Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӳречесене (тĕпĕ: чӳрече) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсем класри, килӗсенчи чӳречесене Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе илемлетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑри паттӑрлӑх ҫамрӑк ӑру асӗнчех // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11946-v-rc-r ... -as-nchekh

Пӳртри мӗнпур хӑнкӑлакассисене — пӗрене ҫурӑкӗсене — «Карболатпа» сӗрсе тухнӑ, пӳрте шал енчен шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, ула-чӑла кӗрӗк тӑхӑнса янӑ евӗр курӑннӑ кӑмакана шуратнӑ, урайне ҫӗнӗрен сӑрланӑ, унччен хӑмпӑ пек тӗссӗр курӑннӑ чӳречесене ҫуса тасатнӑ — пурпӗр тем ҫитмест ҫирӗммӗш ӗмӗр ҫыннисене.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

2020 ҫулта культура ҫуртне шалтан юсанӑ: урайне ҫӗнӗрен сарнӑ, тӳпене юсанӑ, ҫӗнӗ сцена тунӑ, унсӑр пуҫне электричество, хутса ӑшӑтмалли тытӑмсене ҫӗнетнӗ, алӑксемпе чӳречесене улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann

Зинӑпа Самарин ҫав куна чӳречесене уҫса ярса кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Мӗншӗн хупнӑ-ха ку чӳречесене?

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑрӑх аптӑратнипе ҫил варкӑшӗ пултӑр тесе пахчана тата урама тухакан чӳречесене яри уҫса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Чӳречесене яриех уҫнӑ пулсан та залра пӑчӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Нимӗҫ самолечӗсем пӗр ҫутӑ та ан асӑрхаччӑр тесе тӗттӗмленсенех чӳречесене хуплама хушатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Березовка – вӑрҫӑ ҫулӗсенче // Анастасия СЕМЕНОВА. http://hypar.ru/cv/comment/reply/10662

Строительство организацийӗ ҫурт тӑррине, фасадне, чӳречесене, алӑксене тӗппипех улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12492-ya ... -k-sav-n-c

Чӳречесене илемлӗ чӗнтӗр карнӑ; урайӗ йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑрать — сӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Кӑҫал кӑна тунӑ чул ҫурт, сарӑрах шурӑ сӑрпа сӑрланӑскер, кӑвак хашаклӑ пысӑк чӳречесене йӑлтӑр-ялтӑр ялкӑштарать.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑшӑмра эпӗ хыпаланса чӳречесене, алӑка хупса питӗретӗп.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кану вӑхӑтӗнче хӗрачасем чӳречесене ҫуса тасатрӗҫ, чечек чӳлмекӗсем лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Чӳречесене картлани пулӑшрӗ, чӗпӗсем купаланма пӑрахрӗҫ, вӗсем майӗпен ҫӗре, пӗр-пӗрин ҫумне вырнаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Чӳречесене картламалла», — шутласа илчӗ хӗр, хӑй ҫавӑнтах сарайӑн чӳречисене кармалли брезента антарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Нӳрлӗ ҫӗтӗк татки илсе чӳречесене, тӗкӗре, стена ҫине пысӑклатса ҫакнӑ сӑнсене тусанран тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пытанайман хӗвел шевлисем йывӑҫ тӑрринче сиккелеҫҫӗ, хӗвеланӑҫнелле пӑхакан чӳречесене йӑлтӑртаттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Кӑнтӑрлахи вӑйлӑ ҫутӑ пӳлӗме кӗресрен чӳречесене ҫурри таран картланӑ.

Яркий дневной свет был наполовину затемнен прикрытыми ставнями.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӳречесене ҫийӗнчех карса хучӗҫ.

Мигом окно было завешено рядном.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӗнтӗрлӗ-тӗрӗллӗ ал шӑллисемпе, хут чечексемпе, шурӑ кӑчкӑллӑ ҫӳҫе турачӗсемпе эрешленӗ пысӑк турӑшсем умӗнче йывӑҫ ҫӑвӗпе ҫӗршер ҫурта ҫатӑртатса ҫуннӑран, халӑх ҫапса хӗснӗ пек килсе тулнӑран, решеткеллӗ чӳречесене нихҫан та уҫманран, икӗ аршӑн хулӑнӑш чул стенасенчен чӗрӗ шӑршӑ кӗнӗрен — чиркӳре пӑчӑ, сывлама йывӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех