Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юрату сăмах пирĕн базăра пур.
Юрату (тĕпĕ: юрату) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрремӗш юрату — сывлӑшри-тӳпери — ҫӗнӗ ҫемье ҫавӑрать пулсан, иккӗмӗшӗ — ҫӗр ҫинчи, ҫӗнӗ пурнӑҫ ӑсталать.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малтанхи ача ашшӗ-амӑшӗшӗн — юрату ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑни.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫут тӗнчене ӑсталакан сана ӑс-тӑн, юрату, астӑвӑм панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юрату — аслӑ тӗлӗнтермӗш, вӗсене, Ванюшпа иккӗшне, Турӑ парнеленӗскер.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюшпа ирттернӗ малтанхи курнӑҫусем, юрату каҫӗсем, тӗлӗкри пек пылак ҫавраҫилсем, пӑшӑлтатни те чуптӑву, тӗтреллӗ ӗмӗтсене вӗҫни….

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юрату мӗн чухлӗ вӑйлӑрах, ҫемье ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эпӗ… килӗшетӗп, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, юрату иккӗленӗве ҫӗнтерчех.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗсем хӗрӳллӗн ыталанчӗҫ те пылак юрату авӑрне путрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тарӑн варта шӑппӑн систернӗ юрату халӗ хыттӑн янӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Никама та калас мар пуль, чӑтас», — ҫирӗппӗн тӗв турӗ пӗрремӗш хут юрату тыткӑнне ҫакланнӑ ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫук, сивӗ чунлӑ Шывхуҫишӗн юрату планети ҫинче вырӑн ҫук иккен.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Шывхуҫисӗр пуҫне пурте телейлӗ кунта: вӗрекен хуран пек кӑпӑкланса тӑракан Юратай утравӗ ҫинче кӑна ҫакӑн пек ӑраскаллӑ юрату ешерме пултарать пулӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пухӑннисем, каччӑсемпе хӗрсем тата арҫын-хӗрарӑмсем, юрату уявне пуҫласа та янӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Лешӗ вӗсене пурнӑҫпа юрату пиллесе уяври вырӑнне кӑтартать, ӑнӑҫу сунать.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Хурланса юрлать вара Шывачи юрату ҫинчен, тен, хӑйӗн шӑпи ҫапларах килсе тухнишӗн хурланса юрлать вӑл?

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Юрату тунсӑхӗ йӑва ҫавӑрчӗ каччӑн чӗринче.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Хӗрне пуян ҫын ачине мулшӑн парса яма сӑмах татнӑччӗ, ҫавӑ тарӑхтарчӗ-ши юрату туррине?

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫак юрату пире пурнӑҫ тӑршшӗпе хавхалантару парать.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Учителӗн чун-чӗринче мӗн пысӑкӑш юрату туйӑмӗ вырнаҫнине эпӗ хамӑн вӗрентекен, наставник — Надежда Георгиевна Боровкова витӗр курса ӑнлантӑм.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Вӑл сывах мар чухне те чун пӗрех ҫавӑнталлах туртать, юрату та ҫаплипех.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех