Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хурапа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрлӗ ҫинчи чӑпар тӗрре уҫӑмлӑ кӑтартмашкӑн хушшисене хурапа е шурӑпа уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ачаран хурапа шурра нумай тӳссе ирттернӗскерсен калаҫса сӑмах пӗтес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӑй таранах хурапа шурра курнӑ салтакшӑн вара ку пачах та пуҫ ватмӑш мар.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Хурапа шурӑ тӗслӗ кофта, кӑвак джинс, хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ.

В кофточке черно-белого цвета, в синих джинсах, коричневых ботинках.

46 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35600.html

Пӗлместӗп, кама мӗнле те, «тӑнӑҫ» текен ӑнлава та таҫта кайса вуҫӗпех ҫухалайманскере, ӑнӑҫлӑн каялла мӗнле тавӑрасси пирки пинӗн-пинӗн (е пинӗ-пинӗпе) шутлаҫҫӗ пек ҫавах: пӗр чарӑнми сӳтсе яваҫҫӗ (интернет пирӗнпе ку пурнӑҫра ялан пулмашкӑн ахальтен килмен пулӗ тесе те шутлакаласа илетпӗр!), хурапа шурра халӗ хӑвӑртрах уйӑрма таҫта та – ҫав-ҫавах парка курӑнакан ялпа хулара та вӗрентме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫак вӑхӑтсенчи пек радиона та ытлашши тӑнласах итлемен пулӗ…» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/22

Анчах Пуриспа арӑмӗн кӗтнӗ кайӑк йӑвара пулмарӗ: хурапа ҫӗнсе илнӗ «ирӗкре» ҫамрӑк мӑшӑр кун-ҫулне пӗртте ҫутӑ телей хӗвелӗ ҫутатмарӗ, чуп-чуп уйӑхӗ тӳп-тӳп уйӑхӗпе ылмашӑнчӗ (Пурис «туяннӑ шӑрҫа ҫурӑк пулнӑ» иккен!), Зина хырӑм хыҫҫӑн хырӑм ӳкерчӗ, каллех наркотик тыткӑнне лекрӗ (паян та вӑл ҫав чиртен пульницӑра стационарлӑ майпах сипленет).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫук вӗт, пурнӑҫӑн хурапа шуррине пӗтӗм енлӗн тутанса пӑхнӑ хӗрарӑмӑн ӗмӗр ватӑлми, тӳсӗмлӗ чӗринче халӗ те сӳнмен кӑвар тӗлкӗшкелесе илет.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Вӗсем пурте хулӗсем ҫине хурапа тыттарнӑ хӗрлӗ хӑмач татӑкӗсем ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тупа тӑвакансенчен хӑш-пӗрисем, ҫивӗчрех ӑслисем, пурнӑҫра хурапа шурра ытларах курнисем, умрине чухлама пӗлекеннисем, ҫакна туймасӑр тӑма пултараймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн пытармалли, Иливана хӑй пек хӗр ача кирлӗ, пуҫтах та вӗҫкӗн марри, сӑпаййи, хурапа шурра ӑнланаканни.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир кӗрӳпе иксӗмӗр хурапа шурра тӳссе курнӑ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Нумай курнӑ хурапа шурра.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ули те тӗрлӗрен — шурӑпа хӗрлӗ хутӑш, шурӑпа хура, хурапа хӗрлӗ…

Причем пестрые тоже разные — с белыми и рыжими пятнами, с белыми и черными, с черными и рыжими…

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Анчах пӗчӗклех хурапа шурра нумай курнӑ хӗр ача хӑйӗн кӑмӑлне хытарма пултарчӗ, нимӗн чухлӗ макӑрса кӑтартмарӗ, эс часрах хӑваласа ҫит вара терӗ те Ятламас ҫумне кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хурапа шурра чухласах каймасть.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пурнӑҫра эс хурапа шурра нумай курнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анкартине хыт хурапа вӗлтрен пусса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Ку эрне зебрӑна аса илтерӗ: хурапа шурри черетленсех тӑрӗ.

Этот период будет напоминать зебру из-за того, что события будут чередоваться с хороших на плохие и наоборот.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сахал тӳссе ирттертӗм-и хурапа шурра?

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрача йӗкӗлтени — хурапа шурӑ курма ӗлкӗрнӗ ҫыннӑн пуҫне ҫавӑраймӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех