Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чир сăмах пирĕн базăра пур.
Чир (тĕпĕ: чир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пыл хурчӗсем пӗтнӗшӗн — чир, улмуҫҫисем хӑрса кайнӑшӑн хаяр сивӗ айӑплӑ иккен, вӑт еплерех шӗвӗртни унта.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Утарпа сад пахчи юхӑннӑшӑн вӗсем хӑйсене е Бархатова мар, ҫутҫанталӑкри сарӑмсӑр пулӑмсене айӑпланӑ: пыл хурчӗсене темле чир тӗп тунӑ, улмуҫҫисене хӗллехи хаяр сивӗ хӑртнӑ имӗш…

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Специалистсем вара ҫакна ҫеҫ асӑрхаттараҫҫӗ – акӑшсене ҫӑкӑр, сухари пама юрамасть, ку чир патне илсе ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

Сывлӑх пирки ан манӑр, халь пуҫланнӑ чир вӑраха тӑсӑлма пултарать.

Не забывайте о своём здоровье, болезнь, начавшаяся сейчас, может затянуться.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗрремӗш хут эпир Александр Галкин «Йывӑр чир» ачасем валли инсцинировка лартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

Кӑмӑллӑ юморпа ҫырнӑ «Хӑрушӑ, чир» комедире те, «Хӗвеллӗ кунсенче» те кулӑшла сӑнарсем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

«Хӑрушӑ чир» комедире хӑш-пӗр пуҫлӑхсем критикӑна хисеплеменнине кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Кӗнекене виҫӗ пьеса кӗртнӗ: «Опера ҫурални», «Хӑрушӑ чир» тата «Хӗвеллӗ кунсем» комеди.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Хӑй сив чир тытнӑ пек чӗтрет, сӑнӗ шурса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫавнашкал чир санӑн та пур, Караҫӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Фонд пулӑшакан 71 сайра чир ҫумне тата тепӗр япала – ҫурӑм мимин мӑй пайӗн миелопатийӗ, ӳпке вентиляцийӗн аппарачӗпе кӑткӑсланнӑскер, хушӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанри 168 ача 2021 ҫултанпа "Круг добра" ырӑлӑх фондӗнчен пулӑшу илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ln-3220551

Эпӗ янӑ чир нихӑҫан та иртмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхискере вара усал чир ҫыпҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хура чир Карлай пуҫӗ ҫине ӳктӗр.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫитмӗл те ҫичӗ тинӗс уттинче хура вӑрман, хура вӑрманта хура пурт, хура пӳртре хура сакай, хура сакайӗнче хура йӑва, хура йӑвара хура ҫӑмарта, хура ҫӑмартара хура чир.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ шӑп та лӑп ҫав хушӑра аллипе пӗр ывӑҫ тӑпра ҫатӑрласа тытрӗ те ҫӑварне пӗтӗрсе чикрӗ, ӑна чӑмласа ҫисе ячӗ те, пур вӑйне пухса, ют ҫын ҫине чир яракан асам сӑмахӗсене кала пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карчамас тӗрлӗ усал-тӗселпе пӗр чӗлхе тупать, хӑйне ҫиллентерсен такам ҫине те чир яма пултарать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Галина Николаевнӑна ял ҫыннисем чылай чухне чир шала кайсан ҫеҫ тухтӑрсем патне пыни те пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Ку чир куҫа пӗр-пӗр хытӑ япала тирӗнсен е унта каяш таврашӗ лексен пуҫланать иккен.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Шывра фтор микроэлемент ҫителӗксӗррипе, тӗрӗс апатланманнипе, час-часах пылак ҫимӗҫпе иртӗннипе, чир ӑруран ӑрӑва куҫса пынипе, шӑла вӑхӑтра тата тӗрӗс тасатманнине пула…

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех