Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хаваспах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ухмахла пуҫарӑвӗсене хаваспах хутшӑнаттӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Округ шайӗнчи уявсене, ӑмӑртусене ирттернӗ чухне пирӗн ҫамрӑксем яланах хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

Виталий Максимович вара хӑйӗн ҫинчен хаваспах каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Пӗтӗм тӗнчери тавралӑха сыхламалли экологи кунне ачасем хаваспах хутшӑнса ырӑ ӗҫ те тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Унччен эпир туйра та, менелникре те, кӗҫтинре те, пысӑк уявра та хаваспах сӳтсе яваттӑмӑр бригадӑри ӗҫсене.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пыратӑн-и пирӗн СУ начальникӗ патне, паян вӑл ҫуралнӑ кун, терӗм те, хаваспах килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Чӑннипе — Пруткин, — хаваспах ӑнлантарчӗ вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Иртсе ҫӳрекенсем ҫак инсталляци умӗнче хаваспах сӑн ӳкерчӗксем турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Хуҫалӑх ертӳҫи Николай Николаев хӑнасене хаваспах вӗсен ассортименчӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Агрослетра ял-сала малашлӑхне ҫамрӑксен куҫӗпе хаклассине тӗп вырӑна хучӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Малашне те хаваспах Чӑваш Енӗн тӗп хулинче иртекен кинофестивале хутшӑнас кӑмӑл пулнине пӗлтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофильмри пекех… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=m0BX5MNWJBE

Вӗсем те хӳтӗлев сетки ҫыхассине килӗнче йӗркеленӗ, ку ӗҫе ачисем те хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Аслӑ ӑру вӗсене хаваспах пулӑшма килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Вӑл хӑйӗн чӗри ыратнине ирттерсе ярассишӗн тата кӗпӗрнатора юрассишӗн Килтеше те, ытти ялсене те ҫунтарса яма хатӗр, и-и, темиҫе яла кӑна-и, вӑл кашни тӗл пулакан ҫынна халӗ шалча ҫине лартма хаваспах хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑҫал ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, шӑпӑрлансем хаваспах йӗлтӗрпе ӑмӑртса чупма мероприятине пухӑннӑ, 3 ҫултан пуҫласа 80 ҫула ҫитнисем пӗрне –пӗри савӑк кӑмӑл парнелесе, йӗлтӗрпе чупса, ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Йӗлтӗр йӗрӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри чупӑва Олег Николаев старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/13/racc ... nikolaev-s

Верук пире хаваспах кӗтсе илме пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Аслӑрах ушкӑнри шӑпӑрлансем хаваспах аслисене пулӑшаҫҫӗ, хӑюсем касаҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле ҫӗнтерӗве ҫывхартатпӑр // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d0%bf%d1%8 ... %91%d1%80/

Нинук мӗн хушнине хаваспах турӗ, вара, ҫиелти ҫи-пуҫне хывмасӑрах выртаканскер, аллинчи панулмие чаплаттарса ҫиме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Атя, — хаваспах килӗшет ку.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ав тата леш хура-симӗс нӑрӑ та «туртине каялла ҫавӑрнӑ»: хаваспах килнелле мӑкӑлтатать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ку енӗпе пӗр-пӗр конкурс иртессине пӗлсен хаваспах хутшӑнать, хӑйне сцена ҫинче артист пекех тытать.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм енӗпе маттур // Ольга КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%bfe%d1% ... %83%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех