Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хайхискер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аран аса илчӗ вӑрманҫӑ ку камне: кроссворд шӗкӗлчесе тӗлӗнтерсе хӑварнӑ «Лжехристос» пулчӗ хайхискер.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Акӑ, хайхискер, мехел, патнех-патнех ҫывхарчӗ, ҫитрӗ — сиссе та юлаймарӑмӑр, чечек сиксе тухрӗ, анасларӗ те сарӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Чӗтрекен пӳрнисемпе конверта пӗр пуҫӗнчен ҫурчӗ хайхискер, хӑмӑртарах хут таткине туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗрле хайхискер чӑн-чӑнах Улькана кура пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хайхискер тӳрех тарӑхса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ҫӑкалӑх шыраса вӑрмана самаях шала кӗрсе каять хайхискер.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Хайхискер ман пата ҫывӑхарах пычӗ те: — Эсӗ, ачамккӑ, калаҫма лайӑх калаҫан таха, анчах тӗп тӗллевне каламастӑн, хӑвӑр пирки те ытлашши пуплеместӗн, — тет.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Эсӗ мана ма улталан? — тапӑнчӗ хайхискер килнӗ ҫынна.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Асӑрхаман та хайхискер, анатри склад эстакади ҫумӗнче кӗҫех пӗр хӗре пырса тӑрӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пулӑшаканӗ пулма хайхискер Ҫтаппана суйласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ман сӑмаха манмарӑн апла, килсе курас терӗн? — тинех чарӑнса тӑчӗ хайхискер.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вырӑнти йӗрке хуралҫисенчен хайхискер ӗнер, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пулӑшу ыйтнӑ.

У местных служителей правопорядка она помощи попросил вчера, 4 декабря.

Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ икӗ хутчен улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36725.html

Ҫулҫӳревҫӗ-тӗпчевҫӗ персе ҫитрӗ! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ хайхискер Пӗчӗк принца асӑрхасан.

Вот прибыл путешественник! — воскликнул он, заметив Маленького принца.

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Эсӗ манри чап-мухтава тивӗҫлӗ йӑлттампа чӑн та туллин пӑхса киленетӗн-и? — ыйтрӗ хайхискер Пӗчӗк принцран.

— Ты и в самом деле мой восторженный почитатель? — спросил он Маленького принца.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫук, кӑшт аванмарланчӗ те пулас хайхискер.

Красавица смутилась,

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Хайхискер кӗҫех ун патне йӗрке хуралҫи шӑнкӑравласса пӗлтернӗ, вӑл мӗн каланине тума ыйтнӑ.

Он сообщил, что скоро ей позвонит служитель правопорядка, и попросил ее выполнить его инструкции.

Шупашкар администрацийӗнче ӗҫлекен хӗрарӑм ултавҫа 1,4 млн куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36046.html

— Мӗне пӗлтерет ку? — шухӑша кайрӑм хайхискер.

Куҫарса пулӑш

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

Хайхискер миллионерша пулма ӗмӗтленсе 300 пине яхӑн тенкӗ куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тетелӗнчи савнине 300 пин куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35891.html

Хайхискер сайтра заявка хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тетелӗнче шӑнтмӑш туянас тесе ултавҫӑ аллине лекнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35893.html

Ӑна пӑхма пынӑ та хайхискер – выльӑх ҫук.

После пришла за ней посмотреть, а скотины нет.

Участовӑй хӗрарӑма ӗнине тупма пулӑшнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35874.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех