Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хваттер сăмах пирĕн базăра пур.
Хваттер (тĕпĕ: хваттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн икӗ пӳлӗмлӗ хваттер, дача пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Лектор ҫитрӗ, ӑна хваттер тупса панӑ: зала тирпейленӗ, сӗтел ҫине хӗрлӗ ҫитти сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫавӑн пирки хваттер хуҫипе калаҫса татӑлма пӗр-пӗр кун пирӗн пата кӗрсе тухмалла сирӗн.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Хваттер тупма тӑрӑшмалла сирӗн — унта пур енчен те канлӗ, — кӑвак куҫне шуххӑн вылянтарчӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Юлашкинчен округ пурнӑҫӗпе аталанӑвне, вӗрентӳпе воспитани ӗҫне пысӑк тӳпе хывнисене наградӑсемпе чысланӑ, пилӗк ҫемьене хваттер туянма е пурӑнмалли ҫурт-йӗр тума социаллӑ тӳлев илме право пуррине ҫирӗплетекен свидетельствӑсем панӑ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Шутсӑр кирлӗ ҫын тесех пуль ӗнтӗ ӑна тӳрех лайӑх хваттер пачӗҫ, арӑмне ӗҫе вырнаҫтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

— Ҫук, саншӑн ывӑнма пӗлем-и, манӑн кӑвакарчӑнӑм, — тет, — акӑ, тепӗр уйӑхран мана ҫӗнӗ хваттер параҫҫӗ — иксӗмӗр унта ҫӑтмахри кайӑксем пек юрласа пурӑнӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Хваттер ҫинчен, пахча ҫинчен Маруся мана эпӗ пырса кӗрсенех каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тепӗр пайне ачасене пухӑнма укҫалла хваттер янӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫак вӑхӑтра хваттер алӑкне тул енчен такамсем ҫӗр чӗтренмелле тӳн-тӳн-тӳн тӳнккесе, танлаттарса-танкӑртаттарса илчӗҫ, хыҫҫӑнах унта талӑкри сысна ҫури ҫихӗрсе ячӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫӗнӗ, вун икӗ хутлӑ ҫуртра хваттер илсен, Дружока, йыт ҫӳппи вырӑнне ҫеҫ хурса, хуҫисем урамалла тапса кӑна хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хваттер хуҫинчен аван мар, эпӗ кӗретӗп.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ревлен Петрович хваттер алӑкне тӗртсе пӑхрӗ, питӗрмен иккен.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Паллашӑр… ку манӑн Аля, хваттер хуҫи йӑмӑкӗн хӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

— Лайӑххӑнах шутламан-ха, пӗрре шутлатӑп та каяс пуль тетӗп, ҫавах та икӗ пӳлӗмлӗ хваттер.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Социаллӑ программӑсемпе 145 ҫемье хваттер илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

2008-2009 ҫулсенче хваттер туянас текенсем сахалланнипе куҫман пурлӑх йӳнелнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

2014 ҫулта 862,1 пин тӑваткал метр лаптӑклӑ 12,1 пин хваттер ҫӗкленӗ /2013 ҫулхинчен 3 процент ытларах/.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Тин ҫеҫ виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Ҫитес кунсенчех канашлу ирттермелле, ҫавӑнпа та хальтерехех шанчӑклӑ хваттер тупса хатӗрлес пулать.

Затем нужно еще подыскать квартиру для ближайшего совещания.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех