Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унран (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Отчет хыҫҫӑн отчет ыйтать унран бухгалтер.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Неушлӗ эпир унран катӑк?

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пуласрах качака та унран ытларах сӗт парать.

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унран пӑрӑнса юлӗ-ши Васса, пӑрӑнса юлаймӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Музыкӑпа юрра юратни шӑпах унран килнӗ пулӗ тетӗп, вӑл баянпа, гитарӑпа выляма питӗ лайӑх пӗлнӗ вӗт, - каласа парать Людмила Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

Эпӗ унран вунӑ ҫул каярах ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Пакунлисем малтан унран ҫар припасӗсем пурри-ҫукки пирки ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Талуй ялӗнче ҫар хатӗрӗсем тупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35894.html

Компани сотрудникӗсем те унран вӗренме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентеш хисеплӗ ята тивӗҫнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b5%d0%b ... %bd%d3%97/

Аслисем пур чухне унран ку инкек пирки тӗпчесе пӗлнӗ.

При присутствии взрослых выяснили у него обстоятельства происшествия.

Вӑрмарта 14-ри ҫамрӑк мопедран ӳксе вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35831.html

Тавҫӑруллӑ тухтӑр вара Чӗмпӗре, Иван Яковлевич Яковлев патне, ҫыру ҫырнӑ, унран пулӑшу ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫак инкекпе кӗрешме ҫынсене пулӑшас тесе, С. М. Вишневский темиҫе кӗнеке ҫырса кӑларнӑ: «Куҫ чирӗ — трахома, вӑл ялти халӑх хушшинче сарӑлнин сӑлтавӗсем тата унран сыхланмалли меслетсем», «Чӑвашсем хушшинче куҫ чирӗнчен сыхланасси», «Куҫ чирӗсем ҫинчен», «Куҫ чирӗсенчен чӑвашсен мӗнле ҫӑлӑнмалла».

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Анчах эпир, унран кӑшт ҫеҫ кӗҫӗнтерехскерсем, Ӗҫхӗлӗн сӑввисене ялсенчи клубсен сцени ҫинчен пӑхмасӑр калаттӑмӑр, — такам хистесе вӗрентесшӗн пулнипе мар, хамӑр кӑмӑлпа, хамӑр чуппа, екки ярса, ҫӗкленсе кайса.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Хамӑн ирӗк пулсан, эпӗ те унран юлмӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Вӗсем вӗт хӗвелпе пӗрле тӑраҫҫӗ, хӑш чухне унран та иртерех.

Куҫарса пулӑш

"Илемлӗ мар чечексем пулмаҫҫӗ" // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ma-3394811

Унпа мӑнаҫланмалла, унран ҫамрӑк ӑру тӗслӗх илмелле.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Унран пӗтӗм пулла тата тетеле туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

41 пулӑ тытнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35748.html

Ку вӑл колледжсемпе аслӑ шкулсенчи студентсене укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ панӑ чухне унран 13% налук тытса тӑрас ҫуккине пӗлтерет.

В поддержку студентов – с матпомощи не будут взимать налоги Это значит, что при выплате материальной помощи нуждающимся студентам колледжей и вузов с нее не будут удерживать налог в 13%.

Студентсене пулӑшса - укҫа-тенкӗпе паракан пулӑшуран налук илмӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... lm-3388506

Ҫырла ҫитӗнтерес тата унран тӗрлӗ продукци хатӗрлес енӗпе чи ӑнӑҫлӑн ӗҫлекенсене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе тата Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Павильонсене кӗрсе республикӑра туса илекен ҫырла тата унран хатӗрленӗ продукци тӗслӗхӗсене тишкернӗ, ҫак мероприяти ялти ӗҫӗн пысӑк пӗлтерӗшне кӑтартса пани ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

«Эпӗ вӗҫерӗнсе тарасран шикленет-ши ку айван?» — ӑшӗнче унран кулчӗ Кирилл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех