Шырав
Шырав ĕçĕ:
65. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иудӑпа унӑн тӑванӗсем, кӑнтӑр енчи ҫӗре кайса, Исав ывӑлӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, Хеврон хулипе унӑн ялӗсене парӑнтарнӑ, ун тӗрекне аркатса тӑкнӑ, ун таврашӗнчи пашнесене ҫунтарса янӑ, 66. унтан, ют халӑх ҫӗрне кайма тесе, вӗсем тӑвалла хӑпарнӑ, Самари ҫӗрӗ витӗр тухнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл тӗреклӗлетнӗ хуласем: Вифлеем, Ефам, Фекоя, 7. Вефцур, Сохо, Одоллам, 8. Геф, Мареша, Зиф, 9. Адораим, Лахис, Азека, 10. Цора, Аиалон, Хеврон.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хеврон ҫыннисен пуҫлӑхӗ Хеврон ӑрӑвӗн ҫынни Иерия пулнӑ.31. У племени Хевронова Иерия был главою Хевронян, в их родах, в поколениях.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хеврон ӑрӑвӗнчен: Хашавияпа ун тӑванӗсем — хастар ҫынсем, пин те ҫичҫӗр ҫын — Израильре, Иордан ку енчи анӑҫ ҫӗрӗнче Ҫӳлхуҫашӑн мӗнле ӗҫлесе тӑнине, патша ӗҫӗ мӗнле пулса пынине сӑнаса тӑнӑ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иехиел ывӑлӗсем: Зефампа унӑн пӗртӑванӗ Иоиль, вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хаклӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑнӑ; 23. вӗсем ҫак ӗҫе Амрам, Ицгар, Хеврон тата Озиил тӑхӑмӗсемпе пӗрле туса тӑнӑ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Левийӗн ытти ывӑлӗсем: Амрам ывӑлӗсенчен: Шуваил; Шуваил ывӑлӗсенчен: Иедия; 21. Рехавия ӑрӑвӗнчен: Рехавия ывӑлӗсенчен Ишшия пӗрремӗшӗ пулнӑ; 22. Ицгар ӑрӑвӗнчен: Шеломоф; Шеломоф ывӑлӗсенчен: Иахав; 23. Хеврон ывӑлӗсенчен: пӗрремӗшӗ — Иерия, иккӗмӗшӗ — Амария, виҫҫӗмӗшӗ — Иахазиил, тӑваттӑмӗшӗ — Иекамам.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хеврон ывӑлӗсем: пӗрремӗшӗ — Иерия, иккӗмӗшӗ — Амария, виҫҫӗмӗшӗ — Иахазиил, тӑваттӑмӗшӗ — Иекамам.19. Сыновья Хеврона: первый Иерия и второй Амария, третий Иахазиил и четвертый Иекамам.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кааф ывӑлӗсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Озиил — тӑваттӑн.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Давид ӗнтӗ Аарон ывӑлӗсемпе левитсене чӗнсе илнӗ: 5. унта Кааф ывӑлӗсенчен ҫӗр ҫирӗм ҫын пулнӑ, вӗсен пуҫлӑхӗ Уриил пулнӑ; 6. Мерари ывӑлӗсенчен — икҫӗр ҫирӗм ҫын, вӗсен пуҫлӑхӗ Асаия; 7. Гирсон ывӑлӗсенчен — ҫӗр вӑтӑр ҫын, вӗсен пуҫлӑхӗ Иоиль; 8. Елисафан ывӑлӗсенчен — икҫӗрӗн, вӗсен пуҫлӑхӗ Шемаия; 9. Хеврон ывӑлӗсенчен — сакӑрвуннӑн, вӗсен пуҫлӑхӗ Елиел; 10. Узиил ывӑлӗсенчен — ҫӗр вуниккӗн, вӗсен пуҫлӑхӗ Аминадав.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Акӑ Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсем пурӑнакан ял-хула: пӗрремӗш шӑпа Кааф ӑрӑвне тухнӑ, 55. вӗсене Иуда ҫӗрӗнчи Хеврон хулине тата ун таврашӗнчи уй-хире панӑ; 56. ҫак хула хирӗсене тата ялӗсене вара Халева, Иефонния ывӑлне, панӑ.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Кааф ывӑлӗсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Узиил.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кааф ывӑлӗсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Узиил.
1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Хеврон ывӑлӗсем: Корей, Таппаух, Рекем тата Шема.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Иерахмеилпа пӗртӑван Халев ывӑлӗсем: малтанхи ывӑлӗ Меша, вӑл — Зиф ашшӗ; иккӗмӗш ывӑлӗ — Мареша, вӑл — Хеврон ашшӗ.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид Израиль патшалӑхне хӗрӗх ҫул тытса тӑнӑ: Хеврон хулинче вӑл ҫичӗ ҫул, Иерусалимра вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене те Давид хӑйсен кил-йышӗпе пӗрле илсе кайнӑ, вӗсем Хеврон хулинче вырӑнаҫнӑ.3. И людей, бывших с ним, привел Давид, каждого с семейством его, и поселились в городе Хевроне.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Самсон ҫур ҫӗрччен ҫывӑрнӑ; ҫӗр варринче тӑрса хула хапхин алӑкне икӗ янахӗнчен ҫатӑрласа илнӗ те сӑлӑпӗ-мӗнӗпех ҫӗклесе хулпуҫҫийӗ ҫине ҫавӑрса хунӑ, ӑна Хеврон еннелле каякан ҫул ҫинче ларакан ту тӑррине йӑтса кайнӑ, [ҫавӑнта пӑрахса хӑварнӑ].
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Моисей каланӑ пек, Хеврон хулине Халева панӑ, [тата вӑл ҫавӑнта Енак ывӑлӗсен виҫӗ хулине еткере илнӗ], ҫавӑнтан Енакӑн виҫӗ ывӑлне хӑваласа янӑ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унтан Иуда Хеврон хулинче [унччен вӑл Кириаф-Арба ятлӑ пулнӑ] пурӑнакан ханаансене тапӑннӑ, [Енак йӑхӗн ҫыннисене] Шешая, Ахимана тата Фалмая тӗп тунӑ.
Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кунта Иуда ывӑлӗсен йӑхӗнчен, Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен [тата Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчен] уйӑрса панӑ хуласен ятне асӑннӑ: 10. Левий йӑхӗнчи Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсене [вӗсене пӗрремӗш шӑпа тухнӑран] 11. Иуда тӑвӗ ҫинче ларакан Кириаф-Арба хулипе ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ; вӑл Енак ашшӗн хули пулнӑ, тепӗр тӗрлӗ ӑна Хеврон тенӗ; 12. ҫав хулан хирӗсемпе ялӗсене вара Халева — Иефонния ывӑлне — еткерлӗхе панӑ.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2