Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Утар сăмах пирĕн базăра пур.
Утар (тĕпĕ: утар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах Телегин, вӑрманта ҫӳрекелесе курнӑскер, йывӑҫ вуллисем тӑрӑх кӑнтӑрпа ҫурҫӗр енсем ӑҫтине кашни кукӑртах асӑрхаса пыма тӑрӑшнӑскер, хӑйсем пырса ҫитнӗ утар хӑш тӗлерех вырнаҫнине ӑнкарса илнӗн туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утар ялӗнчен Калюков тусӗсене тӳрех кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннелле ертсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ӑнланса пуҫне сулчӗ те алӑк ҫумӗнчи пӑтаран сӑхманне илсе тӑхӑнчӗ, утар картишне тухрӗ, шалта мӗн калаҫни илтӗнмесен те, пурӗпӗр, пӳрт ҫумӗнче тӑмашкӑн аван мар тесе, айккинелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вӑл ҫырма хӗррипе утар тавра утса ҫаврӑнас терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗҫех умра, пӗчӗкҫӗ уҫланкӑра, утар ҫурчӗсем курӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хурахсем Утар ялне килсе ҫӳренине пӗлтерменшӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл Утар хыпарӗсене, паллах, сиртен лайӑхрах пӗлет…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Е, пачах урӑхла, вӑл ун хыҫҫӑн Утар ҫывӑхне те пырса тухмӗ? — Варламовпа Васильева хӑйпе тан хурсах канаш ыйтрӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утар ҫывӑхӗнчи ялсенче пире систерсе тӑракансем тупма тӑрӑшрӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, юлашки уйӑхсенче Калюков Утар ялне сахалтан икӗ хут, е ытларах та пырса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав каҫах Утар ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмана юланутҫӑсен ушкӑнӗ пырса кӗчӗ, пысӑках мар уҫланка ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Атьӑр, луччӑ утар майӗпен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун курасса Сидор патӗнче пӗрре кӑна темле ют арҫынна курнӑ та, утар хуҫи таврара та, тӗнчере те мӗн-мӗн пулса иртнине тӗплӗ пӗлсе тӑни ӑнсӑртлӑх мар, паллах.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав кӑтра пӗлӗтсем хуллен-ерипен Утар ялӗ еннелле куҫса пыраҫҫӗ, паянах, кӗҫех ҫитӗҫ унта.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паян та Калюков ирхине, умӗн пӗр стакан каҫунккӑ ӗҫсе, пӑшӑхланӑ кайӑк кӑвакалне пӗчченех пӗрне ҫисе ячӗ те, ун хыҫҫӑн тата пӗр алтӑр сӑрапа хырӑмне тир карӑниччен тултарсан, сӗтел хушшинчен ниҫта та кайма шутламан юлташӗсене пӑрахса, пӳртрен тухрӗ, пыл хурчӗсем сӑхасран шикленсе, темшӗн-ҫке, ҫав нӑрӑлтисем эрех шӑршине тӳсме пултараймаҫҫӗ, — утар карти урлӑ каҫрӗ, ҫырма хӗррине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун чухне кӑна манӑн утар сирӗншӗн чӑн-чӑн лӑпкӑ вырӑн пулӗ».

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утар тытатӑп унта…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюковпа унӑн хурахӗсем района, Утар ялне пыра-пыра кайнине сӑнаса тӑмашкӑн начальник ӑна хушнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Утар ялӗ, арӑмӗ Санюк, сӑпкари ачи (те ывӑл ӗнтӗ вӑл, те хӗр), ашшӗпе амӑшӗ, ҫырма хӗрринчи тимӗрҫӗ лаҫҫи ҫӗрлесерен черетпе е тепӗр чух пурте харӑсах курӑнма тытӑнчӗҫ тӗлӗкре.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ехвин пичче, пӗлессӳ килетех-тӗк, калам: Утар ялӗнчен эпӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех