсене юлташӗсене пӗрре те систермен, мӗншӗн тесен, вӑл ӗмӗрте ҫапӑҫӑва кӗрсе тухман козак хӗрарӑмпа юрату ҫинчен шухӑшлама вӑтаннӑ, ӑна чыссӑр япала тесе шутланнӑ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Пӗр-пӗрне юратнипе пӗрлешни аван пулнипе Сунь карчӑкӗ килӗшрӗ, анчах ҫав йӑласемсӗр ҫапах та юрамасть, терӗ: юрату — юратупа, этемлӗх законӗсем — законпа.
XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ача чухнех Эпикур вӗрентӗвне пӗлсе ҫитнӗскер, вӑл пурнӑҫра хӑйӗн учителӗн канашӗсемпе усӑ курнӑ; вӑл илемлӗ те тарӑн юрату шыраман, ҫӑмӑл та кӗске вӑхӑтлӑха ҫеҫ йӑпану шыранӑ, «ҫӗнӗ юратӑвӑн уххисемпе киввине хӑвӑрт хӑваласа яма» тӑрӑшнӑ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Юрату, мӗскер юрату пур унта? — тесе мӑкӑртатать Капендюхин, вӑтанса кайса.— Любовь, — бормочет Капендюхин, смущаясь, — какая там любовь?
XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ман пӗтӗм пурнӑҫ упӑшкана юратни ҫинче тытӑнса тӑрать, тенипе вӑл пачах суймасан та, ҫакна вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе ӗнентерӳллӗн ҫирӗплетсе парсан та, юрату ҫинчен пӗр именӳсӗр, вӗҫӗмсӗр калаҫни, пирӗн ӑнлану тӑрӑх, йӗрӗнтерӳллӗ, ют ҫынсем умӗнче вӑл юрату ҫинчен калаҫма пуҫласан, эпир уншӑн вӑл французла калаҫнӑ вӑхӑтра йӑнӑш тунӑ чухнехинчен те вӑйлӑрах вӑтанатпӑр.
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Софья Ивановна хӑйӗн тӑван аппӑшӗн ывӑлӗпе хӗрне, аппӑшне, Любовь Сергеевнӑна тата эпӗ Дмитрипе килӗштернӗшӗн мана та шӑпах ҫавӑн пек хастарлӑ юратупа юратать, ҫак юрату унӑн куҫӗсенче те, сӑмахӗсенче те, хусканӑвӗсенче те палӑрать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑйсенчи ҫак ырӑ туйӑма сӳнме парас мар тесе, вӗсем хӑйсен юратӑвӗ ҫинчен чи илемлӗ сӑмахсемпе хӑйсем юратакан ҫынна та, ку юрату ҫумӗнче нимӗнле ӗҫ те ҫук ҫынсене те тӑтӑшах кала-кала параҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
1) Илемлӗ юрату, 2) Хӑйне хӑй уямасӑр юратни, 3) Хастарлӑ юрату.1) Любовь красивая, 2) Любовь самоотверженная и 3) Любовь деятельная.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ Сонечкӑна курманни виҫӗ ҫул; паллах, ман юрату тахҫанах сӗвӗрӗлнӗ, анчах чӗрере ача чухнехи юратӑвӑн хумхантаракан асаилӗвӗ чӗрех-ха.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сирӗнтен хӑшин те пулин пачах ҫывӑх мар хӗрарӑмӑн пуҫа ҫавӑрса яракан илемне ним шухӑшламасӑр, ним тӗлсӗр парӑннӑ самант пулман-и вара, ун ҫине нумайччен пӑхас, ӑна нумайччен итлес, унӑн куҫӗсемпе тӗл пулас, унӑн куллине хӑнӑхса ҫитес килмен-и; ҫав хӑвӑрт ҫуралнӑ юратӑва парӑнни, кайран, ҫав хӗрарӑм куҫран ҫухалсан, вӑл юрату вӑйлӑ пулнинчен тӗлӗнни пулман-им?
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Анчах та чи телейлӗ минутсенчен пӗринче акӑ мӗн палӑрать: телейӗ ку тулли мар иккен, ҫӑмӑл мар-мӗн ҫӗнӗ юратӑва малтанхи, пирвайхи, юрату урлӑ каҫса иртмешкӗн.
15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Чӗремре юрату кӑна, пӗртен-пӗр юрату.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Эсир ан шутлӑр пӗр самантлӑх юрату тесе, пӗрлехи ҫапӑҫура ҫуралнӑ пысӑк та чӑн-чӑн юрату.
Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.
Ҫынпа хутшӑнма юратман тата килӗштерме пултарайман Сагайдӑна кама та пулин юратса пӑрахма йывӑр, анчах кам унӑн хаяр юратӑвне тивӗҫ пулать, ҫав юрату ӗмӗрлӗхе пырать.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Йывӑр та кӑткӑс юрату, хамӑр юнпа тасалнӑ юрату…
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.