Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хуҫӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Хуҫӑк (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗртакран хуҫӑк ура мыскари малалла тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Кӑмӑл хуҫӑк, вӗренме кӗрес шанӑҫ пӗтнӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Хуҫӑк пилӗкрен кам ыталӗ?! — янӑрарӗ Клавӑн илемлӗ сасси.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ӗҫ кӑтартӑвӗн хӑми умӗнче хуҫӑк кӑмӑллӑ Алексей тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Киле Ирина ӗне чӑмланӑ хыҫҫӑнхи пек йывӑр шӑм-шакпа, хуҫӑк кӑмӑлпа ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Архипов хуҫӑк, анчах мӗн шутланине туса пӗтерес кӑмӑлпа ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Киле хуҫӑк кӑмӑлпа тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Шалаллах кӗрсе пыратпӑр, — аллинчи хуҫӑк туратпа анӑҫалла тӗллесе кӑтартрӗ Дубов.

Куҫарса пулӑш

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӗрет, ӗсӗклет хуҫӑк хурӑн.

Куҫарса пулӑш

Фронтовик сӑмахӗ // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.

Ҫитменнине тата ҫак тапхӑрта хӑва хулли уйрӑмах пиҫӗ, лайӑх авӑнать, ҫулла турачӗсем ытла хуҫӑк, ҫавӑнпа та вӗсенчен авма питӗ йывӑр, - каласа парать алӑсти.

К тому же в этот период ивовая лоза особенно гибка, а летом ветки слишком ломкие, поэтому плести из них очень сложно, — рассказывает мастер.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Хуҫӑк мӑйракаллӑ ӗне ӗне-и вӑл?

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Хура пӗркенчӗксене» вуланӑ иккен, эп редакцие хуҫӑк кӑмӑлпа ҫырнӑ ҫыру пирки те илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

«Килтен хуҫӑк пӑта та йӑтса ан тух, урамран чавса тӑршшӗ хӑма пуҫӗ те пулин йӑтса таврӑн», — тетчӗ вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Халь ачи-пӑчи виҫҫӗ таранах, — хуҫӑк сӑмсаллӑ карттусне ҫамки ҫине пусарах лартрӗ Трахви.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сулагаев кӳрши, лутра пӳллӗ кутамас ҫамрӑк арҫын, вараланчӑк комбинезонпа хуҫӑк сӑмсаллӑ карттус тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Апла пулин те хайхи чечек ҫыххи Инесса аллине лекеймен, ӑна Якур мучин хуҫӑк мӑйракаллӑ качаки ҫисе янӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Авӑ, хуҫӑк юман ҫумӗнче!

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик хӑйӗн тимӗрҫ лаҫҫипе юнашар ларакан хуҫӑк туратлӑ юман кутӗнче шухӑша кайнӑ пек пулса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӳллӗ карта тытса ҫаврӑннӑ ватӑ ҫӑка сивӗ илсе килнӗ ҫу уйӑхне хуҫӑк тураттисемпе юна-юна ятлать, ӑшӑ куна йыхӑрманшӑн вӑрҫать.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуҫӑк турат тӗпӗсене пырса тӑрӑнасран сыхланасси те пуҫра та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех