Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шупашкартан (тĕпĕ: шупашкар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкартан кӑтартрӗҫ, чӑвашла…

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Районти пӗр пысӑк мар учреждение ертсе пыма Шупашкартан Никифор Ильич текенскер килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Шупашкартан Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Марина Карягина журналистка, Александр Капитонов усламҫӑ, палламан ҫынсем нумай.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Шупашкартан Калининӑна каякан ҫул ҫине тухсан, хӗрпе каччӑ кӑшт-кашт калаҫкаласа илчӗҫ те шӑпӑртах пулса кашни хӑйӗн шухӑшӗсемпе ирӗккӗн хуҫаланса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кут айӗнче машшин пур пулсан Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ яла ҫитсе килме йывӑр мар вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Кӗрленӗ, кӗрлетпӗр, малашне те кӗрлӗпӗр-ха! // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6211.html

Йыснӑшӗпе аппӑшӗ Шупашкартан таксипе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Пӗр виҫӗ кун каялла кӑна Шупашкартан таврӑнтӑм-ха.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Уйӑх каялла манӑн редакци ӗҫӗпе Шупашкартан Хурамала кайса килме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Кун пирки ӗнер пире вулӑс комитетӗнче Шупашкартан килнӗ уполномоченнӑй хӑй каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта вӗсене Шупашкартан килнӗ пӗр ҫамрӑк ҫын тӗлӗнмелле кулӑшла мыскара каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ Тутар Яшминчи ӗҫсем пирки тӗплӗнрех пӗлме Шупашкартан икӗ юлташ килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

1922 ҫулта мӑнастире Шупашкартан сельхозтехникума куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Тӗкӗрҫӗсем воевода ҫуртне ҫитсе Ковяж ҫыннисене тата Шупашкартан килнӗ казаксене шыраса тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шупашкартан анатарахран килнӗ эпир.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сана Шупашкартан е Васильтен киле яма тӑрсан эс воеводӑсене ан итле.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шупашкартан иртсен аслӑ ҫултан пӑрӑнас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шупашкартан лартса килнӗ вырӑссем Северьян патӗнче эрнене яхӑн ниҫта тухмасӑр пурӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫанталӑк янкӑр уяррине кура пӗрремӗш хут патшапа ун ҫывӑх ҫыннисем Атӑлӑн сылтӑм ҫыранне Шупашкартан иртсен Чалӑм крепоҫӗ патне ҫитиччен тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирхине Ҫавал вӑррине Шупашкартан Даниил Романов воевода отрячӗ килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Черемисинов тухса кайсан нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Тукай патне Шупашкартан Микулинский янӑ юлан ут ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех