Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чиркӗве (тĕпĕ: чиркӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турра маннисем, чиркӗве кӗрсе, турамӑш умне ҫурта ҫутса лартӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унччен вӗсем пурте тенӗ пекех чиркӗве ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗмӗрес чиркӗве!

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗншӗн тимӗрлемелле пулнӑ-ши чиркӗве?

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чи ҫӳлли — ӗлӗкхи чиркӗве пӑсса ҫӗнетнӗ клуб, ун хыҫнерех, сад ҫумӗнче, — шкул ҫурчӗсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни вырсарникунах чиркӗве ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ана вӑл чиркӗве ҫӳренӗ чухне тӑхӑнать.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чиркӗве ҫӳре.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук чиркӗве кайса ачасене шыва кӗртекен пӑхӑр хуран умӗнче Ваҫлипе юнашар тӑнине пӗлсен, Якур тӳссе тӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумай-нумай ҫул иртсен те, камӑн та пулин ҫуралнӑ кунӗнче торт ҫинчи пӗчӗк ҫуртасем ҫунма тытӑнсан, вӗсен хӑйне евӗрлӗ шӑрши мана тӳрех чиркӗве, пурнӑҫ кустӑрми чун лӑпкӑлӑхне парнеленӗ вырӑна, илсе каять.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ют яла кайса курасси питех те кӑсӑклӑ — ҫул ҫинче йӗри-тавра пӑхкаласа ҫеҫ пыратӑп, анчах чиркӗве кӗресси мана шиклентерет-ха.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Хайхи палӑртнӑ кун эпир, пӗр ушкӑн пуҫтарӑнса, Тӑрӑн ялӗнчи чиркӗве тухса кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ӑслӑ Уртемей ӗнентернӗ тӑрӑх ҫакӑ ялти Малюҫ евӗрлӗ активистсенчен, вӗсем чиркӗве — Йӑмраллӑ ялне илем кӳрсе тӑракан чаплӑ пахалӑха ҫӗмӗрнӗрен пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чиркӗве кайса килмелле-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чиркӗве сыптарма илсе каймаллаччӗ мана, халӗ пупне те чиркӗвне те ӑҫтан тупас? — йӑнӑшрӗ вӑл ахлатса.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ачисем валли хут ҫырса хӑварчӗ: «Эпӗ Праллӑри чиркӗве кайрӑм, аҫӑршӑн, сирӗншӗн кӗлтума».

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ахӑрсамана пуҫланиччен Ҫитӑр Савелов ял чиркӗвӗнче чан ҫапаканра ӗҫленӗ, халӗ чиркӗве салатнӑ, унта е тырӑ упрамалли склад, е ташламалли вырӑн, ҫавӑнпа та шурсухалӑн ӗҫ вырӑнне улӑштарма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хусан архиепископӗ Герман святитель ячӗпе ял ҫыннисем никӗсленӗ чиркӗве халӑх ылханакан вӑтӑрмӗш ҫулта Пӑваран килнӗ кӗлмӗҫсемпе салтаксем тӗпӗ-йӗрӗпе тустарса аркатнӑ, турӑшсене кӑвайт ҫине пӑрахса ҫунтарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнтанпа чӑваш хӑйӗн кӑмӑлӗпе килӗштерсе пурӑнать: чиркӗве ҫӳресе те кӗлтӑвать, ҫав вӑхӑтрах киреметне те манмасть, хисепе хурать.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпӗ вара пӗр чиркӗве тума та пӗр пус та памастӑп, шухӑш ҫапла: мана мӗн кирлӗ, эпӗ мӗн тумалла - эпӗ хамӑн укҫапа тӑватӑп, пупсем те ҫапла туччӑр - вӗсем пурте пуян, ылттӑн нумай ҫакнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫын укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй укҫипе тавар тума пуҫлать...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 7990625370

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех