Шырав
Шырав ĕçĕ:
Канаш тӑрӑхӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗнче пурӑнакан Олег Алексеевичпа Алина Михайловна Владимировсем чӑвашсен ыра йӑлисене чӑнахах та тытса пыраҫҫӗ тесе шутлатӑп эпӗ.
Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/
Туйӑнать ҫеҫ мар, чӑнахах та ҫапла, мӗншӗн тесен леш хуҫкаланчӑксем, тем те аппаланнӑ хыҫҫӑн тарӑхса, кайӑк чӗвӗлтетӗвне те илтсе юлаймаҫҫӗ; ҫынран мӑшкӑллаканӑн хӗвел епле ыррӑн кулнине пӑхса рехет курма та вӑхӑчӗ ҫук.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Вӑл мана чӑнахах та пӗр лаша илмелӗх укҫа пачӗ.
Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Ҫавӑн пек калакан сирӗн ученӑйсем чӑнахах та пуҫ мимипе сахалтарах ӗҫлеҫҫӗ пек туйӑнать, — хуравларӗ старик.
Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫапла, вӑл мана чӑнахах ӑнланать.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫавӑн пек кӑвак хуласем чӑнахах тума пулмасть-ши вара?
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ырӑ хыпарсем манӑн чӑнахах та нумайччӗ.
I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Тилли юррисенчен тата ҫакӑ курӑнать: Тилли ҫамрӑк чухне шӑлӗпе тулли пӑтавкка ҫыртса йӑтнӑ, ҫӗнӗ сӳс тӑлла ҫыртса татнӑ; унӑн куҫӗ-пуҫӗ тӗлӗнмелле пулнӑ, лашине виҫ ҫухрӑмран палланӑ, тинкерсессӗн — йывӑҫа хӑртнӑ, кӑнтӑрла ҫӑлтӑр курнӑ (ку тӗлӗшпе вӑл чӑнахах та «хурчӑкапа тан» пулнӑ).
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Чӑнахах та вӑрӑ-хураха тытнӑ-мӗн.
9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Илле (Уринене сӑмсинчен пӳрнипе пусса) Каҫӑр сӑмса, эсӗ чӑнахах упа килнӗ пулӗ терӗн-и?
6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Хальхинче чӑнахах та Хӗлипӗн сассинче кӑштах чӑнлӑх пурри палӑрчӗ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
— Тӑхӑнтарса ярап пӗрре ӗнсӳнтен, — терӗм, чӑнахах та аллӑма ҫӗклесе.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
— Чӑнахах курнӑ-и вара Ҫимун пичче ывӑлӗсем манӑн Микулая? — ҫине-ҫинех ыйтрӗ вӑл клубран таврӑннӑ май ял Советне кӗнӗ Откан аппаран.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Чӑнахах та пур-и «Катюша» текен тупӑ, сире кӑтартмарӗҫ-и?
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чӑнахах та, хӑй ӗҫне тӗплӗ пӗлет иккен.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чӑнахах та, кирлех-и вара сана пулӑшма тепӗр ҫын? — каяс умӗн чарӑнса тӑчӗ председатель.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗлмен ҫын, чӑнахах та, ылмаштарса тӑхӑнма саплӑксӑр кӗпи те ҫук иккен тейӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чӑнахах та, унӑн юррине, унӑн сӑмахӗсене ҫӳлте, ахӑрашакан пӗлӗтсем хушшинче, такам илтсе ӑнланнӑнах туйӑнчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Лешсем, чӑнахах та, хӑҫан та пулин упапа кӗрешес пек, пӗр сӑмах сиктермесӗр итлеҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Те чӑнахах хӑрарӗ ҫамрӑк бригадир, те ӳсӗр хӗрарӑма пӑхса тӑма аван мар пек туйӑнчӗ ӑна, «Шамккай» тенине илтсенех, чӳрече умӗнчен сиксе анчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.