Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑвпа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗппи пулса, мана, ҫил сӗвемне, Левен, хӑвпа пӗрле илсе кай-ха кунтан ӑҫта та пулин.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Хӑвпа ҫапла пулса иртнине тӳрех йышӑнман пулсан, мана суйма та улталама хӑтланнӑ пулсан, ҫакӑн тӑршшӗ ҫыру ҫырмӑттӑм эп.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ман аннех пулсан… ик… мана ма хӑвпа пӗрле илсе каймастӑн?..

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эсӗ пӗрне хӑвпа пӗрле шыва чӑмтаратӑн, тӑваттӑшне — ыттисем.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«У-у-у, эсрел ачи, мӗн шутласа хӑвпа пӗрле ҫак арҫури пек йытта ертсе килтӗн?

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Вӑл хӑвпа тата конкурс шайӗнче тӗнчене ҫӗнӗ юрӑсемпе паллаштарма май парать.

Возможность представить себя и новые песни всему миру в рамках ежегодных конкурсов.

Олеся Спиридоновапа Владимир Денисов «Родники» патриотизм конкурсӗнче ҫӗнтернӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/%D0%9F%D1%83%D0% ... rn-3443151

— Эсӗ хӑвпа пӗл, ҫынна ан пӗл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Санӑн хӑвпа пӗрле килнӗ хусахсене тата хӑв ертсе пыракан хурал отрядне кунтан вунпилӗк ҫухрӑмри станицӑна илсе каймалла, — ӑнлантарма тытӑнчӗ Сюльдяшов.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑвпа пӗрле кама хӑварас тен — хӑвар.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн эсӗ мана хӑвпа пӗрле телейлисен ҫӗршывне илесшӗн мар-ха?..

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑвпа пӗрле илсем ман ывӑла, патька-патша, — пуҫ тайрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мана хӑвпа пӗрле илме ыйтатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мана та халех хӑвпа пӗрле ил, Пинер, — питӗ пырасшӑн пулчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑнкӑмӑллӑхуна пулах эсӗ тин ҫеҫ-ха вӑрманта хӑвпа пӗр инкеклӗ шӑпаллӑ кӑмпаҫӑ патне пымарӑн, унпа юлташланасшӑн пулмарӑн — Шуйттан ирӗкне парӑнса, хӑвна та, кӑмпаҫӑна та тӗп турӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Акӑ сана хӑвпа пӗрле ташлакан хӗр питех те килӗшет, — тенӗ вӑл пӗр-пӗр ҫамрӑка.

Вот тебе нравится девушка, которую ты кружишь в танце, — обращалась она к какому-нибудь парню.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Каҫхине тимӗрҫӗ лаҫҫинче хӑвна валли ӗҫ тупма тӑрӑш, Фретича та хӑвпа пӗрле ил.

Да постарайся вечером найти себе какую-нибудь работу в кузнице и тащи с собой Фретича.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Акӑ, сана валли халӑх юррисем, хӑвпа илме пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Апла тесен, кум, хӑвпа пӗрле Уҫкана илсе кай.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ халӑх хушшине укҫа пухма тухнӑ чух хӑвпа пӗрле укҫа чиксе тух.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Данилова хӑвпа пӗрле ҫаклат та шурӑ пӑрахутпа Атӑл тӑрӑх иш анчах!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех