Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хусана (тĕпĕ: Хусан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Матӗрне килне-ҫуртне, пахчине, выльӑх-чӗрлӗхне аппӑшне парса хӑварчӗ те Хусана тухса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хусана пӑрахут кӑнтӑрла тӗлнелле ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппанӑн Хусана кӑнтӑрлачченех ҫитсе ӗҫе пуҫӑнас килет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малалла вара пирӗн пуйӑспа Хусана ҫитмелле, унтан автобуспа Шупашкара каймалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Питӗнчен ҫапмастчӗҫ — Хусана «йӗркеллӗ сӑн-сӑпатпа» илсе ҫитерме хушнӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тутар АССР НКВД Следстви управленийӗн пуҫлӑхне Дорфман подполковника мӑшӑрне «халӑх тӑшманӗ» тесе сасартӑках арестленӗ хыҫҫӑн ырӑ хӗрсемпе ӳсӗрле аскӑнланса ҫӳренӗшӗн — «за аморальное поведение» нумай пулмасть званине чакарса Мускавран Хусана куҫарнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапла Ваҫиле Хусана, Хура кӳлле лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Юлашкинчен Хусантан приказ килнӗ: «В.Ф. Кузнецова гражданкӑна тата унпа пӗр каварлӑ, контрреволюциллӗ организацин ертӳҫи пулма пултаракан Е.С. Подоприхина халех Хусана илсе ҫитермелле».

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хусана.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Телеграфистка ҫак пӗлтерӗве Хусана ярса панӑ хыҫҫӑн ҫур сехетрен вӑл унтан хурав илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шел, Кабаргас уполномоченнӑй ҫук паян — Хусана отчет пама чӗнтернӗччӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хусана пуйӑс хӑҫан пулать? — кӗтесре тӗлӗрекен арҫынран ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Савелий Прокофьевич Ваҫилене хӑйӗн тӑван Вырӑс Макулово ялне илсе ҫитерчӗ, Хусана ҫитме кӗске ҫул кӑтартса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хусана.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тен, Кабаргас Хусана кайрӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫулла пулнӑ-тӑк вӑл Хураҫӗрте пӑрахут ҫине ларӗччӗ те часах Хусана ҫитӗччӗ, халӗ вара унӑн ҫӗр аллӑ ҫухрӑма яхӑн ҫуран танккама тивет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӳтӗлекен те ҫук — Подоприхина Хусана чӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче Егор Силыч Подоприхин, «Малалла» колхозӑн ҫӗнӗ председателӗ, районтан ҫӗнӗ хыпарпа тавранчӗ: пӗр колхознике Хусана ямалла — зоотехнике вӗренме.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хураҫӗр пристанӗнче вӗсене «Джамбул» пӑрахут ҫине лартрӗҫ те Хусана илсе кайрӗҫ, унтан тата малалла — мари вӑрманне.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Раштавӑн 20-мӗшӗччен вара Хусана ҫитерекен ҫул та ӗҫлесе каймалла.

А 20 декабря должен заработать и тот участок, который соединит дорогу с Казанью.

«Мускав – Хусан» ҫул кӗҫех уҫӑлӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35838.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех