Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хусан сăмах пирĕн базăра пур.
Хусан (тĕпĕ: Хусан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Орлова юлташ пӗр вӑхӑт, Мускавпа Хусан чугун ҫул Управленийӗ ун мӑшӑрне Вӑрмар станцине куҫарсан, Вӑрмар вӑтам шкулӗнче ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Паллӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗнче тата Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тунисен ӗҫ паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗнче туса ирттернӗ ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе те усӑ курӑпӑр.

Свое применение найдут и результаты работы, проведенной в Год выдающихся земляков и Год трудового подвига строителей Сурского и Казанского оборонительных рубежей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кӑларӑм XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи тата XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнчи Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнийӗсенчи ялсен пурнӑҫӗпе паллаштарать.

Выпуск ознакомит с деревенской жизнью Казанской и Симбирской губерний во второй половине XIX и начале XX века.

Авалхи ял пурнӑҫӗпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34137.html

Сӑмах майӗн каласан, Никольский халӗ Хусан университечӗн профессорӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Василий Григорьевич Григорьев Хусан кӗпӗрнинчи Сӗнтӗрвӑрри таврашӗнчен килнӗ, улттӑмӗш ҫул Слакпуҫ шкулӗнче вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ун умӗнчех Нина Сарилова музыка училищинчен вӗренсе тухрӗ те Хусан консерваторине кайса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӗҫсемпе событисем Атӑл тӑрӑхӗнчи ялсемпе хуласенче, пуринчен ытларах Энӗш шывӗ тӑрӑхӗнчи вырӑнта, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗпе ҫак ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртнине эпир романра кӑтартса панӑ ял-хула, хир-вӑрман, шыв-шур ячӗсенчен те сӑнласа панӑ, пӗтӗм ҫӗршыв пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑнӑ событисемпе пулӑмсенчен те куратпӑр: Варасӑр, Вӑлпуҫ, Минкӗш, Шӗмшер, Аманик, Пакӑш, Кармӑш, Шупашкар, Хусан, 1904 ҫулхи Российӑпа Япони хушшинчи вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ эпизодсем, 1905 ҫулхи Питӗр хулинчи юнлӑ вырсарникун, 1905–1906 ҫулсенчи чӑваш ҫӗршывӗнче пулса иртнӗ пӑлханусем т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Сутӑнчӑк упӑшкине пула, Кӗтерук Мошков уретник пӑшалӗнчен вилет, Микула арӑмне, Анука, вӑл халӑха кӗрешӳре ертсе пыраканнисенчен пӗри пулнине пӗлсе ҫитсен, тытса арестлеҫҫӗ, Хусан тӗрмине ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Халь ун умӗнче нумай миллионлӑ хресченсен, Хусан кӗпӗрнинче пурӑнакан кая юлнӑ вырӑс мар нацин представителӗ ларать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара, ку таранччен Хусан хулинчен инҫех кайса курманскер, ют патшалӑхри хуҫасемпе суту-илӳ пуҫарса, вӗсен ҫӗршывне те кайса курӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Иртнӗ хӗлле ҫеҫ-ха, — аса илчӗ Макҫӑм, — кӳршӗ ялти усламҫа, Хусан хулинчен та-вар тиесе таврӑннӑ чухне тапӑнса, тӑварне ҫаратса юлнӑ, хӑйне вӗлерсе ҫуна ҫине вырттарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтӗм чӑвашьенре кӑна мар, Чулхулапа Чӗмпӗр, Теччӗпе Хусан таранах сарӑлнӑ Ишек чиркӗвӗн чапӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул — малалла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыран ӑна Хусан пульницине илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хусан университетӗнче Василий Александрович нимӗҫ чӗлхине вӗрентекен профессора ҫӑмӑллӑнах шыраса тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл икӗ лавне унта тӑратса хӑварнӑ, виҫҫӗмӗшпе лавкка патне пырса чарӑннӑ, икӗ хуралҫине те тӑлӑпӗсемпе хупласа ҫыхса пӑрахнӑ та Хусан хӗррине ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лавӗсемпе ҫыннисене хула хӗрринчи хваттере хӑварса, хӑй виҫӗ кун Хусан тӑрӑх сӑнаса ҫӳренӗ — кама ҫаратмаллине шухӑшласа хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытти ялсенчи мечӗтсем те, Хусан та пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑн чухне Петӗр ҫав питӗ вӑйлӑ, шиксӗр чӑваш Хусан сабантуйӗнче халиччен чапа тухнӑ мӗнпур тутарсене ҫӗнтерсе паттӑра тухнине курнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫинчен Хусан тутарӗсем патне те хыпар ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нумайӑшӗ вӑл вӑхӑтра чунтан ӗненсех ҫапла шутларӗ пулмалла: ак Мӗшӑпа Кӑкшан тӑрӑхӗнчи, Ар-Сӗнтӗрти пӑлхавҫӑсене сапаласа ятӑмӑр, вӗсен пуҫлӑхӗсене тӗрлӗ майпа пӗрерӗн-пӗрерӗн пӗтерсе тӑкрӑмӑр: тек вӑйлӑ пӑтӑрмах пулассине кӗтмелли ҫук, малашне Хусан ҫывӑхӗнче, Атӑлпа Шур Атӑл таврашӗнче лӑпкӑ пурнӑҫ пуҫланать терӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех