Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хурсем (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах ҫак вӑхӑтра хурсем чӗпӗ кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

— Эй, мур илесшӗ, — ятлаҫрӗ кайран Йӑкӑнат, — ара, хурсем тырӑ ҫинче ҫӳренӗшӗн мӗн пулать, виҫӗмҫул та, пӗлтӗр те чиперех ҫӳрерӗҫ, пирӗн кӑна та мар, Лявуксен те, ҫав хылчӑклӑ тырӑ пучаххисене ҫиме хурсем ухмах та мар.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

«Кайӑк хурсем килнӗ чух ҫуралчӗ, кайӑк пек, ҫунатлӑ пулать пуль ку ача», — тенӗ тӗшмӗш эпи карчӑк ман пирки.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каччи ҫатракаланни тата йытӑпа хурсем шав ҫӗклени Анукшӑн кулӑшла туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Такам хапхи умӗнче аҫа хурсем тӑлӑххӑн какӑлтатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепре пӑхсан вӗсем хӑрушӑ япала курчӗҫ: тӳперен, кайӑк хурсем вӗҫсе иртнӗ тӗлтен, хула ҫине тем пысӑкӑш ҫӗр муклашкисем, чул татӑкӗсем, пӗрене сыпӑкӗсем, ҫынсем йӑтӑнса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫ тӑррипе кӑнтӑралла васкакан кайӑк хурсем карталанса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӳршӗ картишӗнче пӗлтӗртенпе нимӗн те улшӑнман, хӳме ҫумӗнче, унчченхи пекех, вут купи выртать, картишӗнче шыв валашки патӗнче хурсем какалаҫҫӗ, пусма умӗнче тем пысӑкӑш ҫилӗллӗ хӑмӑр ӗне кавлесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта чӑхсем ҫеҫ мар, хурсем те, кӑвакалсем те тем чухлех!

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Таҫта хурсем какӑлтатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хурсем ҫухалнӑшӑн пурте кулянатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ирхине пӑхатпӑр: хурсем пӗри те ҫук, таҫта ҫухалнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳрт умӗнче чӗмсӗр хурсем ларса юлчӗҫ.

Возле дома тихо сидели еще не проснувшиеся гуси.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хурсем пек ҫаплах пӗр-пӗрин хыҫҫӑн утса — Ивук малта, ун хыҫӗнче Петӗр — вӗсем пасарти трактире пырса кӗчӗҫ.

Ступая все так же след в след, Ивук и Педер дошли до базарного трактира.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Таҫта тӗттӗм тӳпере кайӑк хурсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ пек какӑлтатаҫҫӗ — ӑшӑ енчен килӗсене таврӑнаҫҫӗ ӗнтӗ.

В темном небе перекликаются невидимые дикие гуси — возвращаются из теплых стран к себе на родину.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чи малтанах хурсем вӑранчӗҫ — Какӑлтатаҫҫӗ кӳлӗре; Ҫерҫи те ҫывӑрса тӑранчӗ: Вӑл чӗвиклетрӗ хӳтӗре.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Атӑлпа Сӑр тӑрӑх кайӑк хурсем карталанса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуртсен ҫывӑхӗнчи картасенче кун каҫа сӗтеклӗ апат ҫинӗ ӗне-сурӑх кавленине илтме пулать, теплере пӗрре тата ҫӗр хута ҫывӑрма пӗлмен кушакпа е хӑйсене сыхлакан йытӑпа тавлашса хурсем шуйханса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шартах сикнӗ хурсем пурте пӗрле кикаклатса шавласа илчӗҫ, палламан ҫын ҫуначӗсемпе ҫапкаланакан хура йӑтса вӑрман чӑтлӑхнелле кӗрсе кайрӗ.

Загоготало разом встревоженное стадо, и незнакомец с трепыхавшимся гусем бросился в чащу.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пӗччен хӗнтерех, эпӗ тытӑнса пӑхрӑм, иккӗн тупатпӑрах, унта, тӗмсем хушшинче, хурсем ҫӳреҫҫӗ, ҫамрӑкскерсем.

Одному трудно, я пробовал уже, а вдвоем достанем. Тут в кустах гуси бродят, здоровые.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех