Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Халӗ ӗнтӗ санӑн икӗ ывӑлу — сана Египетра ҫуратса панӑскерсем, эпӗ сан патна Египета киличчен ҫуралнӑскерсем — манӑн ывӑлсем вӗсем; Рувимпа Симеон пекех, Ефремпа Манассия манӑн пулӗҫ; 6. вӗсем хыҫҫӑн ҫуралас ачусем вара санӑн пулӗҫ; вӗсем хӑйсен пиччӗшӗсен ячӗпе вӗсен еткер ҫӗрне ята кӗрӗҫ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Иакова хыпар туса каланӑ: акӑ сан патна Иосиф ывӑлу килет, тенӗ.2. Иакова известили и сказали: вот, сын твой Иосиф идет к тебе.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӗсем Египетран тухса кайнӑ та Иаков патне, хӑйсен ашшӗ патне, Ханаан ҫӗрне пырса ҫитнӗ, 26. вара ӑна ҫапла каласа пӗлтернӗ: [санӑн ывӑлу] Иосиф чӗрӗ, халӗ вӑл пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче пуҫлӑх пулса тӑрать, тенӗ.
Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑвӑртрах аттем патне кайӑр та калӑр ӑна: санӑн ывӑлу Иосиф ҫапла калать, тейӗр: Турӑ мана пӗтӗм Египет пуҫлӑхӗ туса лартрӗ; ман патӑма кил, ан вӑрахла; 10. эсӗ Гесем ҫӗрӗнче пурӑнӑн; эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, ывӑлусен ывӑлӗсем те, вак выльӑху та, шултӑра выльӑху та, санӑн мӗн пурри йӑлтах ман ҫывӑхра пулӗ; 11. сана ҫавӑнта тӑрантарса усрӑп, мӗншӗн тесессӗн выҫлӑх тата пилӗк ҫул пулмалла, эсӗ, санӑн кил-йышу, санӑн мӗн пурри вара ҫука юлмӗ, тейӗр.
Пулт 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл: эпӗ санӑн ывӑлу, малтанхи ывӑлу, Исав, тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иаков хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эпӗ Исав, малтанхи ывӑлу, пурне те эсӗ каланӑ пек турӑм; тӑр та манӑн кайӑк ашне ларса ҫи, санӑн чуну мана пиллемелле пултӑр, тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах Турӑ Авраама каланӑ: ачупа хӑрхӑмушӑн ан пӑшӑрхан; Сарра хӑвна мӗн каласассӑн та, унӑн сӑмахне пурне те итле, мӗншӗн тесессӗн санӑн вӑрлӑху Исаак урлӑ ӗрчӗ; 13. Эпӗ хӑрхӑм ывӑлӗнчен те [аслӑ] халӑх кӑларӑп: вӑл та санӑн ывӑлу, тенӗ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.