Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унчченхи (тĕпĕ: унччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унчченхи управляющи пӗтӗм вӑйпа Турунов чапне хӑпартма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсемшӗн пулсан эсӗ ҫав-ҫавах унчченхи Тихӑн.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрӗсрех каласан, унчченхи ҫывӑх тусӗсем Турунова мӗн-ма хирӗҫ тӑнин сӑлтавӗсене тӗплӗ пӗлесси.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унчченхи ҫулсенче сӑрт тайлӑмӗсем ҫу хӗвелӗ пӗрре-иккӗ хӗртсенех сарӑхса-хӗрелсе каяканччӗ, кӑҫал ун пек вырӑнсем те симӗс сӑрӑпа сӑрланӑ пек, сӑрри типсе те ҫитме ӗлкӗреймен пек курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унчченхи тапхӑрсенче алюмини пӑрӑхсене юсасси — ирӗлтерсе ҫыпӑҫтарасси питӗ чӑрмавлӑ, кӑткӑс ӗҫ шутланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

2022 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче ҫӗршыври ҫынсен пурнӑҫӗ унчченхи тата хальхи ҫине пайланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

2023 ҫулхи пӗрремӗш кварталта агропромышленность продукцине пирӗн тӑрӑхран 8,7 пин тонна ӑсатнӑ, ку вӑл унчченхи ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчинчен 54 процент нумайрах.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш йӗтӗнӗ ют ҫӗршыва ӑсанать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34967.html

- Ҫак соглашени эпир унчченхи йышӑнусене пурнӑҫа кӗртнине ҫирӗплетекен документ.

Куҫарса пулӑш

«Симӗс ылтӑн» ҫитӗнтересшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60643

Унчченхи пек кашни хӑй хуранӗнче пӑтӑ пӗҫермест теҫҫӗ унта хутшӑнакансем.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60804

«Унчченхи каҫӑпа ҫӳреме кансӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Манӑн кӑмӑл-туйӑм кунта татах та пуянланчӗ, унчченхи чунӑм витӗр тепӗр чун сӑрхӑнса тухса ҫирӗпленнӗнех туйӑнать — салтак чунӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

«Чунӑм, манӑн юрату кӑнтӑр хӗвелӗнчен те вӗри, вӑл яланах унчченхи пекех ҫунса, хӗмленсе тӑрӗ, унчченхи пекех таса пулӗ», — хуравларӗ Анюка Ефремов Ҫеруш.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Лида унчченхи пекех ҫӑмӑл ҫӳретчӗ, ҫавӑ ман чӗрере пушшех те тарӑху ҫӗклерӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Сирӗн унчченхи ҫитӗнӳсем ҫинче ҫӗнӗ проектӑн ҫирӗп никӗсне тума пулать.

На основе ваших прежних заслуг можно построить прочный фундамент нового проекта.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗрӗн унчченхи пек мар, темӗнле хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн тапакан чӗрине туйрӗ те каччӑ ӑна пушшех хӑй ҫумне хытӑрах чӑмӑртарӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тен, унчченхи пек шӑпчӑк юррине те итлӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл унчченхи пек ватлӑха ҫитиччен лӑпкӑн та хуйхӑсӑр пурӑнса ирттересчӗ тесе шухӑшламасть, ҫав лӑпкӑлӑха килес кунри телей, ырлӑх, ирӗклӗх ячӗпе никӗсӗ-мӗнӗпех ватать.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унчченхи ӗҫсен «ҫимӗҫне» тутанмалли вӑхӑт.

Время пожинать плоды богатого урожая вашей деятельности.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫакӑншӑн унчченхи пуҫлӑхӑн чӗри халӗ те питӗ ыратать.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Хальлӗхе ун калаҫӑвӗн ҫӑмхи хӑйӗн вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн йӗрленнӗ кун-ҫулӗ тавра ҫеҫ (унчченхи пурнӑҫӗ ҫинчен калас сӑмахне ӳлӗмлӗхе хӑварса) сӳтӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех