Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хам курман, пӗлмес, шапасем мӗн хӑтланаҫҫӗ, анчах пӗлӗшӗм ман… укҫа тесен… чӗвен тӑрса Уйӑх патне ҫити кармашма пултарать.
Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Мӗн епресе выртатӑр, ҫурӑм урлӑ хулӑпа туртса тивертнӗ шапасем пек?
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Пӗвери шапасем лӗрлетсе юрӑ ӗнӗрмеҫҫӗ, йытӑсем те таҫта кӗрсе пытаннӑ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ачи-пӑчи, ашшӗ-амӑшӗ ҫуйхашни кӑна мар, пулӑсемпе шапасем те пулӑшу ыйтса кӑшкӑраҫҫӗ.
Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.
Колхидӑра ҫурри шывра ларакан вӑрмансенче сивӗ чир саракан вӑрӑмтунасем пит нумай тата шапасем миллионӗ-миллионӗпех.В колхидских полузатопленных лесах много комаров — разносителей лихорадки, миллионы лягушек.
Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Шапасем ушкӑнпа хӑлхана ҫурасла кӑшкӑраҫҫӗ.
Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Шапасем ҫӗлен ҫӑварне кӑваклата-кӑваклата пырса кӗнӗ пекех, Курак матки патне пырса кӗмелле унӑн.
XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫывӑхрах, Аму-Дарьяна юхса кӗрекен ӑшӑх ҫырмара, шапасем асса кайса кӑваклатаҫҫӗ, тата хӑйӑрлӑ сӑртлӑх леш енче ҫӗр каҫма ларнӑ тӑрнасем канӑҫсӑр тринклетеҫҫӗ.
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Шывра шапасем те, пулӑсем те йышлӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кӳлӗ хӗрне тухса ларнӑ шапасем, вӑл ҫывхарнӑ май, чӑмпӑлт! чӑмпӑлт! туса шыва сикрӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ирхи шапасем, ҫыран хӗрне тухса ларнӑскерсем, Кирук ҫывхарнӑ май йӑлт та ялт кӳлле сиксе чӑмаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ҫыран хӗррине тухса ларнӑ шапасем кӑна шывалла шӑмпӑртатаҫҫӗ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Ҫыран хӗррине тухса ларнӑ шапасем шыва шампӑлтатса сикеҫҫӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Асту, шапасем кӑшкӑрнӑ сасӑ хӑлхуна пырса ан кӗтӗр, вара ху та пӗтетӗн.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Малтан шывра пулнӑ шапасем вара нӳрӗ шыраса ҫав ҫурӑксене кӗнӗ.
Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.
«Э-э, ачсемӗр, — тинех ӑнлантӑм эпӗ, ҫакӑн пек шӑтӑк-ҫурӑксенчен тухаҫҫӗ иккен вӑл шапасем!»
Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.
Унтан та кунтан, перин хыҫҫӑн тепри чаваланса тухаҫҫӗ шапасем.
Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.
Ак, хайхи, улӑхра пӗчӗк шапасем пӗлт! пӗлт! сиксе ҫӳренине курах кайрӑм.
Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.
Ҫапах та тупсӑмне тупрӑм, вӑл шапасем ӑҫтан тухнине хам куҫпа куртӑм.
Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.
Ҫапла, эпӗ те асӑрханӑ ӑна: тепӗр чух, ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн, улӑхра вӗтӗ шапасем — ҫурисем ӗнтӗ — пӗлт! пӗлт! сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.
Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.