Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юншӑн (тĕпĕ: юн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑссӑр, йӗркесӗр, юншӑн ҫунса ачасемпе хӗрарӑмсене вӗлерекенсене, фашистсене памалла иккен…

Тупым, беспардонным, кровожадным убийцам детей и женщин, фашистам…

5. Ватӑ ҫарҫынни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.

Мӗнпур тӑкнӑ юншӑн ҫав наци ответ тыттӑр!

Так пусть же пролитая кровь падет на эту нацию!

Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.

Юншӑн антӑхакансен сехечӗ ҫитрӗ.

Теперь наступило время кровожадных людей.

III. Чаплӑ ҫынсемпе ахаль ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Тухтӑр ун ҫине пӑхса илчӗ те, сӑн-питне хӑрушлатса, шӑлне ҫыртса: — У-у, юншӑн антӑхаканскер… — терӗ.

Доктор взглянул на нее, сделал свирепое лицо и сказал, стиснув зубы: — У-у, кровожадная…

XIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Хамӑр тӑкнӑ юншӑн эпир нихҫан та каҫармастпӑр…

Мы никогда не простим за пролитую нами кровь…

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче Фролов, яланхи пекех, тӑшман ҫинчен, мӗнпур хӗн-хурпа асапшӑн, юншӑн тавӑрса пӗтереймен тӑшман ҫинчен кӑна шухӑшларӗ.

Но, как всегда в минуту боя, Фролов думал только о враге, с которым еще не были кончены счеты.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Юншӑн юн!

Кровь за кровь!

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Ҫак юншӑн хапсӑнакансен, тӗнчере мӗн пуррине пурне те — ӗҫе, пурнӑҫа, миллионшар ҫынсен ирӗклӗхне чуралантарма тӑрӑшакансен йытӑ кӗтӗвӗсем пулман пулсан, мӗн тери илемлӗ, мӗн тери лайӑх пулнӑ пулӗччӗ ҫак ҫутӑ тӗнчере пурӑнма!

— Как хорошо, как замечательно было бы жить — если бы не эта свора кровожадных псов, которая хочет закабалить все на свете: и труд, и жизнь, и свободу миллионов людей!

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Именине ҫӗмӗрсе кӗретӗп те пурне те — тымартан! юншӑн юн тӑкмалла! — пӗтӗм хӗрӳллӗхӗпе кӑшкӑрчӗ Андрий.

Ворвусь в усадьбу и всех до одного под корень, кровь за кровь! — страстно кричал Андрий.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

«Юншӑн — юн» пьесӑрн харсӑр Анук сӑнарӗ те куҫ умӗнчех.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан паттӑрлӑхӗпе эпир «Юншӑн—юн» пьесӑра та паллашатпӑр, ӑна тата ҫывӑхрах куратпӑр.

С храбростью Степана мы знакомимся и в пьесе «Кровь за кровь», видим его еще ближе.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Н. Мранька тӑшманла элементсем Совета хирӗҫле ӗҫсем тунине кӑтартакан, ҫавӑнпа пӗрлех вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан «Хатӗрленетпӗр», каппай та сӗмсӗр ҫынсене питлекен «Виҫҫӗшӗ те пӗр калӑпран», чӑваш ҫамрӑкӗсен граждан вӑрҫинчи паттӑрлӑхне мухтакан «Салют», совет саманинче хӗрарӑм пурнӑҫӗ те лайӑхланни ҫинчен калакан «Улшӑннӑ самана», ирсӗр фашистсем чӗртнӗ вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ пирӗн ҫӗршыв ҫине сиксе ӳкес хӑрушлӑха асӑрхаттаракан «Тӑван ҫӗршыв чӗнет», иртнӗ вӑрҫӑра пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ ентешӗмӗрсене мухтакан «Юншӑн — юн», «Амӑшӗн ҫырӑвӗ», «Амӑшӗ ылханни», «Юратакан чӗресем» пьесисемпе «Кӳршӗ хӗрӗ», «Урӑхла калама пултарайман эпӗ» калавӗсем те малтан ҫӳлерех асӑннӑ журналсенче кун ҫути курнӑ.

Пьесы Н. Мранькки: «Готовимся», изображающая враждебные элементы, противодействующие Советам, и вместе с тем выводящая их на чистую воду, «Все трое из одного теста», обличающая хвастливых и темных людей, «Салют», восхваляющая подвиг Чувашской молодежи в гражданской войне, «Изменившаяся эпоха», рассказывающая об улучшении жизни женщины в советское время, «Родина зовет», предупреждающая об опасности обрушения на нашу страну огня войны гнусных фашистов, «Кровь за кровь», «Письмо матери», «Проклятие матери», «Любящие сердца», прославляющие земляков, самоотверженно сражавшихся в прошедшей войне войну, — и рассказы: «Соседка», «Иначе я не мог сказать», — ранее вышли в свет в вышеперечисленных журналах.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла ӗнтӗ, Ҫӗнӗ Зеландин ҫыннисене икӗ тӗрлӗ кӑтартса параҫҫӗ: пӗрисемшӗн вӗсем йӑваш, теприсемшӗн — юншӑн ҫунакан ӗмӗтсӗрсем.

Из этих противоречивых данных о кротости и кровожадности новозеландцев.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Юншӑн — юнпа.

На кровь — кровью.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Яла вӗсем юншӑн антӑхакан тискер кайӑксем пек пырса кӗчӗҫ, — ҫын пурӑнакан ҫурт-йӗрсем патне хӗллехи сӗм ҫӗрсенче кашкӑрсем ҫапла пырса тухаҫҫӗ, — анчах та урамсем пуш-пушах.

Въехали хищниками, — так в голубую зимнюю ночь появляются около жилья волки, — но улицы пустовали.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӑр ҫинчи туйӑм мар вӑл, Пирӗн юншӑн — пӑлхату, Вара каллех шӑпланать.

Это чувство неземное, Что волнует нашу кровь, И опять замолчит.

V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Юншӑн — юн тӑкӑнтӑр, — перӗр лайӑхрах!

Кровь за кровь, — бей!

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Карелири ҫак поселокрах унӑн сӑвӑ йӗркисене гранит ҫине ҫырнӑ: «Юншӑн — юн! Ирсӗр вилӗмшӗн — вилӗм! Малалла, тӑшмана ҫӗнтерме!»

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

10. Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса каларӗҫ: эй Святой Патша, Чӑн Турӑ, Эсӗ хӑҫанччен ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пирӗн юншӑн сут тумасӑр тӑрӑн-ши, хӑҫанччен вӗсене тавӑрмасӑр тӑрӑн-ши? терӗҫ.

10. И возопили они громким голосом, говоря: доколе, Владыка Святый и Истинный, не судишь и не мстишь живущим на земле за кровь нашу?

Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Эпӗ вара ҫак ҫӗр ҫинче юхтарнӑ юншӑн, ҫӗре хӑйсен йӗрӗхӗсемпе ирсӗрленӗшӗн вӗсем ҫине Хамӑн ҫиллӗме ҫитертӗм.

18. И Я излил на них гнев Мой за кровь, которую они проливали на этой земле, и за то, что они оскверняли ее идолами своими.

Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех