Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ывӑлӗн (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ ывӑлӗн татӑклӑ сӑмахӗсем амӑшне шалт тӗлӗнтерсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ывӑлӗн пулӑ тытас кӑмӑлӗ татах та пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унтан Никифор Ильич ывӑлӗн сывлӑхӗшӗн шалт ӗҫрӗ, пире те ҫапла тума хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Ку таранччен хӑйӗн «хӳрине» никам та «хӗсӗнтермесӗр» иртӗхсе пурӑнма хӑнӑхнӑ кил хуҫи ҫакна ҫилпе вӗҫсе иртекен ҫӳпӗ пек ирттерсе яма пултарайман: хӗремесленсе, шӑлне ҫыртса ывӑлӗн аллинчен вӗҫерӗнкеленӗ те туххӑмрах алла пуртӑ ярса тытнӑ:

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫур ҫултанах Ула Тимӗрпе Полинӑн пӗртен пӗр ывӑлӗн, Лешан, чип-чипер таса ӳсекен вун тӑватӑ ҫулхи ачан, пырне пулӑ шӑмми лекнине пула тӑприне таптама тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах та ҫав вӑхӑтрах уяр ҫанталӑкра ҫиҫӗм яр! ҫиҫсе илнӗн ывӑлӗн хурлӑхлӑрах сӑнӗ чун-чӗрене тӑпӑлтарса, пӗр шелсӗр чӗпӗтсе, ыраттарса ярать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Куҫӗ умӗнчен йӑм-хура ҫӳҫлӗ Бориспа ывӑлӗн ыйтуллӑ сӑнӗ тухма пӗлмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Аслӑ ывӑлӗн пӗртен-пӗр хӗрӗ, ав, темӗнле йӗкӗтпе ирӗкелле тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Анчах унӑн вӑтам пӳллӗ кӗлетки вӑр-вар, ывӑлӗн пекех кӑн-кӑвак куҫӗсем ҫав тери чӗррӗн пӑхнӑран ӑна никам та хӑй ҫулне памасть.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эпир ҫӗршыв пуласлӑхне хӳтӗлесе куҫне хупнӑ паттӑрсене яланах асра тытатпӑр, - тенӗ Рудольф Васильевич Илья Николаевичпа Нина Владимировнӑна ывӑлӗн Паттӑрлӑх орденне (вилнӗ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ) панӑ май.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен паттӑрлӑхне вӑхӑт хуплаймӗ // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44127-v-sen ... khuplajm-5

Тӗсесе пӑхрӑм та тӗлӗнсех кайрӑм: Кӗлҫырмари мӑнакка ывӑлӗн арӑмӗ — Хӗветура инке — тӑра парать.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Вилес умӗн вӑл, хулана юрӑ уявне кайсан, халӑх хорӗ унӑн ывӑлӗн юррисене юрланине илтсе, музейра хӗрин паха тӗррисене курса, юлашки хут хурланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мула хапсӑнсах ывӑлӗн телейне аркатрӗ Ваҫинкка та…

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑшӗсем татах хушса: — Хӗрхенни паллах, ахальтен каламарӗ вӗт ывӑлӗн ачалӑхӗ мӗнле асаплӑ та йывӑр пулнине, ашшӗпе ама ҫури амӑшӗ ӑна мӗнле суйса асаплантарнине. Ҫав чӑнлӑха халӑх тата суд тӑвакансем ӑнланса, кӑштах та пулин ҫӑмӑлрах приговор ҫырасса, персех вӗлермелле ан туччӑр тесе каларӗ вӑл. Ун чухне ҫын вӗлернӗшӗн персе пӑрахмалли саккун пуррине ӑнланнӑ, шеремет, — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юлашки самантра упаленсе ывӑлӗн пуҫӗ умне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Прухур аллине ывӑлӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хурать, лашине чарма ыйтать, кӗсйинчен ҫур литр эрех кӑларать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ывӑлӗн пит-куҫӗ чипер марри ӑна килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Миххапа Лукарьен хӗрачи Клавье унӑн тӑван хӗрӗ пулнине Анукпа ял-йышӗ пӗлессинчен сехӗрленнӗ чухне, Михха пуянлӑхне ӑмсаннӑ чухне, хӑйӗн арӑмӗн илемӗпе тата ывӑлӗн пултарулӑхӗпе, кӳршӗ-аршӑна пӗчӗк ырлӑхсем кӳнипе киленнӗ чухне.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ку вара Ануксен чапне татах ҫӗклӗччӗ, ывӑлӗн ӑраскалӗшӗн пысӑк телейччӗ» (III кӑн., 167 стр.).

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ывӑлӗн сӑмахӗсем Ҫтаппана имретсе пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех