Шырав
Шырав ĕçĕ:
33. Хорив тӑвӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа мана, Ездрӑна, Израиль патне кайма хушрӗ.33. Я, Ездра, получил на горе Орив повеление от Господа идти к Израилю.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Манӑн Моисей чурамӑн саккунне асра тытӑр, ҫав саккуна Эпӗ ӑна Хорив тӑвӗ ҫинче пӗтӗм Израиль валли панӑ, ҫавӑн пекех Эпӗ панӑ ӳкӗтсемпе йӗркесене те асра тытӑр.
Мал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вилнӗ ҫынна эсӗ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Ҫӳлти Турӑ сӑмахӗпе ӑна тамӑкран кӑларнӑ; 6. эсӗ патшасене вилӗм кӳнӗ, чаплӑ ҫынсене выртакан вырӑнӗ ҫинчех пӗтернӗ; 7. Синай тӑвӗ ҫинче эсӗ вӗсене питленине, Хорив тӑвӗ ҫинче тавӑру сучӗ ҫитессине илтнӗ; 8. вӗсене тавӑрмашкӑн эсӗ ҫу сӗрсе патшасем лартнӑ, хӑвӑн вырӑнна юлма пророксем суйланӑ; 9. вут-ҫулӑмлӑ ҫавраҫил сана вутлӑ утсем кӳлнӗ урапапа тӳпене ҫӗклесе илсе кайнӑ; 10. сан ҫинчен Турӑ ҫырӑвӗнче ҫырнӑ: хӑй вӑхӑтӗнче эсӗ Турӑ ҫилли тулса ҫитиччен ӑна пусарма хатӗр пулӑн, ашшӗ кӑмӑлне ывӑлӗ енне ҫавӑрӑн, Иаков йӑхне ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратӑн, тенӗ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хорив тӑвӗ патӗнче пӑру кӗлетки тунӑ, шӑратса тунӑ кӗлеткене пуҫҫапнӑ; 20. хӑйсенӗн чапне курӑк ҫиекен вӑкӑр кӗлеткипе улӑштарнӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саккун арчинче икӗ чул хӑмасӑр пуҫне нимӗн те пулман, вӗсене унта Моисей Хорив тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Египетран ҫӑлӑнса тухнӑ Израиль ывӑлӗсемпе халал хывнӑ чухне, хунӑ пулнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Илия ӗнтӗ Хорив патӗнчен кайнӑ та Елисее, Сафат ывӑлне, суха тунӑ ҫӗрте шыраса тупнӑ; Елисейӗн вуникӗ акр ҫӗр пулнӑ, вӑл шӑпах вуниккӗмӗш акрне сухаланӑ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Илия тӑнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, унтан, ҫав апатпа вӑй илсе, хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ Турӑ тӑвӗ патне — Хорив патне — ҫитиччен утнӑ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Саккун арчинче икӗ чул хӑмасӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулман; вӗсене унта Моисей Хорив тӑвӗ ҫинче, Ҫӳлхуҫа Египетран илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсемпе халал хывнӑ чухне хунӑ пулнӑ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсемпе Хорив тӑвӗ ҫинче хывнӑ халалсӑр пуҫне тата Моисее вӗсемпе Моав ҫӗрӗнче ҫакӑн пек халал хывма хушнӑ.
Аст 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана хӑвӑр хушшӑртан, хӑвӑн тӑванусем хушшинчен, ман пек пророк кӑларса парӗ, Ӑна итлӗр; 16. мӗншӗн тесессӗн эсӗ Хорив патӗнче пуху кунӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррунтан ҫапла каласа ыйтрӑн: ӳлӗмрен мана хамӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑн сасси ан илтӗнтӗрччӗ, ҫак хӑватлӑ вут-ҫулӑм та мана урӑх ан курӑнтӑрччӗ — манӑн вилес марччӗ, терӗн.
Аст 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫана эсир Хорив тӑвӗ патӗнче те тарӑхтартӑр, Вӑл сире ҫилленсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сире пӗтерсех тӑкасшӑнччӗ, 9. эпӗ ун чухне ту ҫине чул хӑмасем — Ҫӳлхуҫамӑр сирӗнпе хывнӑ халал сӑмахӗсене ҫырнӑ хӑмасене — илме улӑхнӑччӗ, унта хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пурӑннӑччӗ, ҫӑкӑр та ҫименччӗ, шыв та ӗҫменччӗ, 10. Ҫӳлхуҫа мана Хӑй аллипе ҫырнӑ икӗ чул хӑма пачӗ, вӗсем ҫине Ҫӳлхуҫамӑр сире пуху кунӗ ту ҫинче вут-ҫулӑм ӑшӗнчен каланӑ пӗтӗм сӑмаха [ҫырнӑччӗ].
Аст 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа, пирӗн Туррӑмӑр, Хорив тӑвӗ ҫинче пирӗнпе халал хыврӗ; 3. ҫакӑ халала Ҫӳлхуҫамӑр пирӗн аттемӗрсемпе мар, пирӗнпе, ҫакӑнта паян чӗрӗ тӑракансемпе, хыврӗ.
Аст 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫакна хӑвӑр чунӑрта ҫирӗп тытӑр: Ҫӳлхуҫа Хорив [тӑвӗ] ҫинче тӑрса сирӗнпе вут-ҫулӑм ӑшӗнчен калаҫнӑ кун эсир нимӗнле сӑн та курман, 16. ирсӗрленсе, сирӗн хӑвӑр валли суя турӑ кӗлеткисем, арҫын е хӗрарӑм евӗрлӗ йӗрӗхсем, 17. ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр выльӑх кӗлетки, пӗлӗт айӗнче вӗҫсе ҫӳрекен пӗр-пӗр ҫунатлӑ кайӑк кӗлетки, 18. ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр [ҫӗлен-калта] кӗлетки, ҫӗртен аялта шывра ишсе ҫӳрекен пӗр-пӗр пулӑ кӗлетки тумалла ан пултӑр; 19. санӑн тата тӳпе ҫине пӑхса, хӗвеле, уйӑха, ҫӑлтӑрсене [тата] ҫӳлти пӗтӗм ҫара курса, сӑхланса ӳксе, вӗсене пуҫҫапса пурӑнмалла ан пултӑр, вӗсене пӑхӑнса тӑмалла ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, вӗсене пӗтӗм тӳпе айӗнчи пур халӑх валли те туса панӑ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпир вара, Ҫӳлхуҫа, Туррӑмӑр, хушнӑ пек, Хорив тӑвӗ патӗнчен тапранса тухрӑмӑр та хӑвӑр курнӑ аслӑ та хӑрушӑ пушхир тӑрӑх Аморрей тӑвӗ еннелле выртакан ҫулпала килтӗмӗр, ҫапла Кадес-Варние ҫитрӗмӗр.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак сӑмахсем вӗсем Моисей пӗтӗм Израиль халӑхне каланӑ сӑмахсем: кӑна вӑл Иордан леш енчи Суфпа тӗлме-тӗл тӳремлӗхри пушхирте, Фаранпа Тофел, Лаван, Асироф тата Дизагав хушшинче, 2. Хорив тӑвӗ патӗнчен вунпӗр кун кайсассӑн, Сеир тӑвӗнчен Кадес-Варни патнелле выртакан ҫул ҫинче чарӑнса тӑрсассӑн каланӑ.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль ывӑлӗсем Хорив тӑвӗ патӗнче хӑйсен эрешӗсене хывса хунӑ.6. Сыны Израилевы сняли с себя украшения свои у горы Хорива.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗррехинче вӑл кӗтӗве аякка пушхире хӑваласа кайнӑ та Турӑ тӑвӗ патне, Хорив патне, пырса ҫитнӗ.Однажды провел он стадо далеко в пустыню и пришел к горе Божией, Хориву.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1